Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аяк сăмах пирĕн базăра пур.
аяк (тĕпĕ: аяк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тӗттӗм шӑтӑкра нимӗн те пулман, чул урайӗнче кӑшласа пӗтернӗ пысӑк ура шӑммисем тата бизонпа пӑлан аяк пӗрчисем выртнӑ.

Но в темной пещере никого не было видно, а на каменном полу валялись обглоданные кости — большие берцовые кости и ребра бизона и оленя.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ман аяк пӗрчисене хытӑ хӗстерсе тытнине эпӗ ӑна тӗрлӗ паллӑсем туса кӑтартса ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.

Различными жестами я старался дать ему понять, что он слишком стиснул мне ребра.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ун пӳрни хушшинчен тухса ӳкесрен хӑраса, вӑл ман аяк пӗрчисене пит хытӑ хӗстерчӗ.

Опасаясь, чтобы я не выскользнул у него из пальцев, он страшно стиснул мне ребра.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӗпипе йӗмӗнчен ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ырханкка ӳт-тирӗ витӗрех курӑнса тӑрать: кӑвакарса кайнӑ тир айӗнче аяк пӗрчисем шӑкӑрттин палӑрса тӑраҫҫӗ, урисем ҫинҫешке.

От рубашки и штанишек остались лишь клочья, и было видно все его худое тело: выпуклые, обтянутые синей кожей ребра, худые ноги.

«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Патша ывӑлӗ вара пӗрре сиксех ун ҫурӑмӗ хыҫне ҫитсе тӑчӗ те аяк пӗрчинчен хӗҫӗпе чашлаттарчӗ, унтан умне пырса урисене касса татрӗ.

Тогда царевич одним прыжком забежал ему за спину и мечом рассек ему бедра; потом прыгнул вперед и отрубил стервятнику ноги.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Рабочисем пӗлсен, — аяк пӗрчи шӑммисене хуҫса пӗтерӗҫ.

Рабочие прознают — как бы ребра не поломали.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ пулӑшнипе Гэндс ҫак тутӑрпа аяк пӗрчинчи ҫӗҫӗпе тарӑн чиксе шӑтарнӑ юн юхса тӑракан суранне ҫыхса хучӗ.

С моей помощью Хендс перевязал этим платком глубокую колотую кровоточащую рану в бедре.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Буксирная Голова ту тата Бизань-мачта ятлӑ сӑрт ман аяк енче тӑраҫҫӗ.

Буксирная Голова и холм Бизань-мачты находились у меня под боком.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах унӑн аяк пӗрчисене хуҫнӑ, пуҫ шӑммине ҫӗмӗрнӗ, вӑл вара тепӗр каҫхине, тӑна кӗреймесӗрех пӗр йынӑшмасӑр вилчӗ.

Но ребра у Хантера были сломаны, череп разбит при падении, и в следующую ночь он без стона, не приходя в сознание, скончался.

ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Автобус хула площадьне ҫитсен, вӑл аяк пӗрчисене хыҫкаласа пыракан юлташне тытать те, каллех ҫынсем хушшинчен тырӑ миххи пек вӑркӑнтарса кӑларать.

Помоги переводом

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Унтан, манӑн анне ҫӗрлех хамӑр киле таврӑнни ҫинчен илтсен, доктор Ливси хӑйне аяк пӗрчинчен ҫапса илчӗ, сквайр «браво» тесе кӑшкӑрса ячӗ, хӑйӗн вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне камин решетки ҫине ҫапса ҫӗмӗрчӗ.

А когда они услыхали, как мать моя отправилась ночью обратно в наш дом, доктор Ливси хлопнул себя по бедру, а сквайр крикнул «браво» и разбил свою длинную трубку о решетку камина.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл аяк пӗрчи ҫине ӳкрӗ, майӗпен ӳпне ҫаврӑнчӗ те, вара текех хускалмарӗ.

Он упал на бок, медленно перевернулся навзничь и больше не двигался.

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах ҫапла тӑвас вырӑнне хам та халь-халь йӗрсе ярасса анчах туйрӑм эпӗ: хӗрачана питех те шел пулни, тӗрӗслӗх те яланах ҫӗнтермессе ӑнланни (уйрӑмах икӗ ҫын хушшинчи ӗҫсенче ҫапла-ҫке вӑл) чуна ҫурсах ыраттарчӗ, хыткан аяк пӗрчисем те, хӗрачан куҫҫульпе йӗпеннӗ, нӑшӑклатакан сӑмси те, вӑл ман пата ҫапла вирхӗнсе ман ҫума ҫапла тӗршӗнни те чӗрене ҫурчӗ.

Но вместо этого я почувствовала, что разревусь сама от жалости, оттого, что справедливость, к сожалению, не всегда побеждает (в особенности там, где дело касается двоих), от этих косточек, от мокрого, шмыгающего носа, от той пронзительности, с какой она бросилась ко мне.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Манӑн алла унӑн хыткан аяк пӗрчисем лекрӗҫ, вӑл манран сассӑр мӗн ыйтнине, мӗншӗн асапланине эпӗ аван ӑнлантӑм.

Тонкие ребрышки прощупывались у меня под рукой, и я понимала, чего она хочет от меня, о чем безмолвно спрашивает.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл, Фома патне пырса, урипе аяк пӗрчинчен тӗрткелесе илнӗ те, вӗчӗ киленӗвӗпе ҫӳҫене-ҫӳҫене, тутлӑ сасӑпа: — Мӗнле пек, аҫа-ҫиҫӗм чӗлхеллӗ пророк? аҫ? — тесе ыйтнӑ.

Он подошел к Фоме, потолкал его ногою в бок и сладким голосом, весь вздрагивая от наслаждения мстить, спросил: — Что, пророк громоподобный, ась?

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫӗрле кан ҫине выртатӑн та, пирӗн килте пӗр самантрах ҫулталӑкри тӑватӑ вӑхӑт та пӗрле пухӑннӑ тесе шутлатӑн: айра — ҫулла, ҫире — хӗлле, аяк ҫине ҫаврӑнатӑн та — март е август ҫитрӗ иккен тетӗн.

Ночью бывало заляжем мы на кане, и у нас сразу все четыре времени года получаются: снизу — лето, сверху — зима, повернешься боком — как будто март или август.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пирӗннисенчен пӗри тахӑшӗ: — Ха, епле вӑл мӑнтӑрланса кайнӑ. Пирӗн йыттӑн ав пӗтӗм аяк тирӗсем сӗвӗнсе аннӑ, — терӗ.

Кто-то из наших сказал: — Ишь гладкая! А у нашей весь бок облезлый.

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Чӑнахах пер ухӑ йӗппи Крикса пӗҫҫинчен тивнӗ, тепри, панцырь витӗр тухса, пиллӗкмӗшпе улттӑмӗш аяк пӗрчисем хушшине тӑрӑнса ларнӑ пулнӑ.

Действительно, одна стрела попала Криксу в ляжку, а другая, пробив кольца панциря, вонзилась между пятым и шестым ребром.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл ҫинҫешкерех ӳт-пӳллӗ ачаччӗ те, аяк ҫула утса тухма йывӑрччӗ ҫав ӑна.

Он отличался сырой комплекцией и далекие походы выдерживал с трудом.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Вӑл хӑйӗн вӑйлӑ урипе ӗнене ҫапсан, пӗтӗм аяк пӗрчине тӑпӑлтарса кӑларать.

Он корову лапой ударит — весь бок вырвет.

Упа // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней