Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ешӗл флейтӑри» пурнӑҫӗн иккӗмӗш кунхине Джесси пирки хуйхӑллӑ хыпар кӗтсе илейменнипе Моргиана лӑпланчӗ те хӑйӗн ӗҫне ӗненчӗ, виҫҫӗмӗш кунхине вара асаплантаракан кӑмӑл-туйӑмпа вӑранса кайрӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӑмӑл-сипет тата нерв ыратӑвӗ, — шӑпах ҫавна пула ӑнланмалла мар хавхапа вӑранса кайрӑм ахӑр, вуале курсанах пуҫӑмри тӗтре сирӗлчӗ, самантрах вӑйлӑ темӗнле савӑнӑҫ туйӑмӗпе ылмашӑнчӗ; Биче патне ҫывхарнӑ чухне хам сисмесӗрех, чӑнласах хавхаланса кӑшкӑрса ятӑм:
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ирхи вунӑ сехетре пӗччен вӑранса кайрӑм.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ма ҫутан? — куҫӗ йӑмӑхнипе утиял айне чӑмрӗ вӑранса ҫитеймен кӗҫӗн хӗрӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Йӗп-йӗпе тарласа вӑранса кайрӗ Эверкки.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кӑмака умне темскер тӳплетсе ӳкнипе вӑранса кайрӗ ирхине Илемпи.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Пӗтӗм ӳт-пӳ, ӑшчик, ҫан-ҫурӑм вӑранса ҫитнӗ, сипетлӗ сӗткенпе тулса тӑкӑнас пек…
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӑранса кайсан пӑхатӑп та — нимӗҫле калаҫаҫҫӗ.
Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html
Вӑл пултарулӑх инстинкчӗ вӑранса ҫӗкленнӗ чухнехилле.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тул ҫутӑласпа вӑранса кайнӑ чух эпӗ ҫывӑрса тӑранайманччӗ-ха, анчах ӑнланатӑп: «Хумсем ҫинче чупакан» мол патӗнче мар ӗнтӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн йывӑр куҫӗсем пӗтӗмпех вӑранса ҫитрӗҫ, вӗсенче туйӑмсен аптӑравлӑхӗ — флегмӑпа тилӗрӳ хутӑшӗ — палӑрать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫавӑн чухне, хамӑрӑн тӗнче варринче вӑранса кайсан, аса илӗве тертлӗн путса тата кашни куна хакласа пурнӑҫа тӗпчевлӗн тинкерсе сӑнатпӑр, мӗн пур ӳтпе-туйӑмпа курма ӑнтӑлатпӑр: Чӑна тухманлӑх пурнӑҫа кӗме пуҫламан-и унта?
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлавӗ Горна чунӗнчен перӗнчӗ, вара вӑл вӑранса кайнӑн, анчах чӑнлӑха ӑнланма хӑяйманнӑн — аптӑравлӑ тӗлӗнӗвӗн тути ҫинче хытса ларнӑ кӑшкӑравӗпе чарӑнса тӑчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑранса кайсан тӑна ҫухатнӑ самант кӗске пулнӑн, сивӗ мана хӑвӑртрах сиксе тӑма хистетӗр тесе шкипер манран курткӑна хывса пӑрахассӑн туйӑнчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Обойма хураканӑн алли чӗтресен те, чалӑш пырса хӗсӗннӗ лента васкавлӑ туртса тухнӑ пулемет пырне ларса чыхӑнсан та, пуринчен ытларах пӳртре выртнӑ салтаксем пӗрин хыҫҫӑн тепри сиксе тухса, мӗн пулнине лайӑхах пӑхса пӗлеймесӗр, ыйхинчен те вӑранса ӗлкӗреймесӗр, хӑранипе аллинчи пӑшалне ҫӗре ӳкерсе, ухмаха ернӗ ҫын пек танне ҫухатса, хӳмӗсем умнелле пырса ҫапӑнсан та уншӑн пурпӗрех.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗчченех вӑранса яла чупса каяс шухӑш пырса кӗчӗ.Первою мыслью было броситься одному и бежать по дороге на деревню.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Манпа пӗрле пыракансенчен пӗри алӑран туртнипе вӑранса кайрӑм.Проснулся я оттого, что один из моих спутников дернул меня за руку.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тинг умӗнче, кухньӑра, вӑранса чупса килнӗ негр тӑрать, пуҫне тайнӑ май вӑл тарма ӑнтӑлни сисӗнет.Перед ним в кухне стоял разбуженный негр и кланялся, порываясь бежать.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Блюм ҫӗрле сӗм тӗттӗмре вӑранса кайрӗ, самантрах пӗтӗмпех аса илчӗ, — ҫакна вӑл Хейлӗн шуранка пичӗ вӑрманти шывра путнӑ хыҫҫӑн уйласа хунӑччӗ; шӑрпӑк ҫутмасӑрах тумланма пикенчӗ: кушак куҫӗсемлӗ тата шӑши ҫурин урисемлӗ этемӗн хӑнӑхуллӑ васкаварлӑхӗпе.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑл сӗм тӗттӗмре вӑранса кайрӗ, тӗрӗсрех — тӑна кӗчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.