Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ӑна юратсах пӑрахрӑм.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кун ҫинчен калаҫма вӑл юратсах каймасть.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Анчах… те Переброд хресченӗсем хӑйсем ҫынпа явӑҫма юратсах каймаҫҫӗ, темле ҫав тери ютшӑнчӑк, те эпӗ хам ӗҫ-пуҫа пуҫарса яма пултарайманскер, мана курсан, вӗсем ҫӗлӗкӗсене таҫтан-аякранах хываҫҫӗ те, хампа танлашсан: «Гай буг», мӑкӑртатаяҫҫӗ тӗксӗммӗн, — «Турӑ пулӑштӑр» тенине пӗлтерет пулас ӗнтӗ ку, — манӑн вӗсемпе хутшӑнасси мӗнпурӗ те ҫакӑ ҫеҫ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Женьӑна эп юратсах пӑрахрӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫурҫӗре юратсах пӑрахнӑччӗ вӑл.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ҫынна хисеплесе, пурин ҫине те пӗр тан пӑхма тӑрӑшнипе, романсенчи чи лайӑх мӑшӑрсене асилтерекен ҫынсем пек пурӑннипе-и, тен, ыттисем вӗсем ҫине темле иккӗленерех пӑхатчӗҫ, юратсах та каймастчӗҫ пулас.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳлӗмре ҫитӗсемпе витнӗ сӗтел-пукансем тӑраҫҫӗ, каҫхи кофта тӑхӑннӑ типшӗм карчӑк хутран салфеткӑсем туса ача пек йӑпанса ларать — юлашки вӑхӑтра вӑл ҫак ӗҫе юратсах пӑрахнӑ-мӗн.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр мӑйӑхлӑ ҫын, кулкалама юратсах кайманскер, ун сӗтелӗ ҫинче ик кӗпҫеллӗ пӑшала салатнӑ хыҫҫӑн пуҫтаратчӗ, кӗпҫисем пӑшал кӳпчекне вырнаҫмаҫҫӗ тесе ятлаҫкаласа илетчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унпа эпир ҫур сехет хушши кӑна калаҫса лартӑмӑр та, ҫапах та, калама аван мар, ҫав ҫынна эп юратсах пӑрахрӑм.И стыдно признаться, но за полчаса, что мы разговаривали, я просто влюбилась в этого человека.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн калаҫатӑн, вӑл сана юратсах пӑрахрӗ, — терӗ Кораблев, пӗр кулмасӑр-тумасӑр.— Напротив, ты ему очень понравился, — серьёзно сказал Кораблёв.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пит те лайӑх-ха эсир ҫапла калани, — терӗ вӑл, — мӗншӗн тесен эсир эпӗ юрланине нимӗн те итлемерӗр; музыкӑна, тен, юратсах каймастӑр пулӗ?..
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗнтӗ юратсах пӑрахнӑ ҫав вӑл ӑна, мӗншӗн тесен вӑл тата ытларах шанакан пулчӗ; таҫтан вӑл куҫлӑ кӗмӗл ҫӗрӗ те тупнӑ, ҫӗррине ҫак таврашра кӑна тунӑ…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ турткаланса тӑтӑм — тинӗс тӑрӑх ахалех уҫӑлса ҫӳреме юратсах каймастӑп эпӗ, — анчах каялла чакма май ҫук ӗнтӗ.Я колебался, я не охотник до сентиментальных прогулок по морю; но отступать было не время.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах та Вайснер ӑна хӑйне юратсах каймасть пулас.
Смотритель // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ пырсан вара мана ыталатчӗ, эпӗ кӗскен кӑна юлашки ҫӗнӗ хыпарсене каласа параттӑм, ӗнер тата кама-кама персе вӗлерни ҫинчен пӗлтереттӗм, унтан вара типӗтнӗ пахча-ҫимӗҫсенчен пӗҫернӗ йӗрӗнмелле апата юратсах ҫисе яраттӑмӑр та хаваслӑ юрӑ пуҫлаттӑмӑр, е ҫав тери хӗрӳленсе, ӑнтан тухса кайичченех шӑмӑлла выляттӑмӑр.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тен, вӑл ӑна юратсах пӑрахман та пулӗ, анчах ӑнсӑртран пӗр-пӗр чӑрмав тупӑнсассӑн е сасартӑк пурӑнӑҫ шӑпи урӑхла килсе тухсассӑнах, унӑн чӗринче юрату ҫулӑме хыпса тухма хатӗр пулнӑ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Виҫҫӗн — Юра малтан, хӗрсем хыҫалтан йӑтса — носилкӑна ҫаплах тӗтӗмпе йӑсӑрланакан, ҫурхи шывпа тулакан бомба шӑтӑкӗсем урлах самолёт патне ҫӗклесе пынӑ чух, Алексей шинель ҫанни вӗҫӗнчен курӑнакан пӗчӗк те ҫирӗп алӑ ҫине юратсах пӑхрӗ, вӑл носилка аврине хытӑ ҫатӑрласа тытнӑ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бекки хӑй пайне юратсах ҫисе янӑ, анчах Томӗ хӑйӗн пайне кӑшт ҫеҫ ҫырткаласа пӑхнӑ.Бекки с удовольствием съела свою долю, а Том только отщипнул от своей.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тунтикун ирхине апатланса ларнӑ хушӑра Полли мӑнӑккӑшӗпе Мэри Том ҫине шутсӑрах кӑмӑллӑн пӑхрӗҫ, ӑна мӗн кирлине пурне те юратсах туса тӑчӗҫ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Микрофон умӗнче — театр», «Ылтӑн ҫӳпҫерен», «Пирӗн фондран» кӑларӑмсене радио итлекенсем юратсах итлеҫҫӗ, — калаҫӑва тӑсать Ираида Канавичева.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№