Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вулакана (тĕпĕ: вулакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шевле старик примерӗ вулакана хавхалантарать.

Пример старика Шевле вдохновляет читателя.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ун ҫумне регионсенчи 27 пин вулакана хушсан, хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчере чӑвашла (пӗлекенсен шучӗ 1 миллион ҫынна яхӑн пулсан) тӑтӑшах вулакансен шучӗ 300 пине яхӑн ҫеҫ пухӑнать.

Если к этому прибавить 27 тысяч читателей в регионах, в настоящее время во всём мире количество постоянно читающих на чувашском (при этом количество знающих примерно 1 миллион человек) набирается только около 300 тысяч.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

А. Волков вулакана тӗп геройпа паллаштарнӑ чух ун ҫав тери хӑйне майлӑ шалти тӗнчине, ӗмӗчӗ-тӗллевӗсене, хӑй таврашӗнчи ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине тата хӑйне хӑй мӗнле хакланине, археологсем чавса кӑларнӑ пӗр-пӗр динозавр шӑммисен кӗлеткине тӗпченӗ пек, ҫав тери туллин те пуҫтарӑнуллӑн, кун пек феномен хӑҫан та пулсан Чӑвашра тепре ҫуралӗ-и-ха тенӗн сӑнать, ҫӑра сӑрсемпе пусӑм туса ӳкерет.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ мелпе усӑ курса калавҫӑ Ястребовӑн наука ӗҫӗнчи вырӑнӗпе «йывӑрӑшне» те лайӑх туйса илме май парать вулакана.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

— Хушма ят пирки вулакана тепре аса илтерер-ха...

— Напомните, пожалуйста, читателем об истории вашего псевдонима...

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӑл сӑввисемпе калавӗсенче вулакана колхозлӑ ял ӗҫченӗсем патне — Шуршӑла, Раккассине, нумай-нумай колхоза илсе ҫӳретрӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Апла пулин те хальлӗхе «Хыпар», «Хресчен сасси», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» /пурте «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ/ хаҫатсенче тӑрӑшакан калем ӑстисемшӗн тӗпре ял валли специалистсем хатӗрлекен аслӑ шкулӑн паянхи йывӑрлӑхӗ-ҫитӗнӗвӗ ҫинчен вулакана уҫӑмлатса парасси пулчӗ.

Помоги переводом

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вулакана сирӗн ҫемье, чун киленӗҫӗ ҫинчен пӗлме те кӑсӑклӑ пулӗ.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паян вулакана ҫамрӑк ӑрӑва пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшакансенчен пӗринпе, Чӑрӑшкасси шкулӗнче нумай ҫул вӗрентекенре тимленӗ Любовь Степановӑпа паллаштарасшӑн.

Помоги переводом

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вулакана сирӗн ҫемйӗр пирки каласа хӑварни те кӑсӑклӑ пулӗ.

Помоги переводом

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Лидер чтения» номинацире чи нумай вулакана виҫӗ ӳсӗмпе (14, 15-22, 22 ҫултан аслӑраххи) чыслаҫҫӗ.

В номинации «Лидер чтения» наградят самых многочитающих в трех возрастных группах (14, 15-22 и старше 22 лет).

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней