Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрсем мӗнле антӑхса кайса итлетчӗҫ.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Лешӗ шӑрӑх кун ӑшӗ пиҫнипе аптранӑ ҫын евӗр антӑхса кайса ӗмме пуҫларӗ.Та начала сосать титю с таким рвением, как иссохший в жаркую погоду путник.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Пурте хӑйсем кулса ярассине пусарнипе антӑхса хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗҫ.К этому времени все в церкви сидели с красными лицами, задыхаясь от подавленного смеха.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗчченҫи те ҫӑтмах Чӗтренсе сывлама, антӑхса макӑрма.
«Мӗнешкел ӑссӑрла Питӗрти ҫурҫӗрсем...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 102 с.
Мана курсан антӑхса макӑрать, пӗрле илсе кайма тархаслать.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
4. Итлесе пӗтерӗр ҫакна, чухӑнсене хыпса ҫӑтасшӑн, мӗскӗнсене пӗтересшӗн антӑхса тӑракансем, 5. эсир: «ҫӗнӗ уйӑх иртсе каятех, вара эпир тырӑ сутма пуҫлӑпӑр, шӑматкун иртсе каятех, вара эпир кӗлетсене уҫӑпӑр, виҫене чакарса, сикль хакне ӳстерсе, тӗрӗс мар тарасапа халӑха улталаса, 6. кӗлмӗҫсене кӗмӗлле, чухӑнсене пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутӑн илсе, хывӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр сутса пурӑнӑпӑр» теекенсем, итлӗр.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паттӑррисем хирӗҫ тухчӑр: Эфиопипе Ливи ҫарҫисем хулканпа, Лиди ҫарҫисем карӑнтарнӑ ухӑпа хирӗҫ тухчӑр: 10. ҫакӑ кун — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ кунӗ, тавӑру кунӗ — тӑшманӗсене тавӑрӗ Вӑл! хӗҫ ӗнтӗ антӑхса кайиччен юн ӗҫӗ, тӑраниччен ӗҫсе савӑнӗ: ку вӑл Евфрат патӗнчи ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫа Турра парне кӳни пулӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чупас килнӗ чухне антӑхса сывлӑш ҫӑтакан ашак амине, пушхирте ӳснӗскере, кам тытса чарма пултарӗ? Ӑна шыракансем пӗри те ывӑнас ҫук, ӑна вӗсем ҫав уйӑхрах шыраса тупӗҫ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Укҫа-тенкӗшӗн антӑхса ҫылӑха кӗнӗшӗн Эпӗ вӗсене ҫилленеттӗм, асап хураттӑм, сӑнӑма пытараттӑм, тарӑхаттӑм; анчах та вӗсем, Манран уйӑрӑлса, хӑйсен чӗри ҫулӗпе кайрӗҫ.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл вӗсенӗн ӗҫӗсене сӑваплӑ пророк аллипе йӗркене кӗртнӗ: 2. вӗсем ҫын пурӑнман пушхирпе иртнӗ, иртсе ҫӳрейми вырӑнсенче чатӑрсем лартнӑ; 3. хӑйсене усал сунакансене хирӗҫ тӑнӑ, тӑшманӗсене тавӑрнӑ; 4. шывсӑр антӑхса Сана йӑлӑннӑ, вара вӗсене чул хысакран шыв кӑларса панӑ, ҫирӗп чулран тухнӑ шывпа ӑша кантарнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫамрӑк вӑкӑрсем йышлӑн сырса илчӗҫ мана; Васанри самӑр вӑкӑрсем ҫавӑрса илчӗҫ мана, 14. апатшӑн антӑхса ахӑракан арӑслан пек мана хирӗҫ ҫӑварне карса пӑрахрӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн тыррине выҫӑпа касӑхнисем ҫисе ярӗҫ, ӑна кӳкен тӗмӗсем витӗрех вырса тухӗҫ; пурлӑхне вара антӑхса ҫунакансем хыпса ҫӑтӗҫ.5. Жатву его съест голодный и из-за терна возьмет ее, и жаждущие поглотят имущество его.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара пӗтӗм халӑх — ҫитӗннӗ яшсем, арӑмсем, пӗчӗк ачасем — Озияпа хула пуҫлӑхӗсем патне пуҫтарӑннӑ, хыттӑн макӑра-макӑра аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: 24. пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑртине Турӑ татса патӑр; Ассур ывӑлӗсене килӗшӳ сӗнмесӗр эсир пирӗншӗн питех те пысӑк тӗрӗсмарлӑх турӑр; 25. халь ӗнтӗ пире пулӑшакан ҫук: Турӑ пире тӑшман аллине пачӗ, эпир шывсӑр антӑхса хӑрушла вилӗмпе пӗтӗпӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унӑн ҫав тери шыв ӗҫесси килсе кайнӑ, вара вӑл Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн чуру аллипе аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳтӗн; халь ӗнтӗ эпӗ шывшӑн антӑхса вилӗп те ӳт кастарманнисен аллине лекӗп, тенӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.