Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӗкелӗ шӳсе сарӑлать те, ҫӗрелле тымар ярса, ҫӳлелле ӳсе пуҫлать.Желудь намок, лопнул и уцепился крючком ростка в землю, а другой росток пустил кверху.
Юманпа шӗшкӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Акӑ мӗншӗн: губка шыв сӑхнӑ пек, кӗркуннепе хӗлле йывӑҫ нӳр туртса шӳсе каять, ҫӑва тухсан, унӑн нӳрӗ пӑс пулса кайса пӗтет те, вӑл пӗрӗнсе ларать.
Нӳр. II // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫапах та ҫывӑрса кайиччен ун пуҫӗнче тепӗр канӑҫсӑр шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ: ҫӗре сарнӑ тӑм шӳсе ҫынсем кӗнӗ шӑтӑка хупласа хума пултарать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шултра, хулӑн тирлӗ чӗрчунсен урисем ҫумӑр вӑхӑтӗнче шӳсе кайнӑ ҫӗре пысӑк шӑтӑк туса шӑтарса пӗтернӗ, — нӳрӗ, кӳпшеке вырӑнта пысӑк йӗрсем лайӑх ӳкерӗнсе юлнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вара, шӑв-шава лӑплантарма, эрехпе шӳсе анкӑ мин-кӗленнӗ яш-кӗрӗме сӑмах тӗксе хурать:И обернулась к парням, разбирающим свою сваленную на сундуке одежду:
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Трюмри ыраш шӳсе юрӑхсӑра тухнӑ.
Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.
Ҫӑвӑнмалли пӳлӗмре взрыв хумӗпе кантӑксем сирпӗнсе тухса ӳкнӗ, кантӑк вырӑнне лартнӑ фанера нӳрӗпе шӳсе кайнӑ та, сивӗ сывлӑш кӗртнӗ.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Лере, юхан-шыв леш енче, сӗткене кӗрсе шӳсе кайнӑ хура уйсем пӑсланаҫҫӗ, йӑсӑрланса тӑракан ҫав ҫӑмӑл ӑрша юххи витӗр, инҫетре-инҫетре, кӑвак тӗтреллӗн курӑнакан вӑрман йӑрӑмӗ, улӑм витнӗ пӳртсем палӑраҫҫӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Урасем айӗнче йӗпе юр ҫӑрӑнса пырать, шӳсе кайнӑ калушсене кӗрет.Под ногами месился мокрый снег, набиваясь в разбухшие от сырости калоши.
20 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ак, ҫумӑрӗ те виҫ кун хушши пӗр чарӑнмасӑр лӳшкерӗ, ҫӗр йӗпенсе шӳсе кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Нӳрлӗ ҫӗр хӗвел ӑшшипе типсе мӑкӑрланать, шӳсе кӳпченӗ йывӑҫ тураттисем бархат пек хура курӑнаҫҫӗ.Влажная земля дымилась под солнцем, бархатно чернели набухшие ветви деревьев.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫав тери шӳсе каяҫҫӗ те ирччен те типсе ҫитеймеҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӑл яка тӑмлӑ тӑвайккинчен сирпӗнсе ҫеҫ анать, аттисем хӑйӗн, шӳсе кайнӑскерсем, лӑчӑрт та лачӑрт туса ҫеҫ пыраҫҫӗ.Он катился вниз по глинистому скату, сапоги его хлюпали и чавкали.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫу уйӑхӗнче, пач кӗтмен ҫӗртен, пан улми вӑррисенчен пӗри, чи нӑкӑраххи, шӳсе сарӑлчӗ.И вот однажды одно семечко яблока, самое крепкое и самое крупное, нежданно-негаданно проклюнулось.
Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.
Вӑл тем ҫисе шӳсе кайсан та куҫа куйӑнмасть.Если он даже объестся и станет толстым-пйетолстым, всё йавно его глазами не увидишь.
Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.
Пӗр кӗтессинче пӗчӗк валашка пулнӑ, вӑл ун ӑшӗнче йӗпетнӗ пӑрҫа тата шӳсе кайнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем курнӑ.
III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Шӳсе исленнӗ сӑхманӗ ӑна тинӗс тӗпнелле туртрӗ.
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта, ҫул айккинче, ялсем хуран курӑнса, аран ҫеҫ палӑрса ларнӑ — унта кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем ҫывӑрнӑ, анчах акӑ сӗмлӗхре пӗр ҫутӑ, тепӗр ҫутӑ, виҫҫӗмӗш ҫутӑ чӗлтӗртетме тытӑннӑ — те итем ҫинче ӗҫленӗ, те тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗн те пулин туптаса пӗтерме васканӑ; шӳсе кайнӑ сухаланӑ ҫӗр ҫийӗн темӗнле ҫутӑ шуса кайнӑ, тӳрех вӑл мӗн иккенне пӗлме те пулман, унтан шӑплӑхра трактор пӗр тикӗс кӗрлени илтӗннӗ — кӗрхи ҫӗртме туса пӗтерме васканӑ пулмалла.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аниҫҫе упӑшкине питрен пӑхсанах пурне те ӑнланса илчӗ, анчах унран нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ — пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗпе шӳсе кайнӑ кӑҫаттисене хыврӗ, унтан ҫӑкӑр касса хучӗ те кӑмакаран чукун кӑларчӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак шӑплӑхра пурте — каҫ тӗттӗмӗ те, сасӑсем те, ҫӗрнӗ ҫулҫӑ шӑрши, мӑк шӑрши, шӳсе кайнӑ йывӑҫ хуппипе ҫӗрӗк кӑмпа шӑрши кӗрекен сывлӑш хӑй те — темӗнле сӑрхӑнса, юхса тӑнӑ пек, шӳсе сарӑлнӑ пек туйӑнать…
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.