Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Федотка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Федотка ун ҫине куҫне чарса пӑхрӗ, анчах, куллине кӑтартас мар тесе, ҫӑварне аллипе хупларӗ.

Федотка смотрел на него во все глаза, но, чтобы не выдать улыбку, прикрыл рот ладошкой.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ арҫын ачасенчен пӗри пуҫне майӗпен-майӗпен ҫӗклерӗ те, Давыдов вара хӑй умӗнче тахҫанхи пӗлӗшӗ — хӑй пӗррехинче ҫуркунне уйра тӗл пулнӑ Федотка Ушаков ларнине курчӗ.

И вот один из мальчиков медленно, воровато приподнял голову, и Давыдов прямо перед собою увидел старого знакомого: не кто иной, как сам Федотка Ушаков, которого он однажды весною встретил в поле.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унсӑрӑн, вилсе кайӑн та, нимле Федотка та сан ҫинчен аса илмӗ.

А то издохнешь, и никакой Федотка о тебе не вспомнит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ Федотка казакла фасонпа ҫӗлетнӗ ашшӗ картузне тӑхӑнса чупса ҫӳрет-ха, анчах тепрер ҫирӗм ҫултан, акӑ, ҫак ҫӗре вӑл электроплугпа ҫавӑрттарма пуҫлӗ…

Бегает сейчас Федотка в отцовском картузе казачьего фасона, а лет через двадцать будет электроплугом наворачивать вот эту землю…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ҫӑмӑл урапа ҫинчен хӗрачана антарса хӑварчӗ те ҫул ҫинче хӗп-хӗрлӗн курӑнса юлнӑ Федотка картузӗн кӑшкарӗ еннелле чылайччен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса пычӗ, чӗри теплерен ӑшӑнса кайнине тата куҫӗсем нӳрленнине туйрӗ, вара йӑл кулса илчӗ.

Он ссадил девочку с дрожек и еще долго оглядывался на красневший над дорогой околыш Федоткиной фуражки; улыбался, ощущая редкостную теплоту на сердце и влагу на глазах.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, халӗ ӗнтӗ, Федотка, кӳр, эпӗ те санӑн пӳрнӳне ҫыртса пӑхам, — сӗнчӗ вӑл, анчах Федотка, кӑштах турткаланса тӑранҫи пулчӗ те, пынӑ ҫӗртех сасартӑк ҫӑмӑл урапа ҫинчен кӑвак шӑрчӑк пек ялт ҫеҫ сиксе анса юлчӗ; хӑрах ури ҫинче сиккелесе, хыҫран ҫапла кӑшкӑрчӗ:

— Ну, теперь, Федотка, давай я твой палец укушу, — предложил он, но Федотка, помедлив, вдруг прыгнул на ходу с дрожек, как большой серый кузнечик; чикиляя на одной ноге, прокричал:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Апла эсӗ, Федотка Демидыч, катӑк шӑллӑ-ҫке?

— Так ты, Федотка Демидыч, выходит дело, щербатый?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней