Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗренесшӗн (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗне вӗренесшӗн?

— А чему учиться?

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Бухар патши Китай халӑхӗ пурҫӑн тунине пӗлнӗ те, хӑй те пурҫӑн хуртне туянса, ҫав ӗҫе вӗренесшӗн пулнӑ.

Бухарский царь услыхал об этом, и ему захотелось достать червей и научиться этому делу.

Бухар ҫыннисем пурҫӑн тума вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан пире пӑхса ҫӳрекен берейтора (юланутпа ҫӳреме вӗрентекене) чӗнсе илсе каларӗ: «Ак ҫак ачасене лашасем парӑр, вӗсем те юланутпа ҫӳреме вӗренесшӗн», — терӗ.

Потом наш дядька позвал берейтора и сказал: «Вот этим мальчикам дайте лошадей, они будут учиться ездить верхом».

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Володя юнашар ларать, латыньпе киле панине вӗренесшӗн.

Володя сидел рядом и старался углубиться в латынь.

Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Анчах вӑл пӗрре те вӗренесшӗн мар; пурне те пӗлетӗп, тесе шутлать, хӑйне мӑнна хурать.

Второгодник он, вот и важничает, считает, что все знает.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӑл, кирек епле пулсан та, пулемет замокне Казимир Табельчукран хӑвӑртрах салатса пухма вӗренесшӗн пулнӑ.

Он хотел во что бы то ни стало научиться собирать и разбирать замок быстрее, чем Казимир Табельчук,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Кӑмака тума вӗренесшӗн имӗш.

Ишь, печи класть задумал научиться.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӑпар куҫлӑ хаваслӑ хӗрарӑм ӗҫре тӑрӑшни, вӗренесшӗн ҫунни Настьӑна килӗшнӗ.

Насте нравились рьяность к работе, жадность к знанию, свойственные веселой разноглазой бабенке.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ну, чӑнласах вӗренесшӗн пулсан, — терӗ атте, — ме, ил.

— Ну, если так серьезно, — произнес отец, — получай.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Павел, ҫав чарӑна пӗлмесӗр вӗренесшӗн малалла туртакан вӑйне пула, хӑйӗн ҫунса тӑракан ӳт-пӗвӗ хытӑ ыратнине те, куҫӗсенче вут ҫуннине те, хӑйне ачашламан йывӑр пурӑнӑҫне те манса каять.

И в этом не знающем преград стремлении Павел забывал мучительные боли продолжавшего гореть тела, забывал пожар в глазах и всю суровую, неласковую к нему жизнь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем вӗренесшӗн ытларах тӑрӑшаҫҫӗ.

Они больше до обученья.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сирӗн ачӑр хӗр ачасен класӗнче вӗренесшӗн мар, вӑл арҫын ачасен класӗнче вӗренесине хирӗҫлеместӗр пуль?

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл Рафаэле тӗпренех ӑнланса илеймен-ха, анчах Гвидо евӗр хӑвӑрт та анлӑн ӗҫлеме вӗренесшӗн, ӑна Тициан ӳкернӗ портретсем илӗртеҫҫӗ, фламандецсем кӑмӑла каяҫҫӗ.

Еще не понимал он всей глубины Рафаэля, но уже увлекался быстрой, широкой кистью Гвида, останавливался пред портретами Тициана, восхищался фламандцами.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Вӑл музыкӑна питӗ юратать, ҫавӑнпа калама вӗренесшӗн тӑрӑшать.

Он очень любил музыку и старался сам научиться играть.

Музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 17–86 с.

— Эпӗ чухласа илетӗп: вӗренесшӗн мар? —

— Я догадываюсь: учиться не хочет? —

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Председательсем вӗренесшӗн мар-пулсан?

— А если председатели не захотят учиться?

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан Вера Павловна чӑн-чӑнах вӗрентме май пуррине курчӗ, — ку вӑл питӗ пысӑк утӑм пулчӗ; хӗрсем ҫав тери вӗренесшӗн, пӗлесшӗн ҫунчӗҫ, вӗсен ӗҫӗ питӗ ӑнӑҫлӑ пычӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӗҫленӗ хушӑрах, кӑнтӑр апачӗ умӗн, уроксем итлеме пысӑк перерыв тума йышӑнчӗҫ.

Потом, — это было очень большим шагом, — Вера Павловна увидела возможность завесть и правильное преподавание: девушки стали так любознательны, а работа их шла так успешно, что они решили делать среди рабочего дня, перед обедом, большой перерыв для слушания уроков.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗренесшӗн!

— Учиться!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗренесшӗн, пурне те курасшӑн, пӗлесшӗн!

— Учиться хочет, все видеть, знать.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Малалла вӑл: эпӗ кукаҫей пек герой пуласшӑн, ҫавӑнпа ҫар ӗҫне вӗренесшӗн тесе пӗлтерет.

Мальчик извещал ее далее, что, по примеру дедушки-героя, сам твердо решил стать героем и поэтому избирает военную карьеру.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней