Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Эпӗ курах кайрӑм: акӑ ҫурҫӗр енчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсе килет, капмар пӗлӗт тата явӑнса ҫунакан вут-ҫулӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑртатса тӑрать, 5. ҫакӑн варринчен вут варринче ҫулӑм ҫути евӗрлӗскер ялкӑшать; унӑн варринчен чӗрчун евӗрлӗскерсем тӑваттӑ курӑнаҫҫӗ; вӗсем акӑ мӗнлеччӗ: сӑн-сӑпачӗ вӗсен этемӗнни пек; 6. кашнийӗ тӑватшар питлӗ, кашнийӗ тӑватшар ҫунатлӑ; 7. урисем вӗсен — тӳрӗ туналлӑ, ури лаппийӗ — пӑру урин лаппийӗ евӗрлӗ, вӗсем йӗс пек ҫиҫеҫҫӗ (ҫуначӗсем ҫӑмӑл вӗсен).
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫиллине кӑтартрӗ, Хӑй ҫиллин хаярлӑхне ҫитерчӗ те Сиона вут хыптарчӗ, ҫав вут-ҫулӑм унӑн никӗсне тӗп турӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ҫӳлтен манӑн шӑммӑм-шаккӑма вут ячӗ те халӗ ӑна ҫунтарса тӑрать; серепе карса урана тӑллантарчӗ, ҫавӑрса ӳкерчӗ мана, мана кӗлмӗҫе тӑратса хӑварчӗ, кашни кун асапланмалла турӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн ҫывӑх ҫынни — пырса ҫитнӗ, 13. вӑл Турӑ Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур пысӑк ҫурта та вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Мӑнаҫлӑскер такӑнӗ те ӳкӗ, ӑна никам та ҫӗклесе тӑратмӗ; унӑн хулисенче вут кӑларӑп та, вӑл пӗтӗм тавралӑха ҫунтарса ярӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Дамаск хӳмине вут хыптарӑп та вӑл Венадад керменӗсене ҫунтарса ярӗ.27. И зажгу огонь в стенах Дамаска, и истребит чертоги Венадада.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Чупакансем халтан кайса Есевон хӳми сулхӑнӗнче чарӑнса тӑчӗҫ; анчах Есевонран вут, Сигон хушшинчен ҫулӑм тухрӗ, вӑл Моавӑн тӑнлавне, пӑлхавлӑ ҫынсенӗн лӗпкине ҫунтарса ярӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара ҫапла шухӑшларӑм: «текех Ун ҫинчен аса илтермӗп, текех Унӑн ячӗпе калаҫмӑп»; анчах чӗремре вут тӗлкӗшет пек, шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм — тытса чараймарӑм.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ вара аслати шавӗпе пӗрле Вӑл ун тавра вут хыптарса ячӗ те, унӑн турачӗсем ҫунса кайрӗҫ.А ныне, при шуме сильного смятения, Он воспламенил огонь вокруг нее, и сокрушились ветви ее.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳпен ама турри валли икерчӗ пӗҫермешкӗн ачисем вут-шанкӑ пуҫтараҫҫӗ, ашшӗсем вут чӗртеҫҫӗ, хӗрарӑмӗсем чуста ҫӑраҫҫӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ эсир, вут хыптаракансем, тивертсе ямалли ҫӗмрен тытнисем, эсир пурте хӑвӑр тивертнӗ вут-ҫулӑма, хӗртнӗ ҫӗмренӗрсем кӑларнӑ вут-ҫулӑма кӗрсе каятӑр.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫыншӑн ку — вут-шанкӑ, унӑн пӗр пайӗпе вӑл, ӑшӑ пултӑрччӗ тесе, хутма усӑ курать, вут чӗртет, ҫӑкӑр пӗҫерет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑншӑн самӑррисем ҫине нишлӗх ярӗ, унӑн чаплӑ ҫыннисем хушшинче, вут ҫулӑмӗ пек, ҫулӑм тивертсе ярӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ ӗҫӗсене эпир вут хӗлхемне курнӑ пек ҫеҫ куратпӑр, ҫавах вӗсем пире епле ӑмсантараҫҫӗ!23. Как вожделенны все дела Его, хотя мы можем видеть их как только искры!
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Намӑса пӗлмен ҫын чӗлхипе ҫӑвӑнса кӗленет, анчах ӑшӗнче унӑн вут ҫунать.32. В устах бесстыдного сладким покажется прошение милостыни, но в утробе его огонь возгорится.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Этеме пурӑнан пурӑнӑҫра чи кирли — шыв, вут, тимӗр, тӑвар, тулӑ ҫӑнӑхӗ, пыл, сӗт, иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗ, ҫу тата кӗпе-тумтир: 33. таса пурӑнакансемшӗн ҫак япаласем пурте усӑллӑ, ҫылӑхлӑ ҫынна вара ҫавӑ сиен кӳме пултарать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вут хӗлхемӗнчен кӑвар амаланать, ҫылӑхлӑ ҫын кавар тунипе юн тӑкӑнать.32. От искры огня умножаются угли, и человек грешный строит козни на кровь.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсен эшкерне вут хыпса илнӗ, усал ҫынсене ҫулӑм пӗтернӗ.18. И возгорелся огонь в скопище их, пламень попалил нечестивых.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл вӗсен ашшӗсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнче, Цоан хирӗнче, кӗтретсем пултарнӑ: 13. тинӗсе икӗ енне уйӑрса, вӗсене ун урлӑ каҫарнӑ, шыва хӳме пек тӑратнӑ; 14. вӗсене кӑнтӑрла пӗлӗт хыҫҫӑн, ҫӗрле ҫӗрӗпе вут ҫути хыҫҫӑн ертсе пынӑ; 15. пушхирте чула ҫапса шыв кӑларнӑ, вӗсене тӗпсӗр юханшывран ӗҫтернӗ пек ӗҫтернӗ; 16. чул туран юхӑмсем кӑларнӑ, шыв ҫырма пек юхса аннӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.