Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шухӑша кайса ҫӳрессине темле именчӗклӗ савӑклӑхпа, эпӗ маларахра асӑннӑскерпе, час-час ылмаштарни, аттен юратнӑ сӑмахӗсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӗрмай калани, аттепе пуҫарнӑ калаҫусене ытти ҫынсемпе малалла тӑсни, — ҫаксем пурте, эхер ку хӑтланусене атте мар, урӑх ҫын тӑвас-тӑк тата эпӗ ҫулпа аслӑрах пулас-тӑк, аттепе Авдотья Васильевна хушшинчи ҫыхӑнусене мана ӑнлантарса паратчӗҫех, анчах эпӗ ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӗшмӗртеймерӗм, атте ман умра Петр Васильевичран темле ҫыру илсе, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн тарӑхса кайсан та, август уйӑхӗ иртичченех Епифановсем патне ҫӳреме чарӑнсан та, эпӗ пачах нимӗн те сисмерӗм.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла шухӑшлатӑп; атте тавлашӑва килӗшсе татӑлнипе пӗтерме сӗннине пӑхмасӑр, Петр Васильевич, хӑй чапа тухассине амӑшӗнчен парнене кӳнӗрен, атте унашкалли ним те туманран, салху та ҫиллес пулнӑ, ӑна ним те тӗлӗнтерме пултарайман; атте, ҫак салхулӑха асӑрхаман пек, сапаланчӑк кӑмӑллӑ, хаваслӑ пулнӑ тата унпа тӗлӗнмелле мыскараҫӑпа калаҫнӑ пек калаҫнӑ; ҫавӑн пек тунӑшӑн хӑшпӗр чухне Петр Васильевич аттене кӳрентерчӗ, тепӗр чух вара кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех атте кустӑрми ҫине ларатчӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ мӗн пӗлтерчӗ вӑл: аттепе аннеҫӗм хушшинче хӑрушӑ харкашу пулса иртнӗ (хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗнче йӑлтах илтӗннӗ; вӗсем нумай япала ҫинчен французла калаҫнӑ пулин те, горничнӑй хӗр Маша, пилӗк ҫул Парижра пӗр ҫӗвӗҫӗ патӗнче пурӑннӑскер, йӑлтах ӑнланнӑ); аннеҫӗм аттене тӗрӗс мар пурӑннӑшӑн, кӳршӗри пикепе курнӑҫнӑшӑн айӑпланӑ; атте малтан тӳрре тухма хӑтланнӑ, унтан тарӑхнӑ та аннеме «унӑн ҫулӗсем ҫинчен астутарнӑ», вара аннеҫӗм макӑрса янӑ; аннеҫӗм тата ватӑ княгиньӑна вексель панине асӑннӑ, княгиня ҫинчен те, унӑн хӗрӗ ҫинчен те япӑх каланӑ; атте вара ӑна юнаса хӑратнӑ.
XIX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
1. Хӑйне апостол пулма этемсем те мар, этем те мар, Иисус Христос тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнӗ Павел 2. тата хампа пӗрлехи пур тӑванӑм та — Галатири ӗненекенсенӗн ушкӑнӗсене: 3-4. сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан — Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе пире ҫак ултавлӑ тӗнчерен ҫӑласшӑн Хӑйне Хӑй пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилӗме панӑ Иисус Христосран — тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; 5. Атте Туррӑмӑр ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Салпаад вӑл Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен тухнӑ: унӑн ашшӗ Хефер пулнӑ, Хефер ашшӗ — Галаад, Галаад ашшӗ — Махир, Махир ашшӗ — Манассия, Манассия ашшӗ Иосиф пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца; вӗсем каланӑ: 3. пирӗн атте пушхирте вилсе юлчӗ, вӑл Корей эшкерӗпе пӗрле Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ каварҫӑсемпе ҫыхланман, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилнӗ, пирӗн аттен ывӑл пулман; 4. унӑн ывӑл ҫуккишӗн халӗ пирӗн аттен ячӗ хӑй ӑрӑвӗнчен тухса ӳкмелле-им? пире атте тӑванӗсем хушшинче еткер ҫӗр пар, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑх-ха, асамат кӗперӗ! — Атӑл ҫинелле кӑтартрӗ пӗчӗк Полина, — атте теп, атте, ӑшӑ ҫумӑр витӗрех асамат кӗперӗ курӑнать, хитре вӗт, атте?
Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.
Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31269.html
— «Янкель, кала аттене, кала пиччене, кала козаксене, кала запорожецсене, кала пурне те: атте халь мана — атте мар, пичче — пичче мар, юлташ — юлташ мар, эпӗ вӗсемпе пуринпе те ҫапӑҫатӑп, пуринпе те ҫапӑҫатӑп!»
