Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Юрататӑн (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна урӑх юратмастӑп, — Ҫук, Том, эсӗ юрататӑн.

Я ее больше не люблю, — Нет, Том, любишь.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӑннипех кукӑль пӗҫерме юрататӑн пулсан, документ саншӑн пулӑшу кӑна пулать.

Если ты действительно любишь печь пироги, то документ будет только тебе в помощь.

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Юрататӑн пулсан ан шиклен, ан вӑтан.

Если любишь не сомневайся, не стесняйся.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Чӗререн юрататӑн пулсан» юрра итлекенсем ыйтнипе радиопа час-часах паратчӗҫ.

По просьбам радиослушателей частенько передавали песню "Если любишь сердцем"

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пӗрре радиопа «Чӗререн юрататӑн пулсан» юрра пачӗҫ.

Однажды по радио прозвучала песня "Если любишь сердцем".

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Тинӗс хӗрринче хӗвелпе хӗртӗннӗ хушӑра «Чӗререн юрататӑн пулсан» сӑвӑ ҫыртӑм.

Загорая на морском берегу, я написал стих "Если любишь сердцем"

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Пурӑнар-и, тусӑм, юратса», «Чӗререн юрататӑн пулсан», «Пурнӑҫ ҫулӗ», «Сирӗнпе яланах» кӗнекесен авторӗ.

Автор книг "Давайте, друзья, жить в любви", "Если любишь сердцем", "Дорога жизни", "Всегда с вами".

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫак тӗсе мӗншӗн юрататӑн?

Почему любишь этот цвет?

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

8. Ывӑлӗ ҫинчен вара ҫапла каланӑ: «эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи. 9. Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ» тенӗ.

8. А о Сыне: престол Твой, Боже, в век века; жезл царствия Твоего - жезл правоты. 9. Ты возлюбил правду и возненавидел беззаконие, посему помазал Тебя, Боже, Бог Твой елеем радости более соучастников Твоих.

Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй Израиль, ытти халӑхсем пек, каҫса кайсах ан хӗпӗрте: эсӗ хӑвӑн Туррунтан пӑрӑнса асса пурӑнатӑн; хӑвӑн аскӑн ӗҫӳсемшӗн эсӗ пур йӗтем ҫинчен те парне илме юрататӑн.

1. Не радуйся, Израиль, до восторга, как другие народы, ибо ты блудодействуешь, удалившись от Бога твоего: любишь блудодейные дары на всех гумнах.

Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Алӑк хыҫӗнче, алӑк янаххи хыҫӗнче те хӑвӑн паллусене лартатӑн; Манран пӑрӑнса кайнӑскер, эсӗ ҫарамасланатӑн та улӑхатӑн; вырӑнна сарса аслӑлататӑн, вара хӑв кампа выртма юрататӑн, ҫавӑнпа килӗшсе татӑлатӑн — вырӑн шыратӑн.

8. За дверью также и за косяками ставишь памяти твои; ибо, отвратившись от Меня, ты обнажаешься и восходишь; распространяешь ложе твое и договариваешься с теми из них, с которыми любишь лежать, высматриваешь место.

Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Эсӗ мӗн пуррине пурне те юрататӑн, ху пултарнинчен нимӗнрен те ютшӑнмастӑн: мӗне те пулин курайман пулсассӑн, ӑна пултарман та пулӑттӑн.

25. Ты любишь все существующее, и ничем не гнушаешься, что сотворил, ибо не создал бы, если бы что ненавидел.

Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ ырӑлӑхӗ яланах манпа пӗрле; 4. эй ултавҫӑ, эсӗ пӗтермелли мел шыратӑн; чӗлхӳ санӑн хӑйранӑ ҫӗҫӗ пек! 5. эсӗ ырринчен ытларах усала юрататӑн, тӗрӗссине каличчен ытларах суеҫтерме кӑмӑллатӑн; 6. ултавлӑ чӗлхе, эсӗ ҫынна пӗтерекен тӗрлӗ усал сӑмах калаҫма юрататӑн: 7. ҫавӑншӑн Турӑ сана тӗппипех пӗтерӗ, кӑларса ывӑтӗ, сана хӑвӑн ҫуртунтан, тымарна чӗррисенӗн ҫӗрӗнчен тӑпӑлтарса кӑларӗ.

Милость Божия всегда со мною; 4. гибель вымышляет язык твой; как изощренная бритва, он у тебя, коварный! 5. ты любишь больше зло, нежели добро, больше ложь, нежели говорить правду; 6. ты любишь всякие гибельные речи, язык коварный: 7. за то Бог сокрушит тебя вконец, изринет тебя и исторгнет тебя из жилища [твоего] и корень твой из земли живых.

Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ.

8. Ты возлюбил правду и возненавидел беззаконие, посему помазал Тебя, Боже, Бог Твой елеем радости более соучастников Твоих.

Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.

5. И пришел Иоав к царю в дом и сказал: ты в стыд привел сегодня всех слуг твоих, спасших ныне жизнь твою и жизнь сыновей и дочерей твоих, и жизнь жен и жизнь наложниц твоих; 6. ты любишь ненавидящих тебя и ненавидишь любящих тебя, ибо ты показал сегодня, что ничто для тебя и вожди и слуги; сегодня я узнал, что если бы Авессалом остался жив, а мы все умерли, то тебе было бы приятнее; 7. итак встань, выйди и поговори к сердцу рабов твоих, ибо клянусь Господом, что, если ты не выйдешь, в эту ночь не останется у тебя ни одного человека; и это будет для тебя хуже всех бедствий, какие находили на тебя от юности твоей доныне.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней