Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн, 34. хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тесе, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаранпах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна [Еммор ывӑлӗ] чыссӑрлани ҫинчен илтнӗ, анчах ывӑлӗсем выльӑх кӗтӗвӗпе пӗрле хирте пулнӑран вӗсем таврӑниччен нимӗн те шарламан.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ, 4. вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5. манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана улисем сана парне пулӗҫ тесессӗн, пур выльӑх та ула пӑранлама пуҫларӗ.А когда он сказал: пестрые будут тебе в награду, то скот весь и родил пестрых.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла имшер выльӑх — Лавана, тӗрекли Иакова пулнӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Имшер выльӑх йӑхнӑ чухне вӑл хулӑ хуман.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн пек выльӑх мана парас парне пулӗ, [вӑл манӑн пулӗ].
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варринче пусӑ, унта ун тавра виҫӗ кӗтӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳсене ҫав пусӑран шӑварнӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӑна татах каланӑ: пирӗн улӑм та, выльӑх апачӗ те нумай; ҫӗр каҫма та вырӑн пур, тенӗ.25. И еще сказала ему: у нас много соломы и корму, и есть место для ночлега.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вак выльӑх кӗтӗвӗнчен илнӗ ҫичӗ путекне Авраам уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ.28. И поставил Авраам семь агниц из стада мелкого скота особо.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳрекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе 15. Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ; 16. Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анатолий Сергеевич институт хуҫалӑхӗнче выльӑх ферми, склад, теплица, коттеджсем, котельнӑй, ытти объект тутарнӑ.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫурхи шыв выльӑх масарӗсем витӗр юхни уйрӑмах хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
- Тӗрлӗ пулӑшу, субсиди илсех тӑнӑ: сухаласа акса хӑварнӑ ҫӗршӗн, ӑратлӑ выльӑх ӗрчетнӗшӗн, сӗт туса илсе сутнӑшӑн, ӳсен-тӑран отрасльне аталантарнӑшӑн тата ытти те.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Выльӑх пӑхаҫҫӗ, ачисене ҫитӗнтереҫҫӗ...
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Чӑваш ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, ҫапах тепӗр чухне выльӑх пӑхни, пахча ҫимӗҫ акса ӳстерни ывӑнтарать-тӗр.
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ эпир, — сӳтӗлчӗ калаҫу ҫӑмхи.
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Выльӑх хӑҫан пӗтӗленнине, вӑл хӑш вӑхӑтра пӑруламаллине ҫырсах тӑмалла.
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №