Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Ӗнтӗ хӑйсене йӗрӗхӗсемпе, йӗрӗнчӗк ӗҫӗсемпе тата тӗрлӗ айӑппа ирсӗрлемӗҫ, вӗсене ҫылӑх туса пурӑннӑ мӗнпур ҫӗртен ирӗке кӑларӑп, вӗсене тасатӑп, вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ, вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсемпе пӗрле иккенне, вӗсем — Израиль халӑхӗ — Манӑн халӑхӑм иккенне пӗлӗҫ вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, 31. эсир — Манӑн сурӑхӑмсем, Манӑн кӗтӗвӗмӗн сурӑхӗсем; эсир — этемсем, Эпӗ вара — сирӗн Туррӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсен Турри пулӑп, Манӑн Давид чурам вӗсем хушшинче пуҫлӑх пулӗ.24. И Я, Господь, буду их Богом, и раб Мой Давид будет князем среди них.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхсем хушшине саланнӑ Израиль халӑхне пӗрле пуҫтарӑп та Хамӑн тасалӑхӑма унӑн йӑхӗсен куҫӗ умӗнче кӑтартӑп, вӗсем вара хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче, Эпӗ Хамӑн Иаков чурама панӑ ҫӗр ҫинче, пурӑнма пуҫлӗҫ: 26. унта вӗсем пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, унта ҫурт-йӗр ҫавӑрӗҫ, иҫӗм пахчисем ӗрчетӗҫ, пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене усал сунакансене, вӗсен таврашӗнче пурӑнакансене, пурне те сут тӑвӑп, вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Малашне Израиль килӗ Манран ан пӑрӑнтӑр тесе, хӑйсене тӗрлӗ усал ӗҫсемпе ан ирсӗрлетчӗр, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулччӑр тесе, вӗсен Турри Эпӗ пулам тесе, халӗ вӗсем хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗшӗн айӑпланӗҫ: ыйтаканӗн айӑпӗ мӗнле, пророка та ҫав айӑпах тивӗ, тесе калать Ҫӳлхуҫа Турӑ те.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп: 20. вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! илтсемччӗ Израиль ҫӗрӗн вилнисенӗн кӗллине, вӗсен ывӑлӗсенӗн кӗллине — вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне итлемесӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗчӗҫ, ҫавӑншӑнах пире хӗн-хур ҫитрӗ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! хурлӑхлӑ чунпа кулянакан чӗре тархаслать Сана: 2. Эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ, хӗрхенсемччӗ: Эсӗ — ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ; ҫырлахсамччӗ — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр; 3. Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑн, эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех пӗтетпӗр.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Эсӗ Хӑвӑн халӑхна Египет ҫӗрӗнчен тӗреклӗ аллупа, паллӑсем кӑтартса, хӑватсем туса, пысӑк вӑюпа, аслӑ хӑватупа илсе тухнӑ, паянхи пекех, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ; 12. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, усал ӗҫ турӑмӑр, Эсӗ панӑ пур йӗркене те хирӗҫле тӳрӗ мар ӗҫ турӑмӑр.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хумсем кӗрлеҫҫӗ, кӑра шывсем шавлаҫҫӗ, вӗсен хӑватлӑ сасси инҫетре илтӗнет: 56. Вавилон ҫине тустаруҫӑ килет, унӑн ҫарҫисене тыткӑна илсе кайӗҫ, вӗсенӗн уххисене аркатӗҫ: Ҫӳлхуҫа, тавӑру Турри, тивӗҫлипе тавӑрӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон хӗрӗ — таптаса пусаракан йӗтем пек; кӑшт-кӑштахран уншӑн вырас вӑхӑт ҫитӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иаков Турри — ун пек мар: Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Израиль — Унӑн халӑхӗ, Унӑн еткерлӗхӗ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израильпе Иудӑна хӑйсенӗн Турри, Саваоф Ҫӳлхуҫа, тӑлӑх арӑм пек тӑратса хӑварман, ҫӗрӗ Израиль Святойӗ умӗнче ҫылӑхпа тулса ларнӑ пулин те, Вӑл вӗсене пӑрахман.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ Ассири патшине мӗнле хаса патӑм, Вавилон патшине те ҫапла хаса парӑп; 19. Израиле унчченхи ҫаранӗсем ҫинех илсе килӗп, вӑл Кармил ҫинче, Васан ҫинче кӗтсе ҫӳрӗ, Ефрем тӑвӗпе Галаад тӑвӗ ҫинче вӑл тутӑ пулӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Нево хулине хуйхӑ ҫитнӗ! вӑл пушанса юлнӑ; Кариафаим хули намӑса юлнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ; керем намӑса юлнӑ, арканнӑ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та 26. вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иеремия пророк Варуха, Нирия ывӑлне, каласа тӑрса хут чӗркемӗ ҫине ҫыртарнӑ сӑмах: 2. Варух, сана Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: 3. эсӗ: «мана хуйхӑ ҫитрӗ!
Иер 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иеремия пӗтӗм халӑха, пӗтӗм хӗрарӑма ҫапла каланӑ: эй Египет ҫӗрӗнчи иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр; 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хӑвӑрӑн тата арӑмӑрсен чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн калать, сирӗн аллӑр ҫавна тӑвать; эсир: «мӗн асӑннине, мӗн тупа тунине пурӑнӑҫа килтерӗпӗр — ҫӳлти ама турра тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр» тетӗр — эппин, хӑвӑр тупа тунине ҫирӗп тытса пырӑр, мӗн асӑннине тӗп-тӗрӗс тӑвӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ, 12. ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.