Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вакларӗ (тĕпĕ: вакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Серёжӑпа Шурик уксахла-уксахла пахча тӑрӑх утрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхсан, Ваҫка пиччӗшне пирус пачки панине курчӗҫ; пиччӗш ӑна ҫавӑнтах ҫурчӗ, чӑмӑртарӗ, вакларӗ, Ваҫкӑна ҫухавинчен тытса пӳрте илсе кӗчӗ…

Сережа и Шурик, хромая, уходили по огороду и, оглядываясь, видели, как Васька подал дяде пачку папирос и дядя ее тут же изорвал, изломал, искрошил, потом взял Ваську сзади за воротник и повел в дом…

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Хуҫа арӑмӗ вӗсене каҫхи апат тума брынза лартса пачӗ, сӗтел ҫине мамалыгӑн вӗри ҫаврашкине хучӗ, ӑна ҫиппе касса вакларӗ.

Хозяйка подала на ужин брынзу, выбросила на стол горячий круг мамалыги и разрезала ее ниткой.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑварнӑ ҫӑкӑр татӑкне илсе, ӑна майӗпен таткаласа вакларӗ.

Он взял оставленный кусок хлеба и осторожно раскрошил его.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Сӗтел варрине шурӑ кулачӑ хучӗ вӑл, хӑпарту касрӗ, шӑрттан вакларӗ.

На середину поставила круглый белый калач, нарезала ватрушек, лепешек, шыртана.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл капӑртма кӑларса хучӗ, икерчӗ касрӗ, какайне турарӗ, пӳремечӗ вакларӗ, сӑра ӑшӑтрӗ.

Она выставила на стол хыбарду — лепешки из кислого теста, нарезала на куски блины, ватрушки, мясо, подогрела пиво.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мазин ним шарламасӑр пулла касса татрӗ те татӑкне ҫӳхен касса вакларӗ, тӑвар сапрӗ, унтан юлташӗ патне шутарса лартрӗ.

Мазин молча отхватил ножом кусок рыбы, нарезал ее тонкими ломтиками, посолил и подвинул товарищу.

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Татьяна ҫӑкӑра хуҫса вакларӗ те пурне те валеҫсе тухрӗ.

Татьяна разломала каравай, оделила им всех:

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ирхине ҫапах та калавне ҫурса вакларӗ те кӑларса ывӑтрӗ.

А утром разорвала рассказ и выбросила вон.

XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Женя, майӗпен-майӗпенех уҫса хунӑ чӳрече патнелле шӑвӑнса, ҫаплах сӑмах вакларӗ:

А Женя, потихоньку подвигаясь к распахнутому окну, продолжала:

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Кашнинчех картинӑна хаклӑ хакпа туянса хӑй килне тирпейлӗн илсе ҫитерчӗ те унтан вара ун ҫине тигр пекех сиксе ӳксе ӑна ҫура-ҫура вакларӗ, урисемпе таптаса киленчӗ, савӑннипе ахӑлтатса кулчӗ.

Купивши картину дорогою ценою, осторожно приносил в свою комнату и с бешенством тигра на нее кидался, рвал, разрывал ее, изрезывал в куски и топтал ногами, сопровождая смехом наслажденья.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ермаков, кил хуҫи хӗрарӑмӗ патне кухньӑна тухса, тӑватӑ стакан илсе кӗчӗ, сӑмах хушмасӑр спирт тултарчӗ, сӗтел ҫине пысӑк пӑхӑр чейникпа сивӗ шыв пырса лартрӗ; салӑ вакларӗ, унтан ҫавӑн пекех нимӗн те шарламасӑр сӗтел ҫине йывӑррӑн чавсаланчӗ те, темиҫе минут ури айнелле тимсӗррӗн пӑхкаласа ларнӑ хыҫҫӑн тӳрех чейник тутинчен шыв ӗҫрӗ, хӑйӑлтатарах каларӗ:

Ермаков сходил на кухню к хозяйке, принес четыре стакана, молча разлил в них спирт, поставил на стол большой медный чайник с холодной водой, нарезал сала и, все так же молча, присел к столу, облокотился на него, несколько минут тупо смотрел себе под ноги, потом прямо из горлышка чайника выпил воды, хриповато сказал:

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтесре ларакан Подтелков, кӗсйисене пушатнӑ май, укҫа тӗркине ҫурса вакларӗ, тем-тем усал сӑмахсем каласа ятлаҫрӗ.

В углу Подтелков, опорожнив карманы, нарвал груду денег, пришептывая, матерно ругаясь.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Турӑ ҫӑкӑрне, касса кӗл тутарнӑ татӑкӗпе пӗрле, килти ҫын шучӗ тӑрӑх валӗ туса вакларӗ те сӗтел хушшинче кашнинех пӗрер татӑк валеҫсе тухрӗ.

Просфорку с вынутой частицей разломил на девять частей — по числу членов семьи, роздал за столом.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ ӑна пӗлетӗп, — Егор сысна курӑк ҫулҫине ҫурса вакларӗ.

— Да я это знаю, — Егор разорвал лист подорожника на мелкие кусочки.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл хӗрсе кайсах тӑшмансем ҫине ҫил-тӑвӑл пек ыткӑнчӗ, пӗр самант хушшинче икӗ тискер этеме касса вакларӗ.

Как буря, он бешено налетел на злодеев и в одно мгновение изрубил двоих на куски.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Боримечка тепӗр тӗрӗке пуртӑпа касса вакларӗ.

Боримечка уже прикончил того топором.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней