Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах Бак Гаркнес пек пӗр-пӗр ҫурма этем: «Линчлас ӑна, линчлас!» — тесе кӑшкӑрсан, эсир каялла чакма хӑратӑр, мӗншӗн тесен хӑвӑра хӑравҫӑ теме пултараҫҫӗ, тӗрӗссипе ҫак сӑмах сире питӗ тивӗҫлӗ, ҫапла вара, эсир ҫуйхашма тытӑнатӑр, ҫав ҫурма ҫын аркинчен тытса урса кайсах кунталла чупатӑр, паттӑрла ӗҫ тӑватпӑр тесех шутлатӑр хӑвӑр.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ученый шыв патнех ҫитнӗччӗ, ӑна майорӑн вӑйлӑ алли пиншак аркинчен ярса тытса йывӑҫ ҫине туртса хӑпартрӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Уҫса пӑрахнӑ вите умӗнчи аслӑк айӗнче Маня васкаса ӗне сӑвать, виҫӗ ҫулхи Витька, унӑн кӗпи аркинчен тытнӑскер, тӳпенелле пӑхса тӑрать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аллине тытнӑ пушмакӗсенчен тата йӗпе кӗпи аркинчен урайне тумла тумлать.С башмаков, которые она держала в руке, и с подола платья капало на пол.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Сассӑр калаҫ, — тетӗп ӑна аркинчен туртса.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Григорий мӑйне хӑваласа ҫитсе пыракан хӗрлӗармеецӑн вӗри сывлӑшӗ пӗҫертсе каять, унтан вӑл ҫав самантрах хӑйне шинель хляҫтӗкӗпе аркинчен ярса тытнине туять.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ачисем ӑна юбка аркинчен ҫатӑрласа тытнӑ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ачасем шурса кайнӑ Ильиничнӑн кӗпи аркинчен пырса ҫакӑнчӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах Лизӑ, ал парса, алӑк патнелле утсан, ӑна ватник аркинчен ярса тытрӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах Ворожнев ҫиллессӗн кӑшкӑрни ӑна чараймарӗ, вӑл тӑнсӑр выртакан упӑшки патнелле талпӑнчӗ, тужуркӑ аркинчен яра-яра тытрӗ, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хурса силле-силле илчӗ.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хапха умӗнче ӑна Дымшаков пиншак аркинчен тытса чарчӗ, пите махоркӑ шӑрши ҫаптарса, питӗ лӑпкӑн: — Ну, хунчӑкам, хӑҫан пӗтӗмпех таврӑнатӑн яла? — тесе ыйтрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Куҫ хӗррипе аяккалла пӑхса илсе, лӑпах ҫакӑнта курчӗ те Иван Алексеевич ҫичӗ ҫулсенчи арҫын ача амӑшӗн аркинчен ҫакӑнса йӑлӑннине; вӑл, хӑраса улшӑннӑ питҫӑмартисем тӑрӑх ҫумӑр шывӗ пек куҫҫуль юхтарса, ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, чуна кӑларса илес пек вичкӗннӗн кӑшкӑрса ячӗ:
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Ҫук, инкесем, пирӗн Гришка ют хуторсем тӑрӑх ҫеҫ кӗске урипе уксахлать, терӗм, килте чух ниҫта хӑпмасӑр Натали аркинчен тытса ҫӳрет.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ачисем, ӑна юбка аркинчен ҫатӑрласа тытса, ун ҫумне тӗршӗннӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗн сӳпӗлтететӗн эсӗ? — шинель аркинчен ярса тытрӗ казака Григорий.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эсир пирӗн, казаксен, генерал Корниловран пӗчӗк ача амӑш аркинчен тытнӑ пек тытмалли ҫинчен ятлаҫмасӑр калаҫӑр.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах Рубцов-Емницкий ӑна кӗпе аркинчен тытса, пукан ҫине лартрӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мирон Григорьевич хӑрах аллипе хӑй кӑкӑрне тӑрмалама пуҫларӗ, тепӗр аллипе хӑтине сӑхман аркинчен хӑй патнелле туртса илчӗ.Мирон Григорьевич одной рукой царапал себе грудь, другой притягивал свата за полу.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Темӗнле сӳрӗклӗх ҫавӑрса илчӗ Григорие: сӑмса витӗр мемлекен Виссарион пупӑн кивелсе кайнӑ аналойӗ тавра утса ҫаврӑнать вӑл; Петро ҫынсем асӑрхиччен сюртук аркинчен туртса систерсен, чарӑнса тӑрать; ҫурта ҫутисен пайӑркаллӑ ҫивӗтӗсем ҫине пӑхать тата хӑйне ӗнтӗркеттерсех ҫитернӗ ыйхӑллӑ анас пуснине хирӗҫ кӗрешет.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑй шинелӗ аркинчен ҫакӑннӑ йытӑ туллашнине пӑхмасӑрах, вӑл чӳрече умне пырса тӑчӗ, чӳрече хуппине уҫрӗ, чӗрнипе кантӑка кӑчӑртаттарчӗ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.