Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вулакан сăмах пирĕн базăра пур.
вулакан (тĕпĕ: вулакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та ку умсӑмахра «Элкей таврашӗ» романӑн чи паллӑрах уйрӑмлӑхӗсемпе енӗсем ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑрасшӑн, произведение пӗтӗмӗшле илсе хак пама халӗ тата иртерех те, авторӗ ӑна вӗҫлесе те ҫитермен; ҫырнӑҫемӗн, пӗрремӗш кӗнекисене вулакан мӗнле кӗтсе илнине кура, вӑл унта улшӑнусемпе тӳрлетӳсем те кӗртме пултарать.

Помоги переводом

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Центрти хаҫатпа самаях сумлӑ журнал, хайсен йӑнӑшне йышӑнса, суя хыпара лайӑххӑн тӗрӗслемесӗр вулакан умне кӑларнӑшӑн Чернобыль геройӗсен Аллейинчи Хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ Садуров Аверкий Федорович художникрен вырӑнти художниксен союзне официаллӑ хут ҫырсах каҫару ыйтрӗҫ-ха ӗнтӗ.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Вулакан пачӑшкӑ», — ҫийӗнчех картрӗ хай ӑшӗнче хӗрарӑм.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вара хӑйӗн инкекӗшӗн — вулакан курать ак — чӑнах та ҫакна шухӑшласа тупрӗ.

И на свою беду, как увидит читатель, он действительно придумал его.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Лару-тӑру хӑйне майлӑ сиксе тухнӑран, синкере уҫса пама ҫӑмӑлрах пултӑр тесе кӗске сӑнлавпа паллаштарнӑшӑн вулакан вӗчӗрхенместех ахӑр.

Читатель не посетует, если мы набросаем ряд кратких характеристик, могущих послужить ключом к драме, вызванной обстоятельствами.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хаҫат вулакан хупахҫӑ, ҫынсем хӑй патне ҫапла ир-ирех килсе тулнӑран шутсӑр тӗлӗнсе, вуласа ҫитнӗ тӗле пӳрнипе пусрӗ те куҫлӑх ҫийӗн пӑхрӗ, ҫурӑмне ирӗклӗ аллипе кӑштӑртаттарса хыҫрӗ, сиксе тӑчӗ, пысӑк шӑнкӑравне силлеме пуҫларӗ.

Хозяин, смотря поверх очков и прижимая пальцем то место газеты, на котором застигло его такое изумительное в ранний час нашествие посетителей, почесал свободной рукой спину, воспрянул и потряс огромным звонком.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

— Ӗнер… — романри тӗп геройсенчен пӗрин халал хутне кӗнекерен вулакан сасӑпа пуҫларӗ Генникер, — ӗнер Эли Стар пирӗн пата килчӗ.

— Вчера, — сказал он таким голосом, как будто читал по книге завещание одного из персонажей романа, — вчера Эли Стар пришел к нам.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Кунта ҫырса кӑтартни пӗтӗмпех — тӗп-тӗрӗс, юлашкинчен вара эпир Энхеридионӑн вырсарни кунсерен вулакан вӑрттӑн ҫичӗ кӗллинчен пӗрне илсе кӑтартма пултаратпӑр:

Все, описанное здесь, — истинно, и в заключение можем мы привести одну из семи тайных молитв Энхеридиона, читаемую по воскресеньям:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Пуҫне ҫӗклесен вӑл йӑпануллӑ ҫыру вулакан ҫамрӑк хӗрарӑма сӑнлакан ӳкерчӗке курчӗ.

Подняв голову, он увидел картину, изображающую молодую женщину за чтением забавного письма.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Малаллахи сӑмахӑмран вулакан ҫакна та пӗлет: пӗремӗк чӑннипех те пархатарсӑр ҫынна лекнӗ иккен; Фергюсонӑн ырӑ ятне вара кӗтмен ҫӗртен пӗр хӗр, ку таранччен хӑйне пачах нимӗнпе те кӑтартманскер, хӳтӗлесе хӑварать.

Из дальнейшего читатель убедится, что пряник был дан неблагодарному существу и что репутация Фергюсона нашла неожиданную защиту в лице девушки, до тех пор не обнаруживавшей себя ровно ничем.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Анчах Эсборн вӑл шӑпах хӑйӗн ҫинчен вулакан ҫынах-ши тесе иккӗленме те хатӗрччӗ.

но, читая, готов был усумниться, что Эсборн — это и есть он, читающий о себе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Вулакан та — урӑх.

И читатель — другой.

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Урӑх самана, урӑх вулакан, урӑх чун урӑхларах литература ыйтать пек…

Другая эпоха, другой читатель, другая душа вроде как требует другую литературу…

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

— А.Грин ҫырнисем унчченхи ӑрушӑн вулама, тен, интереслӗ пулнӑ-тӑр, халӗ — урӑх самана, урӑх вулакан, урӑх чун.

— Сочинения А.Грина для предыдущего поколения, может быть, были интересны, сейчас же — другая эпоха, другой читатель, другая душа.

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

— Ну, вӑт… — терӗ Фью (унӑн тулли ятне чӗлхе хуҫӑласран хӑрамасӑр каламашкӑн вулакан хӑтланса пӑхтӑр-ха), — яланах кӑмӑлсӑрлӑх… чупкалу… нихӑҫан та, мистральпе тупа тӑватӑп, ну, тата аквилонпа, нихӑҫан та шӑп мар, лӑпкӑ мар…

— Ну, вот… — сказал Фью (пусть читатель попробует величать его полным именем без опасности для языка), — всегда неудовольствие… беготня… и никогда… клянусь мистралем, ну, и аквилоном… никогда, чтоб тихо, спокойно…

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Халӗ эсир вулакан ҫак кӗнеке Александр Грин ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнине чаплӑ ҫыравҫа чӑваш халӑхӗ те сумланин тепӗр палӑрӑмӗ-тӗслӗхӗ теме хӑюлӑх ҫитересшӗн.

Теперь можно смело сказать, что эта книга, вышедшая к 130-летию со дня рождения Александра Грина, является еще одним проявлением уважения чувашского народа к замечательному писателю.

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Чӳрече витӗр вӑл сӗтел хушшинче ларса кӗнеке вулакан хаваслӑ, таса тухтӑра курчӗ.

В окно он увидел веселого, покладистого доктора, который сидел за столом и читал книгу.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Хаҫат вулакан упӑшкине пуҫӗнчен ачашларӗ.

Погладила по голове мужа, читающего газету.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫырӑва шухӑша кайса вулакан Зиновьев Ленин кӑвак тетрадь пирки калаҫнине илтсен, тӗлӗнсех кайрӗ.

Зиновьев, углубленный в чтение, немало удивился, когда услышал просьбу Ленина насчет синей тетради.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл ҫирӗппӗн утса килнӗ сасӑ инҫетрен илтӗнсе тӑнӑн туйӑнмасть-и сире, вулакан?

Вам не кажется ли, читатель, что вы слышите отдаленное эхо его поступи?

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней