Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хура орловски ӑйӑрсем ҫинче пыракан юланутҫӑсем вӗсене укӑлча тулашне ҫити ӑсатса ячӗҫ те каялла витесем патне ҫаврӑнса килчӗҫ.Верховые на вороных орловских рысаках проводили их немного и повернули к конюшням.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Куратӑр-и, ӗнесем валли епле витесем туса лартнӑ вӗсем!
6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Кив витесем ӗҫе юрӑхлине Хусантан килсе тӗрӗслемен.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Выльӑх-чӗрлӗх фермисемпе юнашарах ҫӗнӗ витесем хӑпартаҫҫӗ, киввисене сӳтеҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Казаксемсӗр юлнӑ килсенче тӑрӑсӑр сарайсемпе кивелсе кайнӑ хӑлтӑр-халтӑр витесем тӑлӑххӑн мӑкӑрӑлса лараҫҫӗ; арканса-юхӑнса пыракан пурнӑҫ вӗсем ҫине хайхи салху та илемсӗр йӗрӗсене хӑварнӑ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сӑрт айӗнче сурӑхсене хупма тунӑ ҫуллахи витесем ҫӗр шӑтӑкӗсем пек курӑннӑ, шыв хӗрринче е ҫӑлкуҫӗ юхса тухакан лапамсенче ҫатан авса анкартисем тунӑ…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ку витесем пирки чӑн-чӑн ҫапӑҫу пулса иртрӗ, — терӗ Сергей.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей хӗрсе кайсах хӑй ӗҫӗ ҫинчен калама пуҫларӗ: Нальчике кайма сӑлтав та ҫукки ҫинчен, ҫурт лартма шухӑшламанни ҫинчен, электростанци, ача ҫуратмалли ҫурт, тӗрлӗрен витесем, клуб, вулав ҫурчӗ лартма вунултӑ вагон йывӑҫ кирли ҫинчен ӑнлантарчӗ…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иван Атаманов ыйтнипе, выльӑх-чӗрлӗх фермисене кашнине уйрӑм хут ҫине ҫырса, мӗн-мӗн тумаллине, ҫулсерен выльӑх шутне мӗн чухлӗ ӳстермеллине, витесем тӑвассине, ӗҫлеме мӗн чухлӗ ҫын кирлине, мӗн чухлӗ материал хатӗрлемеллине палӑртса хучӗҫ…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Чӑнах, пӗчӗк ача пекех, сысна ҫурисем шывра ҫӑвӑнма юратаҫҫӗ, анчах пирӗн ваннӑсем ҫук, йӗркеллӗн сысна ӗрчетме витесем те ҫук», — терӗ вӑл.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах планӑн тӗп енӗ вӑл выльӑх хупмалли витесем тӑвасси.Но главное планирование должно пойти по линии нового строительства.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Витесем кирлӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Малтан ӗнесем валли витесем тумалла.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Завхоз витесем ҫинелле, урапа сарайӗпе машина сарайӗ ҫинелле кӑтартрӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Кунта Евсей мучи ӗҫлет, кунта витесем… вӗсене халӗ ҫеҫ туса пӗтерчӗҫ-ха.— Здесь дядя Евсей работает, а это скотный двор… его недавно отстроили.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хӑй тавра сырӑннӑ хӑнисемпе Тимошка тата йытӑ пӑхакансем хыҫҫӑн йытӑ витисем тӑрах уткаласа ҫӳрет, хӑш-пӗр витесем умӗнче чарӑнса тӑрать, е чирлӗ йыттисен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлет, е кӑтартусем парса вӑл-ку ҫинчен асӑрхаттарать, е тата палланӑ йытӑсене йӑхӑрса илсе, вӗсемпе ачашшӑн калаҫать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кусене хӑвӑрт туса пӑрахӑпӑр та страуссене хупмалли картапа витесем ӑсталӑпӑр.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Марье кӗреҫе илчӗ те витесем патнелле ҫул хывма пуҫларӗ.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
27. Езекиян пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те шутсӑр пысӑк пулнӑ; вӑл ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ чул, ырӑ шӑршӑлӑх, хулкан тата тӗрлӗрен савӑт-сапа упрамалли ҫурт тунӑ, 28. ҫӗр паракан ҫимӗҫе, тырра-пулла, эрехпе ҫу таврашне упрама кӗлетсем, выльӑх-чӗрлӗх усрама витесем, кӗтӳ тапӑрӗсем валли картасем тунӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑр каланӑ пек тусассӑн, кӑрал тытса Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вӑрҫа кайсассӑн, 21. эсир кашнийӗ Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче кӑрал тытса Иордан леш енне кайса Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑй умӗнче тӗппипе аркатиччен ҫапӑҫсассӑн, 22. ҫав ҫӗре Ҫӳлхуҫа умӗнче пӑхӑнтарсассӑн кайран кунта таврӑнӑр, ун чухне эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче те, Израиль умӗнче те айӑплӑ пулмӑр, ку ҫӗр вара Ҫӳлхуҫа умӗнче сирӗн еткерлӗх пулӗ; 23. ун пек тумасассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗретӗр, вара хӑвӑр ҫылӑхшӑн тӳсмелле пулӗ, сире хаса ҫитӗ; 24. ачӑрсем валли — хуласем, выльӑхӑр валли витесем лартӑр, хӑвӑр мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2