Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Ахия ҫири ҫӗнӗ тумтирне хывса вуникӗ татӑка ҫурса вакланӑ та 31. Иеровоама каланӑ: вунӑ татӑкне ху валли ил, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: акӑ эпӗ патшалӑха Соломон аллинчен туртса илетӗп, сана вунӑ йӑхне паратӑп, тет, 32. пӗр йӑхӗ вара# Хамӑн Давид чурамшӑн, Эпӗ Израилӗн пӗтӗм йӑхӗнчен суйласа илнӗ Иерусалим хулишӗн унрах юлӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Килне ҫитсен, вӑл ҫӗҫӗ илнӗ те ҫум-арӑмне вуникӗ пая касса вакланӑ, кайран вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрне салатнӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Варак [унӑн] вӑрҫӑ урапийӗсемпе ҫарне Харошеф-Гоима ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, Сисарӑн пӗтӗм ҫарне хӗҫпе вакланӑ, пӗр ҫын та чӗрӗ юлман.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан [Моисей] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пама така илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 19. Моисей ӑна пуснӑ та юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 20. такине пайӑн-пайӑн касса вакланӑ, Моисей вара така пуҫне, касса вакланӑ пайӗсемпе ҫӑвне ҫунтарса янӑ; 21. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасатнӑ та Моисей такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ: ку — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗр такине ил те, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 16. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, парне вырӑнне пур енчен те сирпӗтсе тух; 17. такана касса пайла, унӑн ӑшчиккине, ури тунине [шывпа] ҫу, вӗсене касса вакланӑ пайӗсем ҫине, унӑн пуҫӗ ҫине хур; 18. вара такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса яр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Паян юлташла ирттернӗ ӑмӑрту та хӑйне евӗр савӑк кӑмӑл парнелерӗ. Спорт пире пурсӑмӑра та пӗрлештерет. Эпир лайӑх пӗлетпӗр, регион Ертӳҫи спорта хисеплет, хӑй те кулленех ӑмӑртусене хутшӑнать», - тенӗ сӑмаха малалла вакланӑ май банк ертӳҫи.
Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837