Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак хуҫалӑх хӑех виҫӗ район – Пӗкӗлме, Елабуга, Ҫӗнӗ Шуҫӑм – чухлӗ утӑ-сенаж янтӑланӑ.
Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Азнакай, Анат Кама, Елабуга, Пӗкӗлме, Ҫӗнӗ Шуҫӑм, Агрыз районӗсенче – калама ҫук сахал.
Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
«Аникеево, Ҫыран, Атӑл, Асамлӑ, Хӗвел тухӑҫ (Хӗвел тухӑҫ поселокӗ), Кремечке, Декабристсен – мӑшӑр ен 2 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 12 №-лӗ ҫурт таран, мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 23 №-лӗ ҫурт таран, Ахах, Изумруд, Калинин – 105 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен (110 №-лӗ ҫуртсӑр пуҫне), Константин Федин, Лучезарнӑй, Лучистӑй, Мир, Халӑх, Нефтебаза, Оригиналлӑ, Отраднӑй, Панорама, Ҫыран ҫум, Тухӑҫ ҫум, Тухӑҫ ҫум 1-мӗш, Тухӑҫ ҫум 2-мӗш, Рельс ҫум, Прогрессивлӑ, Путепровод, Путепровод 1-мӗш, Путепровод 2-мӗш, Шуҫӑм, Кӗмӗл, Пир-авӑрҫӑсен, Тютчев, Энергетиксен, Якимово, Якимово ҫырми, Якимово ҫырми 1-мӗш, Якимово ҫырми 2-мӗш.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Ҫав шутра пирӗн районтан харӑсах 3 пултарулӑх коллективӗ - Патреккелти халӑх хорӗ, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» коллектив тата Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» пултарулӑх коллективӗ пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне хутшӑнма тивӗҫлӗ пулни, историпе тӑван тавралӑх музейӗ этнокультура ҫуртне йӗркелеме пултарни Елчӗк районӗн ят-сумне тата ҫӳлерех ҫӗклет.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
1. Сион ҫинче трупа кӑшкӑртӑр, Манӑн таса тӑвӑм ҫинчен хӑрушлӑх хыпарне пӗлтерӗр; ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑччӑр: Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет — ҫывӑхрах вӑл, 2. тӗттӗмпе сӗмлӗх кунӗ, пӗлӗтлӗ те тӗтреллӗ кун: шутсӑр йышлӑ та вӑйлӑ халӑх сӑрт-тусем тӑрӑх ирхи шуҫӑм пек сарӑлать, ҫакӑн пекки ӗмӗрне те пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та сыпӑкран сыпӑка та пулмӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл сусӑрланӑ — Вӑлах сиплӗ пире, Вӑл амантнӑ — Вӑлах суранӑмӑрсене ҫыхса ярӗ. 2. Пире икӗ кунран чӗртӗ те виҫҫӗмӗш кунхине ура ҫине тӑратӗ, вара Унӑн сӑнӗ умӗнче пурӑнӑпӑр. 3. Пӗлӗпӗр ҫапла, Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑпӑр; Вӑл курӑнни — ирхи шуҫӑм пекех. Вӑл пирӗн патӑмӑра ҫумӑр пек килӗ, ҫӗре кайранхи ҫумӑр пек шӑварӗ» тейӗҫ.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара санӑн ҫуту шуҫӑм пек уҫӑлӗ, кӗҫех суранӑрсем тӳрленӗҫ, тӳрӗлӗхӳ хӑвӑн умӑнтан пырӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавӗ санпа пӗрлех ҫӳрӗ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Шуҫӑм ывӑлӗ, шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, тӳперен епле ӳкнӗ эсӗ! халӑхсене таптаса тӑнӑскерӗ, ҫӗре ӳксе ҫапӑннӑ.12. Как упал ты с неба, денница, сын зари! разбился о землю, попиравший народы.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ирхи шуҫӑм ҫутатнӑ пек, эпӗ вӗрентсе ҫутатса тӑрӑп, ҫуттӑма таҫта ҫитиех ҫитерӗп; 36. пророксем вӗрентнӗ пек вӗрентӗп, хам вӗрентнине этем йӑхӗ валли ӗмӗрлӗхе хӑварӑп.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать.18. Стезя праведных - как светило лучезарное, которое более и более светлеет до полного дня.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Шуҫӑм килеспе хӗрарӑм, хӑйӗн хуҫи чарӑнса тӑнӑ кил патне ҫитейсе, алӑк умне ӳкнӗ, мӗн ҫутӑличченех ҫавӑнта выртнӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна шуҫӑм килеспе тин ирӗке янӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӳречесенче шуҫӑм ҫути чӗлтӗртетет.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Петроград ҫийӗпе ирхи шуҫӑм ҫути сарӑлса пыратчӗ.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
«Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗн, ачасен «Сылӑмпи» ансамблӗн юрри-кӗввине пухӑннисем чылайччен алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub
Хӗрсемпе каччӑсем шуҫӑм вӑраниччен юрӑ-ташӑра савӑнатчӗҫ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Ирхине вара, шуҫӑм ҫути киличченех, Ульха кинемей кӳршӗ яла, Укахви-юмӑҫ патне, тухса вӗҫтерчӗ.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Ирхи кӑвак шуҫӑм ерипен кӑна сенкерленсе ҫуталчӗ те хӗрелсе тухакан хӗвел умӗнчен каҫхи асамлӑ чатӑрне сирсе пӑрахрӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Тӗтре витӗр утса тухсанах ирхи шуҫӑм ӳкнӗ ҫӑл пичӗ ялтӑраса кайрӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Таҫта ҫӳлти ирхи шуҫӑм ҫапнӑ уҫлӑхра тинкерсе пӑхсан та куҫа курӑнман тӑрисем каҫса кайса савӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.