Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫук, эпӗ ахаль ҫеҫ асӑрхаттартӑм; ытти чухне эсӗ тӳрех кӑнтӑрлахи апата ҫитекенччӗ, халӗ пӗрремӗш сехет кӑна-ха.— Нет, я так только заметил; ты обыкновенно к обеду прямо приходишь, а теперь только еще первый час.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑхӑнса кивелнӗ тумӗ ӑна нихҫан та вӑтантарман, анчах пӗр-пӗр кун хӑйне лайӑх ӗҫкӗ-ҫикӗллӗ апата чӗнекен пулмасан, вӑл пӑшӑрханма та пӗлнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев апата килет: паян шӑматкун.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Апата… — терӗ Обломов ун хыҫҫӑн, сассине улӑштармасӑр.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Овчинин сире апата чӗнет.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир паян апата килнӗ пулсан, калаҫса ларнӑ пулӑттӑмӑр…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑмӑлу пулсан, вӗсем патне апата кайӑпӑр.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Апата кил, чин ӳстернӗ ятпа ӗҫӗпӗр! — терӗ Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Каҫхи апата кил, Олеся, — мӑнукне чӗнчӗ те вӑл, пӗр минут пек иккеленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, ман енне пӑхса, хушса хучӗ:
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӑлетӗн-и, мӗн тенӗ халӑх каларӑшӗнче: «Пырӑр пирӗн пата тӑпрас ҫинче ларма, пирӗн уяв шавне итлеме, сирӗн пата апата пыма вара хамӑрах тавҫӑрӑпӑр».
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Апатланмалли зала вӗсем кунне тӑватӑ хут килеҫҫӗ: ирхи чей ӗҫме, ирхи апата, кӑнтӑр апатне тата каҫхи чей ӗҫме.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унти ҫынсем пароходсем ҫинче пӗрремӗш класра ҫӳреҫҫӗ, кашни кун Театра кайма пултараҫҫӗ, кухарка вырӑнне повар усраҫҫӗ, кӑнтӑрлахи апата темшӗн ҫичӗ сехетре ҫиеҫҫӗ, нумайӑшӗ хӑйсем лаша усраҫҫӗ, — кӑна ӗнтӗ шухӑшласа илме те хӗн.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Апата ҫитиех пӗр хирӗҫӳ те пулмарӗ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хуран айӗнчи вут шартлатса ҫунма тытӑнсан тата пулӑ шӑрши тухсан, ачасем самаях пуҫа ҫӗклерӗҫ, унтан тутлӑ уҫӑ апата мӗн пур кӑмӑлтан пикенчӗҫ, пыра пулӑ шӑрпӑкӗ лартасран шикленсе, пӗр шарламасӑр ҫиме тӑрӑшрӗҫ.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах, ӑна-куна пуҫличчен малтан, эпӗ апата ларма хушрӑм.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хуранпа ҫӗрулми ҫакрӑмӑр, консервӑсем уҫса чатӑр алӑкӗ умне апата лартӑмӑр.Мы сварили в котелке картошку, открыли консервы, сели в кружок у входа в палатку.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вальӑпа Кира леш пӳлӗмре «чӑнласах тунӑ кухньӑраччӗ», ҫапла майпа Александра Димитриевна каҫхи апата кухня тенинчех пӗҫерчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл вара, ҫынсем апата ларсан «ай, ай» тесе кӑшкӑратчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ахальтен мар пулӗ ӗнтӗ судья апата лармассеренех, мана куҫ хӗссе, ир мӑшӑрланнин усси ҫинчен сӑмах хускататчӗ.Недаром за каждым обедом судья подмигивал мне и заводил разговор о пользе ранних браков.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саня, Бубенчиковсем патне самантлӑха кӑна кӗнӗ ҫын, вӑраха юлса, апата ӗлкӗреймерӗ.Замечательно, что Саня, забежав к Бубенчиковым на минутку, опоздала к обеду.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951