Поиск
Шырав ĕçĕ:
«…Пирӗн… манӑн кил пулас пулсан, — тет, — хурсем ун чухлех чӗпӗ пусса кӑларнӑ пулӗччӗҫ-ши?
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Теприсен килӗнче, тӗслӗхрен, хурсем икӗ пуслӑх та имӗш.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кулюкка хурсем ҫӗрле вараласа пӗтернӗ курӑк ҫинчен тӑрса ларнӑ ҫӗре картишӗнче никам та ҫукчӗ ӗнтӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хур сутакан чылай, аҫа хурсем пит курӑнсах каймаҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ку сасса урам хушши хӑнӑхса ҫитнӗрен пулмалла, ӑна хаяр йытӑсемпе какалама хастар хурсем те юплемесӗрех ирттерчӗҫ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӳлелле пӑхрӑм та тӗлӗнтӗм Кайак хурсем вӗҫнинчен.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хурсем ишекен шерпетленнӗ шывра кӑмӑл туличчен чӑмпӑлтатса тухсан кусем каллех хайхи панулми йывӑҫҫи патне мур илесшӗ пиҫен тата ана ҫинче алхаснӑ мӑянӗ-йыт пыршипе ҫапӑҫма каяҫҫӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Хурсем ларакан ҫӗрте ҫурт лартмалла мар — сивӗ пулать.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Темӗн чухлӗ кӳлӗ хӗррисенче пур ҫӗрте те ҫулла вӗҫсе килекен кайӑксем-кайӑк кӑвакалсем, кайӑк хурсем, акӑшсем пурӑнаҫҫӗ.Берега многочисленных озер населены летом перелетными птицами — утками, гусями, лебедями.
Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Килти выльӑх-чӗрлӗх нумай усранӑ — ӗнесем, пӑрусем, сурӑхсем, хурсем т. ыт. те.Содержали полный двор домашнего скота — коров, телят, овец, гусей и т. д.
Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052
Хиртен какаласа килекен самӑр хурсем, вӑл лӑпӑстатса пынине курсан, ик еннелле саланса кайрӗҫ.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унта чӗпписене ертсе тухнӑ хурсем ҫӳреҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Халичченхи йӑлапа урама тухнӑ хурсем ӑҫтине вара ниепле те чухласа илме ҫук.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тулта хурсем питӗ шавларӗҫ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Пӗвере хурсем какӑлтатрӗҫ.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хурсем ку ӗҫе хисеплерӗҫ, анчах пӗр хурӗ мӗн те пулин пуласран сыхланса ачасене хӑвалама шут тытрӗ.
Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558
Юнашарти ҫурт картишӗнче хурсем ҫӳреҫҫӗ.
Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558
Ҫавӑнта хурсем кикаклатса ярӑнаҫҫӗ, хутран-ситрен пуҫхӗрлӗн чӑнках тӑрса сӑмсисемпе темскер чакалаҫҫӗ, шыва пӑтратаҫҫӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пӗвелесе тарӑнлатнӑ юхан шывра ярӑнакан хурсем кӗрен акӑшсем пек туйӑнаҫҫӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хайхи ҫав енне васкаса чупрӑм та курах кайрӑм: хурсем ҫине кашкӑр тапӑннӑ иккен.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.