Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сахал мар рабочи вилет, аманать, анчах кӗпернех лектереймеҫҫӗ.Было немало убито и ранено рабочих, все же в самый мост попасть им не удавалось.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Акӑ ӗнтӗ Альфре та юн пӑсӑлнипех вилет, — вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫын йывӑр чирленӗ пулсан, вӗсем вара яланах ҫав ҫынна вилет, теҫҫӗ.Когда они видят, что человек болен серьезно, они обычно предсказывают смерть.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӗп-тӗрӗсех калаймастӑп, паллах, анчах та чирлӗ ҫыннӑн малтан пичӗ кӑвакарать, кайран вӑл вилет… ҫапла, тиф — хӑрушӑ чир, ох, ҫав тери хӑрушӑскер!
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл йӑла тӑрӑх, король мӗнле те пулин паллӑ сановнике ҫӑмӑл вӗлерттермелле тунӑ пулсан, хӑйӗн урайне хӑмӑр тӗслӗ наркӑмӑшлӑ порошок сапма хушать, вӗлермелле тунӑ ҫын вара ҫав порошока ҫуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинче вилет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑн пирки ман сывлӑх пит хуҫӑлчӗ те, ман хуҫа ку часах вилет тесе хӑра пуҫларӗ.Это так подорвало мое здоровье, что фермер опасался за мою жизнь.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Врачсем ӑна вилет, вӑл ирччен те пурӑнаймасть тесе шутланӑ.Врачи приговорили его к смерти, считая, что он не доживет до утра.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
— Операци тумалла, — пӗлтерчӗ мана Цесарский тухтӑр, — унсӑрӑн Фадеев вилет.— Необходима операция, — доложил мне доктор Цессарский, — иначе погибнет Фадеев.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Асатте те макӑрчӗ вӑл пире хӑваласа ячӗ хӑй масар ҫинче юлчӗ эпир тӗмӗсем хушшинчен вӑл епле макӑрнине пӑхрӑмӑр вӑл та часах вилет».
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл Василий Георгиевичӑн пит-куҫӗ мӗнле пулнине аса илме тӑрӑшнӑ, Александра Петровна каланӑ сӑмахсене тата ытти вак-тӗвек япаласене аса илсе танлаштарса пӑхнӑ та, ҫав тери хӑрушӑ япала сиксе тухнӑ пек туйӑннӑ, Лена вилет пулӗ е вилнӗ те пулӗ ӗнтӗ, тесе шутлама тытӑннӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Эпир пурте халӗ вилӗме хирӗҫ тӗлме тӗл тӑратпӑр, кам ҫав ӗҫре паттӑрӑн вилет, ӑна ӗмӗр мухтав та чап!»…
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫичӗ кун хушши чирлесе тӑнӑ хыҫҫӑн ҫын вилет.
Уртаракан чир пурнӑҫшӑн хӑрушӑ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=896&text=news-publikacii
6–8 кунхине чӗр чун вилет.
Уртаракан чир пурнӑҫшӑн хӑрушӑ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=896&text=news-publikacii
Ҫаврӑнакан кустӑрма ҫумне ҫыхса ҫынӑн алли-урисене хуҫма, тата ытти тӗрлӗ асплантарма тытӑнсан, преступник чӗрех пулать-ха, пуҫне касса пӑрахсан вара, тусӑм, ҫавӑнтах вилет.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эппин, сан шутпа, ҫын вилет, ӑна вара тепӗр ҫӗр ҫултан тин пытараҫҫӗ пулать.Значит, по-твоему, человек помрет, а через сто лет хоронить его будут?
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Мӗн пирки ҫакӑн чухлӗ ҫын вилет?..
Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Сысна ҫури выҫса вилет, ӑна курмастӑн.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вилет, чӗрӗлеймест, ҫын пулаймасть пуль тесе, мӗн чул ӑша вӑркаттармарӑм-ши пульницара?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сивӗ ҫӗрте вилет вӑл!
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шӑпах ҫакӑн пек ирсӗр ҫанталӑкра, ҫине ӑшӑ кӗрӗк, пуҫне ӑтӑр тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Хань Лао-лю, бронзӑран тунӑ кӑмака ҫине урисене хурса, Ырӑ Кӑмӑллӑ Дунпа калаҫса ларнӑ вӑхӑтра, Ли Цин-шань чупса кӗнӗ те: — Го Чжэнь-тан вилет… — тенӗ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.