Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ ҫыру ҫинчен аса илчӗ те вӑл, ҫырӑвӗ унӑннах иккенне туйса, темӗн пулнӑ пек хыпӑнса ӳкрӗ, ӑна вулама васкарӗ Чӑнах та вӑл ҫырнӑ иккен.Тут она вспомнила о письме и жадно бросилась его читать, предчувствуя, что оно было от него.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Исправник кӗсьерен чылаях вараланса пӗтнӗ хута туртса кӑларчӗ те, ӑна саркаласа, мӑнаҫлӑ сасӑпа юрланӑ пек вулама тытӑнчӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна сасӑпа вулама тытӑнчӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӑйӗн салху шухӑшӗсене вулама хӗре йывӑр пулассине те пӗлнӗ.Но Алексей знал также, что девушке тяжело читать его грустные откровенности.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та Маша, тӗрлӗ кӗнекесене пӑхкаласа тухнӑ хыҫҫӑн, паллах, романсем вулама тытӑннӑ.И Маша, естественным образом, перерыв сочинения всякого рода, остановилась на романах.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Секретарь суд определенине вулама тытӑнать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хурав парас вырӑнне ӑна виҫӗ кӗтессӗн хутланӑ ҫыру тыттараҫҫӗ; Кирила Петрович хӑй писарьне ҫырӑва сасӑпа вулама хушать те ҫак сӑмахсене илтет: Ырӑ кӑмӑллӑ государь!
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан каллех вулама тытӑннӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вуласса та вӑл темле хӑйне майлӑ, активлӑ вулама пӗлнӗ: сасартӑк, хӑйне кӑмӑла кайнӑ вырӑна шӑппӑн темиҫе хутчен вуласа, «тӗрес», тесе мӑкӑртатнӑ, сӑмахсене паллӑ тунӑ, унтан тата тӑруках хаярланса кӑшкӑрса илнӗ: «Суять, йытӑ, вӑл фронтра пулман тесе хам пуҫӑма сӑра бутылкине хирӗҫ лартатӑп! Вот, мерзавец! Ҫырать тата хӑй», тесе вӑрҫнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл вӗсене сестраран вӑштах туртса илсе часрах Совет Информбюровӗн сводкине сасӑпа вуласа панӑ, унтан вара фронтран янӑ корреспонденцисене тӗплӗн, пӗрин хыҫҫӑн теприне вулама тытӑннӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӑй те пыра тем капланнине туйрӗ, унӑн ҫак самантрах гимнастёрка кӗсйинче выртакан ҫырусене кӑларса пӑхас килчӗ, вулама мар — ҫав тахҫанах пӑхмасӑр калама вӗреннӗ йӗркесем ҫине пӑхса кӑна илес килчӗ тата ҫаран ҫинче ларакан ҫинҫе пилӗклӗ хӗр ҫине те пӑхасси килчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсене пӑхса тӑнӑ май ҫапла та ӗмӗтленнӗ пуль: ҫак яштака хырсене касса вулав ҫурчӗ тӑвасчӗ, вара, ӗҫрен пушӑ чух, кӗркуннехи каҫсене кунта килсе лӑпкӑ пӳлӗмсенче ларма, ҫӗнӗ хаҫат вулама та аван пулӗччӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ ӗнтӗ унӑн ывӑлӗ ҫырма тата вулама пӗлнӗ пулӗччӗ, унӑн матрос картусӗ ӑна юраман пулӗччӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Вулама манса каясран», тет.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вулама хӑнӑхнӑ та – унсӑр пурӑнаймастӑп, район хаҫатне Шупашкартан куҫса килнӗренпех, вунӑ ҫул ытла, ҫырӑнса илетӗп, – терӗ почта уйрӑмне квитанцисем тӳлеме килнӗ Ираида Михайловна Леонтьева.
Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Тепӗр чухне вулама.
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html
— Ялта пурӑнакансем хаҫат-журнал вулама пӑрахрӗҫ.
Маттур ӗҫлекенсене – парне // Каҫал Ен. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/
Вӑрӑ-хурах таврашӗ вӑл — ҫӗр ҫинче чи ҫепӗҫ халӑх, ун ҫинчен эсӗ кашни кӗнекерех вулама пултаратӑн.Вежливее разбойников вообще никого на свете нет, это ты в любой книжке прочтешь.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кашни хӗрех черетпеле платформа хӗрринех туха-туха тӑчӗ, кӑххӑм-кӑххӑм тесе ӳсӗркелесе илчӗ, хитре хӑюпа ҫыхса лартнӑ хута куҫӗ патне илсе пычӗ те вулама пуҫларӗ, лайӑхрах сасӑ кӑларма тӑрӑшса, тата чарӑну паллисене асӑрхаса, тӑрӑшса вуларӗ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пур хӑмисем ҫине те ӗлӗк: «Ҫак ҫынна ӗмӗр асӑнатпӑр», — тесе ҫырнӑ пулнӑ, анчах нумайӑшӗ ҫинче саспаллисем ҫухалса петнӗ, ҫавӑнпа ҫутӑ чухне те вӗсене вулама май килмен.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.