Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫурҫӗртен лӑпкӑ кӑна вӗрекен ирхи ҫил Палас леш енчен йӳҫӗ ҫунӑк шӑрши илсе килет.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗрекен сӑмавар ҫӗклесе килчӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗрекен шыв тумламӗсем, хурантан сирпӗнсе ӳксе, вучахри кӑварпа вӗри кӗл ҫинче чашлатрӗҫ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Ашшӗ пуҫ ҫӗклесе те пӑхмарӗ, вӗрекен хурана ҫаплах какай вакла-вакла ячӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Талпӑнса вӗрекен йытӑсен сасси шыв хӗрринелле анчӗ.
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Уҫӑ чӳречерен вӗрекен ҫил тумтир ҫӗтӗкӗсене хускатать, чӗлӗм тӗтӗмне ҫинҫе ярӑм пек туса яр! хӑваласа тухса каять.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӳлелли — шурӑ, яшка вӗрекен ҫӗрти — хуп-хура.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Япӑх мар тапхӑр, анчах сывлав тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ чир-чӗр аптӑратма пултарӗ, ҫавӑнпа витӗр ҫил вӗрекен вырӑнсенчен пӑрӑнӑр, пирус туртнӑ пӳлӗмре ан ларӑр, таса мар, сивӗ сывлӑшпа сывлама ан тӑрӑшӑр.
24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Тап-та-ать! — Хусанти извозчиксем майлӑ кӑшкӑрса, кухньӑран таврӑнчӗ Иоаким, пӑс кӑларса вӗрекен сӑмавара ал вӗҫҫӗн йӑтса кӗрсе.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӗвел тухас умӗн хуллен вӗрекен ҫил тинӗсе хумхантарма тытӑннӑ.
Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.
Ҫанталӑк сивех мар пулсан та, хирӗҫ вӗрекен ҫил питҫӑмартисене чӗпӗтрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ман Палкан хапха айӗнчен вӗрекен пулнӑ, шӑкӑр-макӑрсене хӑратмалӑх хӳрине кукӑртать, оглы-мать их бей!
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халиччен ют ҫын ҫине хаяррӑн вӗрекен Улай та хӑй йӑвинчен пӗр сикмесӗр пӑхса выртать.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ун хыҫҫӑн алӑк шатлатса хупӑнсан ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ чупса иртрӗ, — Джесси аппӑшӗн сӑн-сӑпачӗ ҫав тери хӑрушӑччӗ: курайманлӑхӑн тӗттӗм-сивлек йӗрӗсем, куҫӗсен тискер йӑлкӑшӑвӗ, унта хупӑнса вӗрекен тилӗрчӗк шухӑшсем…
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Мана вӑл питӗме ачашласа вӗрекен ӑшӑ ҫил пек килӗшет; шухӑшласа илтӗм: вӑл министрсен канашӗн йышне те кӗрейӗччӗ, унта ӑшӑ кӑмӑллӑн кӑсӑкланса вӑл вӗсене ҫырма чӑрмантармастӑп-и тесе ыйтӑччӗ.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ ҫиелтен ҫеҫ вулакалатӑп, витӗр вӗрекен ҫил хӑвачӗпе йӑтӑнса килнӗ пӑлханӑва туятӑп.Я читал невнимательно, испытывая смуту, нахлынувшую с силой сквозного ветра.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ хытӑ ҫилленеетӗп, енчен те пуҫӑма тилӗрӳ сирпӗтсе ярсан мана нумай кирлӗ мар: мӗн пурри пирки манса чарусӑр ӑнтӑлӑвӑн вӗрекен тӗттӗмлӗхӗнче вирхӗнетӗп-ыткӑнатӑп та ал айне мӗн лекнине ҫапатӑп-вататӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Симӗс уйхирсем тӑрӑх вӗрекен ҫуркуннехи вӑйлӑ ҫилсем вутпа та тӗтӗмпе чыхӑнтарса уланӑ.Огнем и дымом дышали буйные весенние ветры, метавшиеся над зелеными полями.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вутсем хурса ҫунтарма пуҫларӗҫ, ҫурса вакланӑ хӑмасенчен сӑмала шӑрши, табак тӗтӗмӗпе юнашар пристань ҫинче купаланса выртакан типӗтнӗ пулӑ шӑрши, Атӑл ҫинчен вӗрекен уҫӑ ҫил ҫапма пуҫларӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗррехинче вӑл сӑсар йӑви тӗлӗнче тӑруках чарӑнчӗ те тарӑн шухӑша путрӗ, тунката патӗнче вӗрекен йыттине чӗнчӗ, ассӑн сывласа тунката ҫине ларчӗ, пуҫне усрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.