Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпир ҫак парне вырӑнне шикленнипе турӑмӑр, каярахпа сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене: «Сирӗн Израиль Турри ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур! 25. Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑра Ҫӳлхуҫа Иордан шывне чикӗ туса хунӑ, сире Ҫӳлхуҫаран пай ҫук» теесрен шикленсе турӑмӑр.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Израиль халӑхӗн пин ҫын пуҫлӑхӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: 22. турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа, турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа Хӑй пӗлсе тӑрать, Израиль те пӗлтӗр!
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ патне Галаад ҫӗрне ҫитнӗ те ҫапла каланӑ: 16. пӗтӗм Ҫӳлхуҫа халӑхӗ ҫапла калать: халӗ Ҫӳлхуҫаран [Израиль Турринчен] пӑрӑнса, хӑвӑр валли парне вырӑнӗ лартса, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрса эсир Израилӗн [Ҫӳлхуҫа] Турри умӗнче мӗнле усал ӗҫ туса хутӑр? тет.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑра аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри панӑ ҫӗрӗре мӗншӗн халиччен те еткерлӗхе илместӗр? тенӗ; 4. йӑхсерен виҫшер ҫын суйласа парӑр; эпӗ вӗсене ҫӗр пӑхма ярам, вӗсем кайччӑр, ҫӗре пӑхса тухчӑр, ӑна епле валеҫмеллине татса парса ман патӑма пыччӑр; 5. ҫӗре ҫичӗ пая уйӑрччӑр; Иуда хӑй ҫӗрӗ ҫинче кӑнтӑр енче юлтӑр, Иосиф килӗ вара хӑй ҫӗрӗ ҫинче ҫурҫӗр енче юлтӑр; 6. эсир вара юлнӑ ҫӗре ҫичӗ пая палӑртса ӳкерӗр те мӗн ӳкернине ман патӑма илсе килӗр: эпӗ сире ҫакӑнта Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче шӑпа кӑларса парӑп; 7. левитсем валли сирӗн хушшӑрта пай ҫук, вӗсенӗн пайӗ — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрасси; Гад йӑхӗпе Рувим йӑхӗ тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсене Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иорданран тухӑҫалла панӑ ҫӗре илнӗ, тенӗ.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Левий йӑхне вара Моисей еткерлӗх ҫӗр паман: Турӑ каланӑ пек, вӗсенӗн еткерлӗхӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Хӑй пулнӑ.33. Но колену Левиину Моисей не дал удела: Господь Бог Израилев Сам есть удел их, как Он говорил им.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри хушнӑ пек, Иисус ҫапла сӑртлӑхри, кӑнтӑр енчи, айлӑмри пӗтӗм ҫӗре, ту аркисенчи ҫӗре тата вӗсенӗн пӗтӗм патшине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ; 41. Иисус вӗсене Кадес-Варни хулинчен пуҫласа Газа хулине ҫитиччен тӗп тунӑ, Гошен ҫӗрне те Гаваон таранчченех пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 42. ҫав патшасене, вӗсенӗн мӗнпур ҫӗрне Иисус пӗрре тытӑнсах ҫӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пуҫлӑхсем ӗнтӗ халӑха каланӑ: эпир вӗсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене тӗкӗнме пултараймастпӑр; 20. эпир акӑ ҫапла тӑвӑпӑр: вӗсене тупа тунӑшӑн хамӑра ылхан ан ҫиттӗр тесе, вӗсене чӗрех хӑварар, тенӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Иисуспа] Израиль ывӑлӗсем ҫак хуласене тапӑнман, мӗншӗн тесессӗн халӑх пуҫлӑхӗсем [пурте] Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ пулнӑ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахан Иисуса хуравласа каланӑ: чӑн, эпӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, ҫапла-ҫапла турӑм: 21. туртса илнӗ япаласем хушшинче эпӗ питех те илемлӗ Сеннаар тумтирӗ, икҫӗр сикль кӗмӗл тата аллӑ сикль таякан ылтӑн катӑкӗ куртӑм; ӗнтӗ кӑмӑла кайрӗ те — илтӗм; ӑна хамӑн чатӑрта ҫӗр айне пытарса хутӑм, кӗмӗлне чи аяла [пытартӑм], тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Иисус халӑха пӑхса тӑракансене ҫапла тума хушнӑ: 11. тапӑра кайӑр та халӑха хистесех калӑр: хӑвӑр валли ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗр: тепӗр виҫӗ кунран сирӗн [аҫӑрсенӗн] Ҫӳлхуҫа Турри хӑвӑра еткерлӗхе паракан ҫӗре илмешкӗн ҫак Иордан леш енне каҫса каймалла пулать, тейӗр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ; 27. [санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Моисей вӗсене халалласа каланӑ: ҫичӗ ҫул иртсессӗн, парӑмсене каҫарнӑ ҫул, хӳшӗ уявӗнче, 11. [Ҫӳлхуҫа Хӑй] суйласа илнӗ вырӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне тӑма пухӑнсассӑн, ҫак саккуна пӗтӗм Израиль умӗнче сасӑпа вуласа пар; 12. халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те, санӑн килӳ-ҫуртунта пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар: итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр; 13. вара вӗсенӗн ҫакна пӗлмен ывӑлӗсем те сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫинчен илтӗҫ те эсир хӑвӑр аллӑра илме Иордан урлӑ каҫакан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хушӑра сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраса тӑма вӗренӗҫ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ ҫапла калӗҫ: хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн вӗсемпе халал хывнӑ, ҫав халала пӑснӑшӑн — 26. хӑйсем пӗлмен турӑсене, Турӑ вӗсене пӗлме те хушман урӑх турӑсене, ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑннӑшӑн — 27. ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл ҫак [саккун] кӗнекине ҫырса хунӑ [халалӑн] пӗтӗм ылханне ҫак ҫӗр ҫине янӑ, 28. акӑ куратпӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗтӗм ҫиллипе, хаярлӑхӗпе, хӑрушла тарӑхса хӑйсен ҫӗрӗнчен урӑх ҫӗре кӑларса сирпӗтнӗ, тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух; 3. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, аҫусенӗн Турри, хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне сирӗн мӗн кунҫулӑр тӑршшӗпех пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмалли йӗркесемпе саккунсем ҫаксем ӗнтӗ.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чӗрӗрсен ӳтне касӑр та ӳлӗмрен чурӑс ан пулӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — турӑсенӗн Турри, патшасенӗн Патши, аслӑ, хӑватлӑ та хӑрушӑ Турӑ, Вӑл ҫын кам иккенне пӑхмасть, сӗрев йышӑнмасть, 18. Вӑл тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӳтӗлет, ютран килнӗ ҫынна юратать, ӑна ҫӑкӑрпа тумтир парать.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эппин, итле, Израиль, хӑвна лайӑх пултӑр тесессӗн, ӗрчесе-хунаса каяс тесессӗн, ҫакна туса тӑма тӑрӑш: Ҫӳлхуҫа, аҫусенӗн Турри, сана сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр парӑп тесе каланӑ.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эппин, Израиль, йӗркесемпе саккунсем итле: сирӗн чӗрӗ юлмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсен Турри, хӑвӑра [еткерлӗхе] паракан ҫӗре кайса ӑна ӗмӗрлӗхе илмелле пултӑр тесе, [паян] эпӗ сире ҫав йӗркесемпе саккунсене мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентӗп; 2. эпӗ сире калани ҫумне нимӗн те ан хушӑр, унран нимӗн те кӑларса ан пӑрахӑр; эпӗ сире [паян] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ӳкӗчӗсене пӗлтеретӗп, эсир ҫав ӳкӗтсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.