Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Тӑсӑлса выртмашкӑн сарса хунӑ вырӑну кӗске пулӗ; витӗнсе выртмашкӑн вителӗкӳ ансӑр пулӗ: 21. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне, хӑватлӑ ӗҫне тумашкӑн, Хӑйӗн мехелне, Хӑйӗн тӗлӗнмелле мехелне ҫитермешкӗн Перацим тӑвӗ ҫинче ҫӗкленнӗ пек ҫӗкленӗ, Гаваон айлӑмӗнчи пекех ҫилленӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн мӑнаҫлӑхна пӗтӗм шӑв-шавупа пӗрле ҫӗр тӗпне пӑрахнӑ; сан выртан вырӑну айӗнче — хурт, санӑн вителӗкӳ те — хурт.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗтрелӗхре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ, 2. Святой, эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, ҫакӑ Санӑн ӗмӗрхи вырӑну пултӑр терӗм, тенӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн веельзевул патне, Аккарон турри патне, ҫынсем ятӑн? ҫавӑншӑн выртнӑ вырӑну ҫинчен тӑраймӑн, вилӗн, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн эсӗ веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма яратӑн? Ҫавӑншӑн выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн» тет, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн ҫапла калать: выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн, тет, тенӗ.4. За это так говорит Господь: с постели, на которую ты лег, не сойдешь с нее, но умрешь.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗттӗмре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ; 13. эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, Санӑн ӗмӗрхи вырӑну ҫакӑнта пултӑр терӗм, тенӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ионадав ӑна каланӑ: вырӑну ҫине вырт та чирленӗ пек пул; сана аҫу курма килсессӗн, ҫапла кала ӑна: Фамарь йӑмӑкӑм килтӗрччӗ те мана апат ҫитерсе вӑй-хал кӳтӗрччӗ, апатне манӑн куҫӑм умӗнчех хатӗрлетӗрччӗ, эпӗ курса тӑрам та ун аллинчен ҫием.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ; 19. ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар; 20. эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп; 21. тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ; 22. эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать; 23. эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ; 27. [санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ, 9. хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ, 10. Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ; 11. эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн тула тухмалли вырӑну тапӑр тулашӗнче пулмалла; 13. кӑралсӑр пуҫне сан ҫумӑнта тата пӗчӗк кӗреҫе пултӑр; тапӑр тулашӗнче ларас умӗн унпала [лакӑм] алт та кайран [унпала] хӑвӑн каяшна витсе хур: 14. Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӑлас тесе, тӑшманусене [санӑн аллуна] тытса парас тесе тапӑру хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа тапӑру санӑн таса пулмалла, Вӑл сан патӑнта ирсӗр япала курса санран ан сивӗнтӗр.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп; 3. ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ, 4. сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.