Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анчӗ (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк унтан вут пӗрхӗмӗсем чалтӑртатса кайрӗҫ, вара хӗп-хӗрлӗ тумлам шӑранса анчӗ.

Потом полетели какие-то огненные брызги, и с неба словно скатилась расплавленная красная капля.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара пӗлӗтрен чуна ҫурса яракан сасӑ хытӑран хытӑ шӑхӑрса анчӗ.

Потом в небе раздался пронзительный свист, все громче и громче…

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр ҫын сиксе анчӗ — тӗксӗм куҫлӑхпа, баллон пек путиш йӗмпеле, шакмак тӗрӗ чӑлхапа.

Из нее вышел человек в дымчатых очках, в смешных коротких штанах баллоном и клетчатых чулках.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӗвел те анчӗ.

Зашло солнце.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан, ҫырнӑ хутне кӗпҫе пек чӗркесе, кӗленче ӑшне чикрӗ те пӑкӑласа лартрӗ, пӑкки тавра печенирен юлнӑ витӗр курӑнакан целлофан хутне чӗркерӗ, ӑна ҫинҫе кантӑрапа тирпейлӗн яваласа ҫыхрӗ, вара шыв хӗррине чупса анчӗ те пӗрех вӑркӑнтарчӗ.

Свернул записочку трубочкой, засунул ее в бутылку, закупорил горлышко пробкой, обернул пробку прозрачным целлофаном, в который было завернуто печенье, обмотал все крепко-накрепко бечевкой и побежал к берегу, размахнувшись, он далеко забросил свою бутылку в воду.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун аллинчи чейник, шыв хӗррине ҫума тесе илсе кайнӑскер, шӑнкӑрт персе анчӗ.

И он уронил чайник, который носил к воде мыть.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Водохранилище ҫине ӑшӑ сӗм анчӗ.

Теплые сумерки спустились на водохранилище.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлсех тӑратӑп акӑ, епле вӑл, поезд чарӑнасса кӗтсе тӑмасӑрах вагон пусми ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ пуль те, вичкӗнскер, хураскер, пуринчен те ирте-ирте, унтан чӗвен тӑра-тӑра телеграф ӑҫтине шыраса, перрон тӑрӑх чупрӗ пуль.

Ясно и уже не раз представляла я себе, как он легко соскочил с подножки вагона, когда поезд еще не остановился, пробежал, всех обгоняя, по перрону, ловкий, смуглолицый, привставая на носки, вскидывая из-под длинных косых бровей блестящие глаза, ища вывеску «Телеграф».

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӗвел инҫетри ҫарансен леш енне тӗтреленмесӗр анчӗ: ыран кун лайӑх пулмалла.

Солнце село за дальние луга незамутненным, обещая на завтра хороший день.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Виҫӗ кун хушши температура 40 тӑчӗ, унтан вара темиҫе сехетлӗхе йӑлтах анчӗ, кайран каллех ҫӗкленчӗ, хальхинче 40,5 те ҫитрӗ.

Три дня подряд температура держалась на 40, потом резко упала — на несколько часов — и опять поднялась, на этот раз до 40,5.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл сӗтел ҫинчен анчӗ те, мана чуптуса илнӗ хыҫҫӑн йӗрсе ячӗ.

Он слез со стола, поцеловал меня и заплакал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ сасартӑк самолет ҫӗр аллӑ, икҫӗр метр аялалла анчӗ.

Самолёт вдруг падал на полтораста — двести метров.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӑкӑртатса илчӗ, анраса кайса ункун пӑхрӗ, крават ҫинчен анчӗ.

Он забормотал, потом растерянно оглянулся и слез с кровати.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гринев, учӗ ҫинчен сиксе анчӗ те аттепе аннене пуҫ тайрӗ, мана хытӑ чӑмӑртаса алӑ тытрӗ.

Гринев соскочил с лошади, поклонился батюшке и матушке и крепко пожал мне руку.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Нарт ҫинчен ак вӑр-вар сиксе анчӗ те вӑл хаваспа аллине сулкаларӗ.

Быстро с нарт соскочил он и радостно машет рукой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакна хирӗҫ ответ панӑ пекех ҫӳлтен пирӗн кимӗ вӗҫсе анчӗ.

Как бы в ответ на наш вопрос, с вершины полетел в воду наш каяк.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӗлернӗ ӑна, — терӗ Николай Антоныч, унӑн куҫӗсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ.

Он убил ее, — сказал Николай Антоныч, и слезы так и брызнули из его глаз.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан, йывӑр пукана йӑтса ҫапнӑ пек, темскер кӗмсӗртетсе анчӗ.

Потом что-то грохнуло, словно стул резко отодвинули.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хайхи мана арестленӗ офицер нӳхрепе анчӗ, ун-кун пӑхкаларӗ.

Офицер, арестовавший меня, спускается в подвал и, пригнувшись, оглядывается.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шофер, нимӗн сӑмах чӗнмесӗр; машина ҫинчен анчӗ те подъезд пусми тӑрӑх улӑхса кайрӗ.

Шофер, не глядя на меня, ни слова мне не сказав, вышел и поднялся по ступеням подъезда.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней