Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫӳлхуҫа сасси вут ҫулӑмӗ ҫапса кӑларать.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ӳсӗрсессӗн ҫиҫӗм ялтлатса илет; унӑн куҫӗсем — шурӑмпуҫ куҫӗсем; 11. ҫӑварӗнчен ҫулӑм чӗлхи тапса тухать, вут хӗлхемӗ сирпӗнет; 12. вӗресе ларакан чӳлмекрен е хурантан пӑс тухнӑ евӗр, унӑн сӑмси шӑтӑкӗнчен тӗтӗм палкать.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Кайран вӑл Дамаск айлӑмне аннӑ, ун чухне шӑпах тулӑ вырнӑ вӑхӑт пулнӑ, вӑл тырпул уйӗсене вут тивертсе ҫунтарса янӑ, сурӑх кӗтӗвӗсемпе вӑкӑр кӗтӗвӗсене пӗтернӗ, хулисене ҫаратнӑ, хирӗсене пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ, пӗтӗм яша хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмисене аркатнӑ, ун пашнисене вут тивертсе ҫунтарнӑ, 56. хулан чаплӑ илемӗнчен ӗнтӗ нимӗн те юлман; хӗҫ тӗлне лекменнисене Вавилона илсе кайнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
тенӗ пулин те, — ҫакӑн пек хӑрушла ирсӗр ӗҫ хыҫҫӑн та, — 19. Эсӗ тем тӗрлӗ хӗрхенекен кӑмӑлупа вӗсене пушхирте пӑрахса хӑварман; вӗсене ҫулпа ертсе пымашкӑн кӑнтӑрла вӗсенчен пӗлӗт юпа уйрӑлман, вӗсен каяс ҫулне ҫутатса пымашкӑн ҫӗрле вӗсенчен вут юпа ҫухалман.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен каяс ҫулне кӑтартса, Эсӗ кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Илия ӗнтӗ Ваал пророкӗсене каланӑ: эсир нумаййӑн, ҫавӑнпа пӗр пӑрӑвне суйласа илӗр те малтан эсир хатӗрлӗр; турра кӗлтӑвӑр, анчах вут ан тивертӗр, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Замврий, хулана туртса илнине курсассӑн, патша керменӗн шалти пӳлӗмне кӗнӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫурта вут тивертнӗ, пушарта хӑй те пӗтнӗ, 19. хӑй ҫылӑхӗсемшӗн, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхлӑ Иеровоам ҫулӗпе кайнӑшӑн, ҫапла Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн вилнӗ те вӑл.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иоав вара Авессалом патне ҫитнӗ те каланӑ: мӗншӗн санӑн тарҫусем манӑн ана лаптӑкне вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ? тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иоав тарҫисем вара, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Иоав патне пынӑ та: Авессалом тарҫисем сан ануна вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ, тенӗ.]
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом тарҫисем ҫак лаптӑка вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӑйӗн тарҫисене [Авессалом] ҫапла каланӑ: куратӑр-и, ман анапа юнашар Иоавӑн ана лаптӑкӗ пур, унта вӑл урпа акнӑ; кайӑр та вут тӗртӗр, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, ун аллине ҫыхнӑ пӑяв, вут ӗнтнӗ йӗтӗн сӳсӗ пек пулса, ҫӗре татӑлса ӳкнӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Авимелех пашне патне ҫитсе ӑна хупӑрласа илнӗ, вут тивертес шутпа ун алӑкӗ патне пынӑ.52. Авимелех пришел к башне и окружил ее и подошел к дверям башни, чтобы сжечь ее огнем.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вара пӗтӗм халӑх, кашнийӗ, турат касса, ӑна Авимелех хыҫҫӑн йӑтса кайса, пашне ҫумне ҫитерсе пӑрахнӑ, унтан вут тивертнӗ, ҫапла пашнене ҫунтарса янӑ, Сихем пашнинче пулнисем — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пине яхӑн ҫын — ҫакӑнта пӗтнӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аллинчи туйине ҫӗкленӗ те ун вӗҫӗпе ашпа ҫӑкӑра тӗкӗннӗ; чулран вут тухнӑ та ашпа ҫӑкӑра ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вара куҫран ҫухалнӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ Иуда ывӑлӗсем Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна туртса илнӗ те, ҫыннисене хӗҫпе касса тухса, хулине вут тивертсе янӑ.8. И воевали сыны Иудины против Иерусалима и взяли его, и поразили его мечом и город предали огню.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иисус аллине тӑссанах, пытанса тӑнӑ ҫар вырӑнтан тапранса хуланалла вӑйкӑннӑ, хулана вирхӗнсе кӗнӗ, ярса илсессӗнех ӑна вут тивертсе янӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай ҫине кайма хатӗрленсе тӑнӑ, Иисус чи харсӑррисене вӑтӑр пин ҫын суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗрле кӑларса янӑ, 4. вӗсене акӑ ҫапла хушса янӑ: астӑвӑр, эсир хула хыҫне пытанса ларӑр; хуларан инҫе ан кайӑр, пурсӑр та хатӗр тӑрӑр, тенӗ; 5. эпӗ пӗтӗм халӑхпа пӗрле хула патне пырӑп; [Гай ҫыннисем] унчченхи пекех пире хирӗҫ тухсассӑн, эпир вӗсенчен тарма пуҫлӑпӑр; 6. вӗсем пирӗн хыҫҫӑн хӑвалӗҫ, ҫапла майпа эпир вӗсене хуларан аяккалла илӗртсе кайӑпӑр; вӗсем: «кусем, унчченхи пекех, пирӗнтен тараҫҫӗ-ха» тесе шухӑшлӗҫ; 7. эсир вара пытаннӑ ҫӗртен тухӑр та хулана ярса илӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр ӑна сирӗн аллӑра парать; 8. хулана туртса илсессӗн, ӑна вут тивертсе ярӑр, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тӑвӑр; астӑвӑр, сире ҫапла хушатӑп, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.