Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗмӗшне (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ виҫҫӗмӗшне Алексее лартрӑмӑр, тейӗпӗр.

Предположим, третьим мы назначили Алешу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пирвайхи юрра пӗтерсен, тахӑшӗ иккӗмӗш юрӑ пуҫларӗ, унтан — виҫҫӗмӗшне.

Когда спели первую песню, кто-то начал вторую, третью.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Виҫҫӗмӗшне санран илет пулӗ тесе шутларӑм.

Я думал, третью он возьмет у тебя.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗрне справка, теприне — вӗренӳре пулӑшу кирлӗ, виҫҫӗмӗшне ҫыру ҫырса памалла, хӑшне картта тӑрӑх ывӑлӗ е пиччӗшӗ ӑҫти ют ҫӗршывра утнине кӑтартмалла.

Одному нужна справка, другому — помощь в учебе, тому письмо написать, тому — по карте показать, где шагает по чужим землям сын или брат.

Юмаxсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӗрне ҫитер, теприне хушса пар, виҫҫӗмӗшне шӑлса яр.

Одного покорми, другому подлей, третьего вытри.

Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Эпӗ укҫана виҫӗ пая уйӑратӑп: пӗр пайӗпе парӑмсене тӳлетӗп, иккӗмӗшне кивҫен паратӑп, виҫҫӗмӗшне шыва пӑрахатӑп, — тенӗ ҫынни.

— А я деньги на три части кладу: во-первых — долг плачу, в-других — в долг даю, в-третьих — в воду мечу.

Петр патшапа пӗр ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗсем пурҫӑн хурчӗн малтанхи ӑйхине арӑслан ӑйхи теҫҫӗ; иккӗмӗшне — караппӑл ӑйхи, виҫҫӗмӗшне — кимӗ ӑйхи, тӑваттӑмӗшне — карташ ӑйхи, пиллӗкмӗшне каска ӑйхи теҫҫӗ.

И первый сон червя называется сном льва, второй — сном коршуна, третий — сном лодки, четвертый — сном двора, и пятый — сном колоды.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗрремӗшӗ — тӗлӗнсе кайни, иккӗмӗшӗ — Луиза умӗнче пуҫ тайни, виҫҫӗмӗшне вара сӑмахпа каласа пама та май килмен…

Первое из них — изумление, второе — преклонение, третье едва ли поддавалось определению…

XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Маняша вӗсене ката-ката пӗрне Ольӑна, теприне Володьӑна, виҫҫӗмӗшне Митьӑна, тӑваттӑмӗшне вара ҫурмалла хуҫать:

Маняша отламывает и протягивает одну Оле, другую — Володе, третью — Мите, а четвертую разламывает пополам:

Ҫип вӗҫӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Виҫҫӗмӗшне, чи усаллине вӗлертӗм эпӗ.

— Третьего, матерого, я убил!

Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Пӗри сӳтӗлсе пӗтсен матроссем линь вӗҫне иккӗмӗшне, виҫҫӗмӗшне тата ыттисене сыпаҫҫӗ.

Когда одна бухта размотается, матросы подвязывают к концу линя вторую, третью и так далее.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чӗнсен килет те-ха, анчах вӑл та пӗрре пӗҫерсе парӗ, иккӗ пӗҫерсе парӗ, виҫҫӗмӗшне — чӗнме те лайӑх мар.

Она, конечно, не откажет, сготовит раз, другой, а на третий уж самому неудобно станет.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун хыҫҫӑн пӗр хӗрарӑма, иккӗмӗшне, виҫҫӗмӗшне кӑларчӗҫ, анчах вӗсем хушшинче ракетчица пулман.

Вслед за ним подняли женщину, за ней другую, третью, но ракетчицы между ними не было.

22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Вӗсенчен иккӗшне — нимӗҫ-старикпе унӑн ывӑлне вӑл палланӑ, анчах виҫҫӗмӗшне, хӑрах алӑллине пӗрремӗш хут курнӑ.

Двоих она знала — старика-немца с сыном, а третьего, однорукого, видела первый раз.

20. Шпиона тытни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Томылин теприне, виҫҫӗмӗшне чӗнсе кӑларчӗ, Тёма ҫинчен мансах кайрӗ темелле.

Томылин вызвал другого, третьего и, казалось, забыл о Тёме.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Микинь симӗс тутӑра ҫӗклет те ҫавӑнтах пӗр кӑмпа тупать, унтан акӑ иккӗмӗшне, виҫҫӗмӗшне… тупать.

Микинь поднимает край мохнатого платка — и сразу находит один гриб, и второй, и третий…

Хыр вӑрманӗнче // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 21–22 с.

Хӑшӗ тӑваттӑмӗш класа, хӑшӗ виҫҫӗмӗшне, хӑшӗ иккӗмӗшне, хӑшӗ тата пӗрремӗш хут кӑна шкула вӗренме каять.

Кто идёт в четвёртый класс, кто в третий, кто во второй, а кто и вовсе только в первый раз учиться идёт.

Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Килеҫҫӗ те килеҫҫӗ, яланах пӗрре — пар та пар: пӗрне — дача, тепӗрне — кӗрмен, виҫҫӗмӗшне — тата темӗн…

Едут и едут, одно — давай и давай: тому дачу, тому дворец, тому — не знай что…

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Марья пуҫ тайрӗ те, вӑл асӑрхиччен ӑна икӗ пӳрне хушшинчен виҫҫӗмӗшне кӑтартса, амӑшӗ ҫине ҫаврӑнса: — Ме сана, ҫыртса пӑх! — терӗ пӑшӑлтатса.

Она кланялась и, незаметно показывая ему кукиш, шептала матери: — На-ко, выкуси!

I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Виҫҫӗмӗшне яратпӑр.

— Пришлем третьего.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней