Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. Малтанхи ҫимӗҫ кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ парни кӳмелли кун, эрнесен уявӗнче, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 27. Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, 28. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ парӑр: кашни пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 29. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 30. тата [ҫылӑх каҫарттарма,] хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки парӑр; 31. [Мана ҫакна] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса парӑр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр, тенӗ.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрремӗш кунӗнче [сирӗн] сӑваплӑ пуху [пултӑр]; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 19. Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр; 20. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ парӑр: кашни пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ пултӑр, 21. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 22. тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки парӑр; 23. ӑна яланхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли ирхинехи парне ҫумне хушса памалла.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе пусса кӳрекен парне, е тата Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни пама ҫамрӑк вӑкӑр кӳретӗн пулсассӑн, 9. вӑкӑрпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пымалла, ӑна ҫур гин йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса памалла; 10. ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, парне ҫине юхтарса памашкӑн ҫур гин эрех илсе пыр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑвакан ӗни те виҫҫӗ, пӑрушӗсем, тихасем пур вӗсен.
Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Залра халӑх пин ҫынна яхӑн, анчах унта ҫавӑн чухлӗ тата виҫҫӗ те ирӗккӗнех шӑнӑҫма пултарать.В зале около тысячи человек народа, но в ней могло бы свободно быть втрое больше.
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Итлетӗн-и эсӗ?» тесе ыйтнӑ хыҫҫӑн упӑшки пӗр чарӑнмасӑр малалла каласа кӑтартать, — ҫапла, маншӑн питӗ кӑмӑллӑ улшӑнусем, тет те вӑл, чыллаях тӗплӗн каласа кӑтартма пуҫлать; ара кунтан виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне Вера пӗлет вӗт-ха, ҫук, пӗтӗмпех пӗлет, анчах та пурпӗрех: каласа кӑтарттӑр ӗнтӗ, епле ырӑ вӑл!
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Япӑх перетчӗ пӑшалӗ: боек пистонне тӳрех ватмасть, виҫҫӗ персе иккӗшӗ каймарӗҫ; виҫҫӗмӗш патрон кӑна кӗрӗслетрӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мересьев ку заметкӑна пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ вуласа тухрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950