Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗшне (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та эпӗ вӗсене пӗлетӗп вӗт-ха, сахалтан та виҫҫӗшне пӗлетӗп, вӗсем гестапора службӑра тӑма ниепле те пултараймаҫҫӗ…

Но ведь я знаю из них по крайней мере трех, не может быть, чтобы они служили в гестапо…

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Салтаксене виҫҫӗшне те ҫӗр айӗнчен тухакан юрӑ сасси илтӗннӗн туйӑнчӗ.

Всем троим показалось, что они слышат выходящее из земли пение.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫакӑ республикӑри ача ҫурчӗсен шутне чакарма май пачӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне хупрӗҫ.

Это дало возможность сократить численность детских домов в республике, три из них закрыли.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Калатӑп сире: ҫук, Эпӗ уйӑрма килнӗ; 52. паянтан вара пӗр ҫуртри пилӗк ҫын уйӑрӑлса, виҫҫӗшӗ — иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ: 53. ашшӗ — ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ; амӑшӗ — хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ; хунямӑшӗ — кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ, тенӗ.

Нет, говорю вам, но разделение; 52. ибо отныне пятеро в одном доме станут разделяться, трое против двух, и двое против трех: 53. отец будет против сына, и сын против отца; мать против дочери, и дочь против матери; свекровь против невестки своей, и невестка против свекрови своей.

Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Пӗр уйӑхра кӗтӳҫӗсенчен виҫҫӗшне пӗтерсе пӑрахӑп; вӗсен чунӗ Манран писнӗ пекех, Манӑн чунӑм та вӗсенчен писӗ.

8. И истреблю трех из пастырей в один месяц; и отвратится душа Моя от них, как и их душа отвращается от Меня.

Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Виҫҫӗшне пула ҫӗр чӗтрет, вӑл тӑваттӑмӗшне те чӑтаймасть: 22. патшана ларнӑ чурана; тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиекен ухмаха; 23. качча тухнӑ намӑссӑр хӗрарӑма, хуҫа арӑмӗн вырӑнне йышӑнакан хӑрхӑма.

21. От трех трясется земля, четырех она не может носить: 22. раба, когда он делается царем; глупого, когда он досыта ест хлеб; 23. позорную женщину, когда она выходит замуж, и служанку, когда она занимает место госпожи своей.

Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах РФ Патшалӑх Думи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗлтернӗ амнистипе килӗшӳллӗн виҫҫӗшне те яваплӑхран хӑтарнӑ, судпа айӑпланине пӑрахӑҫланӑ.

Помоги переводом

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Виҫҫӗшне те условнӑй майпа ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ.

Помоги переводом

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

2015 ҫулта виҫҫӗшне 10960 пин тенкӗлӗх юсанӑ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней