Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арӑмӗсенчен вӗренмеҫҫӗ пулӗ те ҫав ӑнмансем пӗр-пӗрне кӑшлама?
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кур-ха эсӗ, арӑмӗсенчен хӑраса Уккана мухтама хӑймаҫҫӗ.
Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вара кил таврашӗнчен мӗн те пулин хӗстерсе арӑмӗсенчен вӑрттӑн ҫынсем Яка Илле патне е Хуракасси хупахнелле утаҫҫӗ.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ытти арӑмӗсенчен ҫуралнӑ ывӑлӗсем иккӗш те Касимовра.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Королӗн кулленхи ҫимӗҫӗсене — хуҫа хырӑмне ӑсатиччен — унӑн арӑмӗсенчен пӗрне тӗрӗслеме параҫҫӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Рити патне ӗҫекен арҫынсен мӑшӑрӗсем пырса йӑлӑнни те усси пулмарӗ: ҫав-ҫавах лешсем арӑмӗсенчен вӑрттӑн ял хӗрринчи пӳрте япала йӑтрӗҫ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ӗҫекенсем арӑмӗсенчен вӑрттӑн илсе пыракан нимӗнле япалана та тиркемеҫҫӗ.Не презирают никаких вещей, которые к ним тайно от жен приносят пьяницы.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Укҫисем пӗтсе ҫитсен арӑмӗсенчен вӑрттӑн илсе тухнӑ япаласене илме те вӑтанса тӑмаҫҫӗ.Когда деньги иссякают, они не стесняются брать вещи, которые те втайне от жен вывезли из дома.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Пичӗ унӑн кайӑк пичӗ пекскер, вӑль-валь вылякан куҫлӑскер, пӗтӗмпе те вӑл, тӗкӗр умне лартакан фарфор кӗлетки пек хитрескер Салтаксем калатчӗҫ: «Унӑн сылтӑм аяккинче пӗр аяк пӗрчи ҫук, ҫавӑнпа та утнӑ чухне вӑл темле тӗлӗнмелле суллан калать», тетчӗҫ; анчах маншӑн ҫавӑ лайӑх пек туйӑнатчӗ, тата ӑна килкартишӗнчи ытти дамӑсенчен — офицер арӑмӗсенчен тӳрех уйӑрса илме пулатчӗ; лешсем, — хӑйсен хытӑ янтракан сасӑсем, чӑпар тумсем ҫӳлӗ турнюрсем пур пулин те, — темле тыткаласа киветнӗн туйӑнатчӗҫ, вӗсем тӗттӗм пӑлтӑрта, тӗрлӗрен кирлӗ мар япаласем хушшинче нумайччен манӑҫа кайса выртнӑ темеллеччӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унсӑр пуҫне, патшана ларсан, Муана вилнӗ патшан ытти арӑмӗсен хаяр шӑпинчен пӑрӑнса юлать, ҫав вӑхӑтрах вӑл, Муани-Лунгӑн пӗрремӗш тата аслӑ арӑмӗ, хӑйне сахал мар тарӑхтарнӑ ун ытти кӗҫӗн арӑмӗсенчен те хӑтӑлать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Арӑмӗсенчен чылайӑшӗ унпа пӗрле пасара килчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах унӑн арӑмӗсенчен пӗри ӑна аллинчен ярса тытса, аяккалла илсе кайса, ку старик-асамҫӑ, вӑл мана: королева пулатӑн терӗ, — тенӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
«Эпӗ икӗ ҫул окопра стратал» теме юратакан Хватей йышши таркӑнсемпе ытти путсӗрсем фронтри паттӑрсен ҫураҫнӑ хӗрӗсемпе арӑмӗсенчен мӑшкӑлласа пурӑнаҫҫӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ыйтӑр-ха хамӑр йышши пуян ҫын арӑмӗсенчен, мӗн калӗҫ вӗсем сире?Спросите у большинства матерей нашего круга достаточных людей.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хорунжий, кумык чӗлхипе начар калаҫаканскер, ногай арӑмӗсенчен тем ыйтса тӗпчеме пуҫларӗ; анчах лешсем ӑна ӑнланмарӗҫ тата, хӑраса пулас пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа тӑчӗҫ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗн ҫуркуннипе хӑвӑрт сывпуллашаҫҫӗ; нумайӑшӗ кайран арӑмӗсенчен ӗмӗрлӗхех ютшӑнаҫҫӗ, тахҫан вӗсене айванла юратнӑшӑн кӳренеҫҫӗ, тейӗн.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
17. Патша Эсфире ытти арӑмӗсенчен ытларах юратнӑ; вӑл ӑна пур хӗрсенчен те ытларах кӑмӑлланӑ, килӗштернӗ; вӑл ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ та Астинь вырӑнне патша майри тунӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халевӑн — Есром ывӑлӗн — хӑйӗн арӑмӗсенчен Азувӑран тата Иериофӑран ҫак ывӑлсем ҫуралнӑ: Иешер, Шовав тата Ардон.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пророк ывӑлӗсен арӑмӗсенчен пӗри, ӗсӗклесех, Елисее каланӑ: санӑн чуру, манӑн упӑшкам, вилчӗ; чуру Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннине пӗлетӗн эсӗ; ӑна кивҫен панӑ ҫын халӗ вара манӑн ачамсене иккӗшне те хӑй патне чуралӑха илсе кайма килчӗ, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1