Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта — кивӗ тӗн ӗренкиллӗ купса, почтмейстер — ӗҫкӗшӗн кӑларса ҫапнӑскер, хӑй яп-яка хырӑннӑ, куҫа йӑмӑхтаракан ҫап-ҫутӑ атӑпа, хӗрлӗ куҫӗсем вара мухмӑрпа аптӑранине пытараймасӑр йӑлкӑшаҫҫӗ; лорнеткӑллӑ тата сарӑ-хӗрлӗ боа тӑхӑннӑ типшӗм хӗрарӑм, отставкӑри ҫар ҫынни, — кӗтесре сӗнксе ларакан ватӑ старик, — ҫӑмламас шурӑскер те кӑптӑрмӑшскер, ҫавӑнпах-тӑр ӑна курсан кӑштах кулас та килет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Икӗ аллипе туратсене вӑйлӑн, тӳррӗн уҫа-уҫа пырса ҫак вӑхӑтра вӑрмантан ҫул ҫине ҫын тухса тӑчӗ: така тирӗнчен ҫӗленӗ жилеткӑпа, — ӑна чӑпар сатин кӗпе ҫине сӑранӗпе пиччӗн тӑхӑннӑ; сӑрӑ шлепкепе; ту ҫинче ҫӳремелли ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑпа; хырӑнман, куҫӗсем вичкӗн-йӑрӑ, имшер те сӳрӗк питлӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Пуҫне эрех ҫапнӑран Лорх вӑхӑтлӑха чӗрӗлчӗ; сулланса, анчах ӳсӗрлӗх шайӗнче кӑна, тарпа исленнӗскер, шӑлӗнчи сурчӑкланнӑ пирусӗпе вӑл айккинчи коридорпа пырса картишне тухрӗ, бассейна йӑраланса анчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплипех — атӑпа, костюмпа — шыва лаплатрӗ, чӑмса тухрӗ, шӑннипе тертлӗн чӗтре-чӗтре йӑраланса улӑхрӗ те ҫывӑрмалли пӳлӗмелле танкӑлтатрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Хыҫалта такам утни илтӗнет; Гнор ҫаврӑнчӗ: ун умӗнче Энниок тӑрать, — уҫӑлма тухмалли тумтирпе, атӑпа, фуфайкӑпа; куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл кубанка ҫӗлӗкпе, хура тужуркӑпа, атӑпа; кӗпи те, шӑлаварӗ те хӑмӑр.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Финкӑ калпакпа, хӗрлӗ кӑвак йӑрӑмлӑ тутар кӗпипе, пиншакпа, сӑран атӑпа ҫӳрет, — васкамасӑр ӑнлантарчӗ Волков.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун татах шаккарӗ, унтан никам та тухманнине кура, калинккене атӑпа тапа-тапа кисрентере пуҫларӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑвакарнӑ кӑтри улӑм шлепки айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса выртнӑ; сенкер шӑлавар ӑшне чикнӗ кӑвак кӗпепе, вӑрӑм кунчаллӑ атӑпа вӑл сунарҫӑ пекех; шурӑ ҫухавапа галстук, тӑхине кӗмӗлпе ҫӗлесе илемлетнӗ пиҫиххи, ал туйи, никельпе витнӗ ҫӗнӗ ҫӑраллӑ сумкка вара вӑл хула ҫынни иккенне ҫирӗплетеҫҫӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл ҫанталӑк сиввине пӑхмасӑрах ҫӳхе атӑпа тухрӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Унтан тата тепӗр ҫын кӗчӗ, вӑл хура пальтопа, атӑпа.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кун пек атӑпа сана, тӑванӑм, акӑлчансен лорчӗ вырӑнне йышӑнӗҫ!
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ачана салтак атӑпа тапрӗ те ӑна ура ҫине тӑма хушрӗ, юлашкинчен вара тӑлмач патне тӗксе ячӗ.Солдат пнул сапогом подростка, заставил его встать и подтолкнул к переводчику.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫанталӑк чылай шӑрӑх пулин те, атӑпа вата пиншак тӑхӑннӑ Ленька урам тӑрӑх мӑнаҫлӑн та сарлакан таплаттарса пырать.В сапогах и ватном, пиджачке гордо и широко шагал Ленька по улице, хотя жара стояла изрядная.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Урамне те пӗрне ҫеҫ чулпа сарнӑ, ытти урамсем тӑрӑх ни ҫуркунне, ни кӗркунне атӑпа та, калушпа та утса тухма ҫук: чӗркуҫҫи таран пылчӑк.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫӗрекен ҫӳп-ҫап вырӑнӗ тавра ҫын кӗшӗлтетет, унта, вӗсенчен ахӑрса кулма, вӗсене атӑпа тапма, мӑшкӑллама, ҫынлӑхран кӑларма, апат юлашкисене юри кӑларса тӑкаҫҫӗ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Итле-ха, — терӗм эпӗ, — хӑш чухне атта хывса ҫӳреме те тивет, ун пек чух таса кавирсем тӑрӑх, ют ҫынсен хӑпарса тухнӑ урисем ҫине тапта-тапта, пылчӑклӑ атӑпа ҫӳремеҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Пӗррехинче помещик шӑпах ҫак атӑпа ӑна тапнине вӑл халь кулса аса илчӗ.И, смеясь, вспоминал, как однажды помещик пнул его этим сапогом.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл атӑпа пулнӑ пуль вӗт-ха.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ахӑртнех, ылтӑн йӗмпе те кӗмӗл атӑпа кӑна ҫӳрет пулӗ-ха вӑл.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Лосьпа Гусев ҫӑм атӑпа, така тирӗнчен тунӑ кӗске кӗрӗкпе, пилот шлемӗсем сӑранран.Лось и Гусев были уже одеты в валеные сапоги, в бараньи полушубки, в кожаные, пилотские шлемы.
Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.