Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах, атя-ха, кунтан кӑшт аяккарах каяр.
Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
А-н-не-е! — янраттарса кӑшкӑрса ячӗ хӗрача, ҫак ҫуртран аяккарах тарса ӳкме хӑтланса.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫакскер ҫине пӑхса-пӑхса, ытти ҫуртсем унран аяккарах тарса кайма тӑрӑшаҫҫӗ тесе те калӑн ҫав.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Турикасра, ытти ҫуртсенчен кӑшт аяккарах, уйрӑларах ларнӑ пӗр пысӑк та тайлӑк хура пӳрт пур.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑвӑр вара Гитлер портретӗнчен пӗр ҫӗр метр хыҫаларах тата тепӗр аллӑ метр аяккарах окоп чаватӑр, унта «каюра ҫулӗ» те тума ан манӑр.
Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.
Окопра ларма ҫемҫе пултӑр тесе, ку вырӑнтан кӑштах аяккарах кайса, курӑк татрӑм та лармалли ҫӗре тирпейлӗ сарса хутӑм.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Шоссерен аяккарах вырнаҫнӑ поселоксенче лӑпкӑрах та-и, тен.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӳплерен аяккарах кайса, кӳлӗ хӗрне Кирук вут-шанкӑ пухрӗ те кӑвайт чӗртрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫак вӑхӑтра салакайӑк хӑй ҫӑварӗнчи «телейне» вӗҫертмесӗр аяккарах та аяккарах вӗҫсе ӳкме хыпӑнчӗ — халӗ ӗнтӗ вӑл хырӑмне карӑничченех тӑрантӗ, никампа та пайлашмӗ, никам та хапсӑнаймӗ, туртса илеймӗ апата, хӑй ҫеҫ кап та кап тӗшӗрӗ, хӑй ҫеҫ, хӑй ҫеҫ!
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Сашӑпа Валерьян, пӗр-пӗрин куҫне кӗрсе, темле ыйтӑва шайласа, пӑшӑл-пӑшӑл сӑмахӗсене вӑшт — вашт сыпса илчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн Саша пуҫне каялла ялт! ывӑтса илчӗ те ярт! сиксе тӑчӗ, вара ҫыран хӗрринчен татах шаларах, аяккарах, кайса, ҫаврӑнса тӑчӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Аяккарах вӑйкӑнса ӳксен, «караул» та кӑшкӑра пуҫларӗ, тейӗн: хӑрӑлтатса, левлетсе-улашса, ӗрлешсе, урӑм-сурӑм ҫӗмӗрӗлсе, ирхи ыйхӑ пылне юхтаракан пӗтӗм Аҫтӑрхан хулин ӗлккен тӳлекне шӑв-шавпа ӗренкӗсӗр таткаласа, ваклакаласа пӗтерчӗ: пӑхӑр-ха, епле ӑна, «таса» чуна, кӳрентереҫҫӗ, хытӑрлаҫҫӗ, картран кӑлараҫҫӗ!
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Эпӗ анчӑка каллех ӳкӗтлесех йыхӑртӑм, хам аяккарах кайса тӑтӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
«Чуп! Чуп! Тен, ҫынна пулӑшу кирлӗ!» — хыпаланса ӳкрӗ пӗрремӗшӗ, тепри вара ку вырӑнтан часрах аяккарах утма-чупма, тарса ӳкме васкатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Машинӑран аяккарах кайса ҫаврӑнкаласа ҫӳремесӗр пураксене лӑк тулли кӑмпа пуҫтарасси пурне те иккӗлентернӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эсӗ мӗн, Сима, — кӑшт аяккарах чакса тӑчӗ Лариса, — эсӗ мӗн ман ҫине ун пекех пӑхатӑн?
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Эсӗ ху та улшӑннӑ пулас, — Тамарӑран кӑшт аяккарах пӑрӑнса тӑчӗ Сима, — аллусем те, пит-куҫу та кушӑрканӑ: ял сӑнӗ ҫапнӑ-ши?
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Кирлӗ мар, Ревлен Петрович, айта, каяр кунтан аяккарах.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Василий Петровичпа Лена ҫамрӑксенчен кӑштах пӑрӑнса аяккарах кайса тӑчӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫапла, ҫапла, эпӗ унта урӑх каймастӑп, халӗ маншӑн пурпӗрех, ӑҫта та пулин аяккарах тарасчӗ кӑна, — ниҫта кайса кӗрейми йӑшталанчӗ шухӑш Лена пуҫӗнче.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Санатори хуҫи барельефа ҫӳлелле ҫӗклерӗ те аяккарах кайса тӑчӗ, унӑн пахалӑхне пӗлес тенӗ пек реклама ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.