Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртатчӗ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун умӗнче физика кӗнеки выртатчӗ.

Перед нею лежал учебник физики.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ку шӑпах Валентина упӑшкин браунингӗ иккен, вӑл пирӗн килте эпӗ ҫӗмӗрнӗ сӗтел ещӗкӗнче выртатчӗ.

Это был как раз тот самый браунинг, который принадлежал мужу Валентины и лежал во взломанном мною ящике.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Каҫалапа вӑл старик Яковпа пӗрле таврӑнать, лешӗ вара час-часах пирӗн патра ҫӗр выртатчӗ.

К вечеру он возвращался вместе со стариком Яковом, и по большей части тот оставался у нас ночевать.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах ман ҫывӑхра никам та ҫук, минтер ҫинче пӗр кушак ҫури кӑна куҫӗсене хӗссе выртатчӗ.

Но никого возле меня не было, и только, зажмурившись, лежал и мурлыкал на подушке котенок.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпӗ мӗн тӑвас тенине тӑваттӑм, — уйрӑмах хамӑн юлашки француз гувернерӑмпа уйрӑлнӑ хыҫҫӑн ҫаплаччӗ; вӑл хӑйне хӑй Российӑна «бомба пек» килсе ӳкрӗм тесе шутлатчӗ, кунӗ-кунӗпе нимӗн тумасӑр, вырӑн ҫинче тарӑхса выртатчӗ.

Я делал, что хотел, особенно с тех пор, как я расстался с последним моим гувернером-французом, который никак не мог привыкнуть к мысли, что он упал «как бомба» (comme une bombe) в Россию, и с ожесточенным выражением на лице по целым дням валялся на постели.

I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫавӑн пек минутсенче выртатчӗ те вӑл, хурӑнсен ҫӑра турачӗ ҫинче кӗмӗл ҫип пекех ҫинҫе, йӑлтӑртатса тӑракан эрешмен картисене асӑрхаса.

Лежала в такие минуты и замечала паутину на голых сучьях берез-тонкую, сверкающую, как серебряные волоски.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ӗлӗк, кивӗ влаҫ чухне, ун пирки ҫӑвар уҫса калаҫни те пулманччӗ, пур ҫӗрте те купи-купипе йӑтӑнса выртатчӗ, халӗ, ав, хӑрах чӗптӗм те пулин тупаймастӑн…

Раньше, при старой власти, об ней и речей никто не вел, бугры ее лежали везде, а зараз и щепотки не добудешь…

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑнтӑрла аппаланса халтан каятчӗ пулин те, Сергей каҫхине те вырӑнӗ ҫине протезӗпех выртатчӗ.

Измученный днем, Сергей заставлял себя и на ночь ложиться в постель с протезом.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫурмаран татнӑскер, ун вилли рельсӑн ик енӗпе выртатчӗ, таврашӗнче сырса илнӗ ҫынсем хӗвӗшетчӗҫ.

Перерезанный пополам труп лежал по обе стороны рельсов, а вокруг толпились любопытные.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Чӳрече янаххи ҫинче кӑранташ выртатчӗ.

На подоконнике лежал карандаш.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Унтан чӳрече енне ҫаврӑнса выртатчӗ те ешерме пуҫланӑ йывӑҫсемпе анлӑ-анлӑ сенкер тӳпене шӑтарасла пӑхатчӗ.

Отворачивался к окну и пристально всматривался в зеленеющие деревья, просторное голубое небо.

14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл трансформатор камеринчен пӗр вунӑ метрта, кабель ҫинче выртатчӗ.

Он лежал на кабеле метрах в десяти от трансформаторной камеры.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫӗркаҫ ҫӗрле хам илтрӗм: Мишатки… ан илтӗнтӗр тесе, пуҫне минтер айне чикнӗ те, шӑппӑн ӗсӗклесе выртатчӗ.

А нынче ночью слыхала Мишатка кричал потихоньку… залез под подушку головой, чтобы его не слыхать было…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Леш пирӗн ҫинчен ҫырнӑ хаҫата вӑл пӑха-пӑха ҫӗтсех ячӗ вӗт, ҫывӑрма та хаҫатпах выртатчӗ.

Ту газету, где про нас писали, он до дыр засмотрел, спать и то с нею ложился.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн хуҫи — ӑна усрама та, вӗлерме те пултаракан Григорий — ун патне пырсан, вӑл лӑпах ҫапла йӑлтӑркка хура тутине йӗрсе хуратчӗ, ҫурӑмӗ ҫине выртатчӗ те, ҫамрӑк шӑлӗсене ҫарӑлтарса, хӗрлӗ ҫӑмлӑ ҫемҫе хӳрине вылятатчӗ…

Такой же улыбкой щерил он черные атласные губы, когда он, Григорий, хозяин, вольный и в жизни его и в смерти, подходил к нему и кобель, падая на спину, оголял молодые резцы, бил пушистым рыжим хвостом…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ирхине — Степан курницӑра ҫывӑрса выртатчӗ — Пантелей Прокофьевич пычӗ.

Наутро — Степан еще спал в горнице — пришел Пантелей Прокофьевич.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳҫӗ кӑвакара пуҫланӑ подъесаула тӑнӑ вырӑнтах персе вӗлерчӗҫ; вилес умӗн вӑл, урисемпе тапкаланса, юр ҫине тарӑн путӑк алтса хӑварчӗ; кӑкарса хунӑ маттур урхамах пек, тен, татах юра кукалесе выртатчӗ пулӗ вӑл, анчах хӗрхенчӗҫ казаксем — маларах вӗлерсе тирпейлерӗҫ.

Седоватого подъесаула убили на месте; расставаясь с жизнью, выбил он ногами в снегу глубокую яму и еще бы бил, как добрый конь на привязи, если бы не докончили его сжалившиеся казаки.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун чухне Аксинйӑн пичӗ-куҫӗ ыратнипе туртӑнса илемсӗрленнӗччӗ, пит ҫӑмарти тӑрӑх чӑпӑркка касса кӗнӗ хӗрлӗ йӗр выртатчӗ.

Тогда лицо Аксиньи было искаженным от боли, с багровым следом кнута на щеке.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергее аллинчен ярса илсе, хырӑмӗпе кӑранташсем хурса тултарнӑ стакана йӑвантарса ярса, вӑл кӗҫех сӗтел ҫине хӑпарса выртатчӗ.

Схватив Сергея за руку, он опрокинул животом стакан с карандашами, чуть не залез животом на стол.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шывӗ таҫтанах ҫуталса выртатчӗ.

Вода давно уже прозрачная.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней