Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Юриех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атя-ха, Крылов, тух кунта, кӗрешсе пӑхар иксӗмӗр, — тенӗ юриех Михаил Васильевич.

— А ну, Крылов, выходи, поборемся, — сказал Михаил Васильевич.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Ку ыйтӑва юриех судра та тапратмарӑмӑр.

— Я ведь специально не стала тебя ставить перед выбором на суде.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Тӗлӗнмелле, — мӑкӑртатрӗ Илья, — эпӗ юриех виҫӗ ҫӗрте машинӑна урӑх еннелле ҫавӑртӑм, мӗнле тухрӗҫ-ха вӗсем пирӗн тӗле?

— Странно, — пробормотал Илья, — я ведь сделал три поворота. Как они на нас вышли?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ачасем подъезд алӑкӗ хыҫне пытанасса кӗтменскер, вӑл малалла вирхӗнчӗ те Женя юриех тӑсса хунӑ ураран такӑнса малалла сирпӗнсе кайрӗ, аллисене сарса ярса ҫӗре лаплатрӗ, чӑмӑрти уҫҫине кӑларса ӳкерчӗ.

Бандит никак не ожидал, что ребята остановятся и спрячутся за дверью, поэтому поспешил изо всех сил, так что когда Женя подставила ему ногу, он ее не увидел и полетел вперед. Упал, раскинув руки в стороны и выронив ключи от машины.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Юриех тенӗ пек тата автобусӗ кашни чарӑнура, кашни светофор умӗнче чылайччен тӑрать.

Автобус, как назло долго стоял на каждой остановке и тормозил у каждого светофора.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Паян вӑл юриех шкула ҫӳреме ҫӗлетнӗ клеткӑллӑ юбкӑпа шура блузка тӑхӑннӑччӗ.

Даже надела школьную клетчатую юбку и белую блузку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргарита юриех унӑн хулӗнчен ҫакланчӗ, лешӗ хӑйне ӑсран каясла телейлӗ туйрӗ.

Маргарита хмыкнула и демонстративно взяла обалдевшего от такого счастья Федора под руку так,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫапах та вӑл хӑйне алла илсе юриех ҫапла каласа хучӗ:

но все же нашла в себе силы, чтобы улыбнуться и как ни в чем не бывало сказать:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргаритӑна асӑрхамӑш пулчӗ вӑл, юриех Женя ҫине ҫеҫ пӑхрӗ.

Маргариту он вроде бы и не замечал. Взгляд его был обращен только к Жене.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Бондаренко! — каллех кӑшкӑрса ячӗ Колян, унтан чупса пырса юриех васкамасӑр утакан ачасен ҫулне пӳлчӗ.

— Бондаренко! — опять закричал Колян и сорвался с места. Он обогнал ребят, которые намеренно шли медленно, и преградил им дорогу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл лапчӑнса ларчӗ те, пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнса, юриех ҫиллентермелле сасӑпа: — Улталарӗҫ ухмаха, тӑватӑ пус укҫана! — тесе юрласа ячӗ.

Он, присев на корточки, завертелся юлой, крича оскорбительным голосом: — Обманули дурака на четыре кулака, на пятое стуло, чтоб тебя раздуло!

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя, капитан помощникне юрасшӑн пулса, юриех ахӑлтатса кулать.

Петя притворно хохотал, желая подольститься к помощнику.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Катя темиҫе хутчен те юриех мана ятран чӗнмен пек туйӑнчӗ, пӗррехинче ҫеҫ сассине хулӑнлатарах та майӗпен ятӑмран чӗнчӗ, вӑл кампа калаҫнине килӗнчисем ан пӗлччӗр тенӗнех туйӑнчӗ мана.

Мне показалось, что она нарочно несколько раз не назвала меня по имени, а один раз назвала, понизив голос, как будто не хотела, чтобы дома знали, с кем она говорит.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр вунӑ ҫултан эсӗ хӑвӑн самолетупа пуҫ ҫине йӑтӑнса анасса кӗтсе, вӑл юриех сыхласа усранӑ тетӗн-и?

— Или ты думаешь, что он нарочно берёг её, рассчитывая, что через десять лет ты свалишься к нему на голову со своим самолётом?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак тискер кайӑксен шӑрши вара Валькӑн куҫӗ, ҫӳҫӗ, сухалӗ валли юриех пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.

Так подходил к Вале, к его рассеянным глазам, к его шевелюре, к его пуху на щеках этот звериный запах.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чунупа ыйтатӑн эсӗ, — хӑй сӑмахне хӑех шанса каларӗ Саня, — тултан кӑна юриех ним те мар пек кӑтартма тӑрӑшатӑн.

— Ты просишь в душе, — убеждённо возразила Саня, — а внешне притворяешься, что тебе безразлично.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шкул начальникӗ кам пек пулма тарӑшнине, юриех кӑштах тытӑнчӑклӑн, лӑпкӑ кӑна баспа калаҫнине те чухлатпӑр.

Мы знаем, кому подражает начальник школы, когда он говорит, немного окая, спокойным басом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ юриех чи йывӑр ӗҫе илетӗп.

Но я нарочно берусь за самую трудную работу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна юриех шӑнса пӑсӑлан пекки турӗ пулӗ тесе шутларӑм.

У меня было такое впечатление, что он нарочно простудился.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн пирки эпӗ юриех ҫине тӑнӑ-ха, хам курайманнипе тетӗр-и?

Что я настаивал нарочно, то есть из подлых личных побуждений?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней