Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗссипе, кашни ҫыннӑн хӑйӗн тухтӑрӗ пулмалла, вӑл санӑн чирӳсене, уйрӑмлӑхусене пӗлтӗр.В идеале у каждого должен быть свой врач, знающий все твои заболевания, все твои особенности.
Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Чӑваш Енӗн «тӗп тухтӑрӗ» Алла Самойлова «Земство тухтӑрӗ» программӑна халь хула йышши поселоксем те /Вӑрнар, Вӑрмар, Кӳкеҫ.../ хутшӑннипе, асӑннӑ программӑпа укҫа илме пултаракансен ҫулне 50 ҫул таран ӳстернипе укҫа хушӑннине сӑлтавларӗ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Калининӑри ветлечебница ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫакна туйса илтӗм% выльӑх тухтӑрӗ ҫине яваплӑх нумай тиенет.
Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
– Килти выльӑхпа усӑ курни пӗчӗк продуктивлӑ пӑру илнипе пӗрлех ерекен чирсем – виброз, трихомоноз, летоспироз сарӑлас хӑрушлӑха та ӳстерет, ҫавӑнпа та ӗнесене искусствӑлла майпа лайӑх вӑрлӑхпа пӗтӗлентермелле, – асӑрхаттарса каларӗ выльӑх тухтӑрӗ.
Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
«Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн юлашки тӑватӑ ҫулта района 18 ҫамрӑк специалист ӗҫлеме килнӗ.
Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№