Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аяк сăмах пирĕн базăра пур.
аяк (тĕпĕ: аяк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Эпӗ каялла таврӑнсассӑн, ман ҫарӑмӑн хӗҫӗ тата ман чурасен ушкӑнӗ санӑн аяк пӗрчийӗ витӗр тухӗ — эсӗ ҫав халӑх хушшинче аманнисемпе пӗрле тӑрӑнса анӑн.

6. Когда же я возвращусь, меч войска моего и толпа слуг моих пройдет по ребрам твоим,-- и ты падешь между ранеными их.

Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Этемрен илнӗ аяк пӗрчинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑм тунӑ та ӑна этем патне ертсе пынӑ.

22. И создал Господь Бог из ребра, взятого у человека, жену, и привел ее к человеку.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫӳлхуҫа Турӑ этем ҫине тарӑн ыйхӑ янӑ; вӑл ҫывӑрса кайсассӑн, унӑн аяк пӗрчисенчен пӗрне кӑларса илнӗ те ҫав вырӑна ӳт илтернӗ.

21. И навел Господь Бог на человека крепкий сон; и, когда он уснул, взял одно из ребр его, и закрыл то место плотию.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Лайӑх арҫынран хӗрарӑм ниҫта та каймасть. Эпӗ упӑшка хӗненине чылай чӑтса пурӑнтӑм, аяк пӗрчи шӑммине те хуҫнӑччӗ вӑл манӑнне», — мӗншӗн уйрӑлма тӗв тытнине уҫӑмлатрӗ Ольга, суда заявлени ҫыраканни шӑпах вӑл пулнӑ-ҫке.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Варя унпа юнашар, капан ҫумне аяк пӗрчипе тӗршенсе, урине хуҫлатса, ун ҫамки ҫинчи тӑмаланнӑ ҫӳҫ пайӑркине майласа ларать, — хӗр пӳрнисемпе питӗ ачашшӑн та сисӗнкӗсӗр тӗкӗннипе Давыдов вӗсем хӑйне перӗннине вӑрансан та аран-аран туйса илчӗ.

Рядом с ним, привалившись боком к стенке стога и поджав ноги, сидела Варя и перебирала на его лбу спутанные пряди волос — и так нежны и осторожны были касания ее девичьих пальцев, что Давыдов, уже проснувшись, еле ощущал их.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней