Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачипе (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акчура ачипе каятӑр эппин — тепӗр пуҫтахпа, — килӗшесшӗн пулмарӗ амӑшӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑрса юлчӗ Хветюк пичче икӗ ачипе — мӑшӑрсӑр, юратнӑ хӗрачисӗр.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ну-ка, Федя, каласа пӑх, — хушрӗ вӑл ачипе.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чирлӗ аппӑшӗ ывӑл ачипе тертленсе пурӑнни пӑшӑрхантарчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Епле пурӑнтӑр малашне Зинаида Степановна хӑй тӗллӗн пӗчӗк ачипе?

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Зинаида Степановна алӑри ачипе чиркӗве ирхи кӗлле тухса кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Халӗ Тоня виҫӗ ҫулхи ывӑл ачипе пурӑнать.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унтан аякра мар ман шӑллӑм та хӑйӗн телейсӗр ачипе тӑпра айӗнче выртать.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйне те ик ачипе пурӑнма йывӑр ӑна.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аппа та Чашламара ик ачипе тарӑхса кӑна пурӑнать, сан пата та килсе каяймасть.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑҫта тухса кайнӑ-ха ӗнтӗ амӑшӗ пӗчӗк ачипе?

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Николаевич ачипе пӗрлех выртать, канлӗ ҫӗрте…

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Елюк вӑйсӑрланнӑ ачипе Хусана пырса ҫитнӗ, Сашшана шыраса Йыт урамӗпе пынӑ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Елюк ҫав кун Микихвер килнӗ ҫӗре пӗчӗк ачипе хапха умне тухса тӑнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах мӗнле пулса килчӗ-ха паян ҫак япала: чипер ӳснӗ ултӑ ачаран пӗринпе — ҫитӗннӗ ачипе — калаҫма ашшӗ сӑмах тупаймарӗ.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакна ӑнланакан пӗчӗккӗн хӑй ачипе интересленме пуҫлать, ӑна пӑхнӑҫемӗн юратма пуҫлать.

Помоги переводом

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Пӗр упӑшкаран арӑмӗ тухса тарчӗ; калама ҫук чипер арӑмӗпе, пӗчӗкҫӗ икӗ ачипе пурӑнакан тепӗр арҫын патне адрес шыраса тупса инҫет анӑҫран пуян тумлӑ хӗрарӑм йӗре-йӗре килсе ҫитрӗ.

От одного мужа убежала жена; к другому, имевшему прелестную подругу и двух малюток, приехала, разыскав адрес, с дальнего запада плачущая, богато одетая женщина.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Ҫапла ӗнтӗ, пӗр пӗрчӗ хӑйӗн ик ҫӗр ачипе пӗрле ҫулталӑкра 40 пин пӗрчӗ ӳстерет.

Итак, одно зерно с его двумястами детьми дадут в год 40 тысяч зерен.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Лидӑн та пурнӑҫӗ пӗр пек иртрӗ: кунсерен ачипе уҫӑлса ҫӳрерӗ, пӳртре-ҫуртра тирпейлерӗ, апат пӗҫерчӗ.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫак кун хуҫа патне унӑн тусӗн арӑмӗ хӑйӗн икӗ ачипе кӑна ҫӗрле пулсан тин пычӗ.

В назначенный день уже поздно вечером явилась только жена друга с двумя детьми.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней