Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна пӗлме — вӑл вырӑс чиркӗвӗнче, аякри стена ҫумне таянса тӑрса, тутисене йӳҫҫӗн ҫыртнине, шухӑша кайса нумайччен хускалмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, сасартӑк астуса илнӗ пек пачах палӑрмалла мар сӑхсӑхма пуҫланине курсан та ҫителӗклӗ…
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Пачах кӗтмен… ҫакӑн пек аякри тӗттӗм кӗтесре… — калаҫма пуҫласшӑнччӗ эпӗ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Арӑмӗ килте ҫук; Фабий сада чупса тухрӗ те унта, аякри пӗр аллейӑра, Валерие курчӗ.В доме ее не было; Фабий побежал в сад — и там, в одной из отдаленнейших аллей, он увидел Валерию.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Чарков художник ҫеҫ Васильевски утравӑн аякри вунпиллӗкмӗш линине вырнаҫнӑ, мӗншӗн тесен Художество Академийӗ юнашарах пулнӑран художниксем кунта хваттер тупма тӑрӑшнӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Аякри ялсенче пурӑнакан ҫынсене пулӑшу пама кашни районтах куҫса ҫӳрекен хӑйӗн медицина комплексӗ пур, вӑл ҫитме йывӑр тата ҫын сахал пурӑнакан ялсенчи халӑха, 33 пин ытла ҫынна, медицина тишкерӗвӗ тума май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Юлашки кунсенче Фомин патне пырса пӗрлешнӗ бандитсенчен чылайӑшӗ аякри вырӑнсенчен.Из числа примкнувших к Фомину за последние дни бандитов многие были уроженцами дальних мест.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ахлатнӑ сасӑ питех ан илтӗнтӗр тесе, ӑна арпалӑхӑн аякри кӗтессине йӑтса кайса вырттарчӗҫ, анчах ку та пулӑшмарӗ.Его перенесли в дальний угол мякинника, чтобы не так слышны были стоны, но это не помогло.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑваттӑмӗш ирхине, Вежи хуторӗ ҫывӑхӗнче, Григорий сӑрт урлӑ каҫакан аякри ҫул ҫинче икӗ эскадронран кая мар юланутлӑ колонна иртсе пынине пуринчен малтан асӑрхарӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан, Горбатовски хуторне кайса, уйӑх ытларах Аксиньйӑн аякри хурӑнташӗ патӗнче пурӑнчӗ.Потом ушел в хутор Горбатовский, там у дальнего родственника Аксиньи прожил месяц с лишним.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Усал та чеескер, вӑл яланах вӗтӗ юн тымарӗсемпе каркаланнӑ куҫ шуррисене кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек тавӑрса, чалӑшшӑн шӑмарӑлса пӑхатчӗ, хӑй патне пӗр те пӗр хыҫалтан пырас пулсан, тапма хӑтланатчӗ, ӗҫ хыҫҫӑн каҫхине выльӑхсемпе пӗрле курӑк ҫине ярсан, кашнинчех киле тарма пикенетчӗ е — унтан та япӑх — вӑрмана е аякри тип ҫырмасене кайса ҫухалатчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сивӗ мимӗн чи аякри пайӗсене те ҫитет, чӗрене шӑнтать, хыттӑн чыша-чыша ярать хӑй ҫумӗнчен.Холод проникал до самых отдаленных клеток мозга, студил сердце, жестко отталкивал от себя.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Сергей вӗсене кашнинех, таҫти аякри планетӑсенчен кӳрсе килнӗ пек, ӑнланмалла мар тӗлӗнӳпе ҫӑткӑнланса вуларӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тӳрем ҫеҫенхирсенче хӑвӑрт ирӗлтерчӗ, юр кайнӑ вырӑнсенче хура тӑпраллӑ йӑлтӑркка ҫӗр ҫаралса юлчӗ, ҫурхи шыв ҫулӗсем кӗмӗл шӑнкӑрав сассипе шӑнкӑртатса калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫул шӑтӑк-путӑклӑ ланкашкасемпе шатраланчӗ, унтан кӗҫех аякри кӑвак инҫет те ҫуркуннехилле йӑлтӑртатса ҫуталчӗ, Кубань тӗлӗнчи вышкайсӑр аслӑ тӳпе ӑшшӑнрах курӑнма пуҫларӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан малалла: картта тӑрӑх эсӗ Астахово слободине ӳкмелле, унтан тӳрӗрех тетӗн, — эпӗ ак Малахов хуторне каятӑп; унта та ман аякри пӗлӗш-хурӑнташпа тахҫанхи тус пур — унта та хамӑн утта пӗтермесӗр вӗсенне ҫитерме пулать Эсӗ асту: ҫул ҫине пӗр капан утӑ тиесе тухаймастӑн, ют ҫӗрте ыйтса илме мар, укҫалла туянма та май килмесен пултарать.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич, курткине хывса хурса, касса купаланӑ шанкӑ ҫине ларчӗ те, шанса кайнӑ ҫулҫӑсен тӑкӑсрах шӑршине йӗтӗмленсе ҫӑтнӑ май, ҫӳхе кӑвак тӗтрепе пиеленнӗ инҫетри пӗлӗт хӗрри еннелле, юлашки илемӗпе йӑлтӑртатса ҫуталакан аякри вӑрманӑн кӗр кунӗсем ылтӑнланӑ картисем ҫинелле чылайччен сӑнаса пӑхрӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫти аякри улӑхра амӑшӗнчен ҫӗтсе юлнӑ тиха вӑрӑммӑн та ҫинҫен кӗҫенет.Где-то далеко в займище заливисто и тонко ржал потерявший матку жеребенок.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Инҫет вырӑнсене тухса ҫӳресе (Кивӗ Кӑлаткӑ, Барыш, Павловка, Кузоватово, Сӑр) аякри тӑвансен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарасси те пирӗн тивӗҫ», — теҫҫӗ канашсем.
Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.
Нимӗнле шӑв-шавсӑр, хӗлӗх пек карӑнса туртӑннӑ шӑплӑх тӑчӗ; ҫак ырра систермен чӗмсӗрлӗхре, чи аякри ретсенче те, Дарья ыйтӑва кӑшт кӑна уйӑрса илмелле вӗҫленине илтрӗҫ:
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аякри кӗсйинче хутсем чикнӗ пӗчӗкҫӗ портфельпе — ӑна чӑпар тӗслӗ тискер кайӑк тирӗпе туртнӑ — портсигар тупрӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл касӑмри, ҫынсенчен аякри, пурнӑҫа килӗштерсе те пӑрахрӗ ӗнтӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.