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Манӑн виҫӗ хутор, атте кӗтӗвӗсенчи лашасен ҫурри — манӑн, анне атте патне илсе пынӑ мул пӗтӗмпех манӑн, вӑл аттерен пытарса усракан пуянлӑх та йӑлтах манӑн!
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Атте те, аттен ашшӗ те, аттен аслашшӗ те пӗрмаях Иккӗмӗш-Орёл депора машинистсем пулнӑ.И отец, и отцов отец, и отцов дед — все у нас машинистами работали в депо Орёл-второй.
Пӗр тӑван Волковсем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 116–126 с.
Аттепе пӗрле вӑл румынсен фронтӗнче, Украинӑра пулса курнӑ, аттепе пӗрлех вӑл Царицын патнелле чакса пынӑ чухне те пулнӑ, Жутов кӗперӗ урлӑ та иртсе курнӑ, ӑна Пархоменко итленӗ, Коля Руднев итленӗ, атте ҫавна асӑнса хӑйӗн баркасне ун ятне панӑ та.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Те тӗрӗс, те тӗрӗс мар, ҫав ҫынна манӑн атте тесех шутлаҫҫӗ: пӗвӗпе вӑл атте ҫӳллӗш пулнӑ, тет, тумӗ ҫӗтӗк-ҫурӑк, ҫӳҫӗ тем вӑрӑмӑш; ҫакӑ пӗтӗмпех аттене аса илтерет, пит-куҫне кӑна уйӑрайман, тет, путса вилнӗ ҫын шывра нумай выртнӑ пирки унӑн сӑнӗ йӑлтах улшӑннӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Куна хирӗҫ атте аннеҫӗме ҫапла пӗлтерчӗ: вӑл халӗ ку госпожана астуса илет; тахҫан яш чухне атте Засекин княҫа пӗлнӗ: лешӗ питӗ лайӑх воспитани илнӗ, ҫапах ним тӗшне тӑман ҫын пулнӑ; обществӑра ӑна, вӑл Парижра нумай пурӑннӑран, «Париж ҫынни» тенӗ, вӑл питӗ пуян пулнӑ, анчах пӗтӗм пурлӑхне выляса янӑ; мӗншӗнни паллӑ мар, укҫашӑнах мар-и-ха, — хушса хучӗ атте, — вӑл темле приказра ларакан чиновник хӗрне качча илчӗ (лайӑхраххине те илме пултаратчӗ), авлансан вара вӑрттӑн сутӑ ӗҫне пикенчӗ те — йӑлтах ҫаралса юлчӗ.
V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ нимӗнех те тӑваймарӑм, Саня пулман пулсан хам атте ҫинчен те нимӗн те пӗлеймен пулӑттӑм, пӗтӗм асӑмра тӑрса юлни те, ҫав, аттене ӑсатнӑ юлашки кун — Энск вокзалӗнче атте мана аллине илсе ҫӳле ҫӗклерӗ те, сиктерсе ярса, хӑйӗн пысӑк та ырӑ аллисемпе тытрӗ — ҫавна ҫеҫ астӑватӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗҫлесе килнӗ хыҫҫӑн атте ларакан вырӑнта таянса ларатчӗ, аттен кашӑкӗпе аттен турилккинчен ҫиетчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав хут ҫинче татӑклӑнах каласа панӑ, канцелярист Спицынран хӑйне лекнӗ … ят ҫӗре тивнӗ … чунлӑ именири пӗтӗм пурлӑха вӑл, аттене, Дубровские, сутнӑ, договор тӑрӑх пама тивӗҫ укҫине — 3200 тенкине — атте йӑлтах парса татнӑ, шантарнӑ ҫыннине Соболева ҫав имение закон тӑрӑх атте ҫине ҫирӗплетсе ҫырса пама хушнӑ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
14. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлсе тӑратӑн: упӑшкасем тӗлӗшӗнчен эпӗ ҫылӑха кӗмен, 15. эпӗ ҫак ҫӗрте тыткӑнра пурӑннӑ чухне хам ята та, атте ятне те чысран кӑларман; эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, йӑхне тӑсаканни ывӑл та ҫук унӑн, хӑйпе пӗртӑван пиччӗш-шӑллӗ те ҫук, пӗртӑванӗн ывӑлӗ те ҫук, аттепе пӗртӑванӗн ывӑл пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна качча кайма хама хам упранӑ пулӑттӑм; ӗнтӗ манӑн ҫичӗ упӑшка вилсе выртрӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата арҫын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук; 32. апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юн таппи: «Атте… анне… атте… анне…» — тенӗн, ҫакӑ икӗ сӑмах юн тымарӗсен кашни хутламӗнчен ҫиеле тухасшӑн пӑлт-пӑлт сикнӗн туйӑнать:
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Атте шевли вылять питре, Атте шевли ташлать хирте!
Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.