Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара, ҫыруллӑ хушу кӑларса, пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 23. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 12. вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, малашне мӗн пуласси ҫинчен Турӑ сӑмахне пӗлтерсе калакан Иеремия пророк умӗнче те йӑвашланман, 13. вӑл хӑйне Турӑ ячӗпе тупа тутарнӑ Навуходоносор патшаран хӑпнӑ, чурӑсланнӑ, чӗрине хаярлатса ярса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнайман.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Михей каланӑ вара: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр-ха: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Итленӗ вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Иеровоама хирӗҫ тухнӑскерсем каялла таврӑннӑ.Они послушались слов Господних и возвратились из похода против Иеровоама.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахне — вырӑна килтернӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Давид вара, Турӑ ятӗнчен каланӑ Гад сӑмахне итлесе, йӗтем ҫине кайнӑ.19. И пошел Давид, по слову Гада, которое он говорил именем Господним.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15-16. Унӑн халалне, пин-пин сыпӑк валли каланӑ сӑмахне, Авраампа хывнӑ халалне, Исаака тупа тунине ӗмӗрӗпе астуса тӑрӑр, 17. ҫавна Вӑл Иаковшӑн саккун тунӑ, Израильшӗн ӗмӗрлӗх халал туса хунӑ, 18«сана Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе парӑп» тенӗ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахне пӗлтерсе хушса хӑварнӑ пек, левитсен ывӑлӗсем Турӑ арчине хулпуҫҫи ҫинче шалчасем хурса ҫӗклесе пынӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Саул ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ юрӑхсӑр ӗҫӗсемшӗн, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр ӑрӑмҫӑна ыйту панӑшӑн, 14. Ҫӳлхуҫана шыраманшӑн вилнӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле: 17. акӑ вӑхӑт ҫитӗ те ҫуртунта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӑлхуна тайсамччӗ, [мана] илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑр, куҫна уҫсамччӗ, курсамччӗ, [Сана,] чӗрӗ Турра хӑртма ҫын янӑ Сеннахирим сӑмахне илтсемччӗ!
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӗнтӗ Рабсак тӑнӑ та хыттӑн кӑшкӑрса еврейла пӗлтернӗ: эй аслӑ патшанӑн, Ассири патшийӗн, сӑмахне итлӗр!
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе, хире кайса пӑрах ӑна, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ, тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшана ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Турӑ сӑмахне ыйтса пӗлме Израильре Турӑ ҫук-им?16. И сказал царю: так говорит Господь: как будто в Израиле нет Бога, чтобы вопрошать о слове Его?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Михей] каланӑ вара: [ун пек мар; ман сӑмаха мар,] Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн тавра сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ; 20. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Лешӗ каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлеменшӗн сана ман патӑмран кайсанах арӑслан ҫурса пӑрахӗ, тенӗ.36. И сказал ему: за то, что ты не слушаешь гласа Господня, убьет тебя лев, когда пойдешь от меня.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Вааса ҫинчен, унӑн килӗ ҫинчен, Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ унӑн мӗнпур усал ӗҫӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне Ананий ывӑлӗ Иуй урлӑ каланӑ пулнӑ ӗнтӗ, — Иеровоам пек пулма тӑрӑшса, Вааса хӑй ӗҫӗсемпе Турра ҫиллентерсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн пӗтнӗ те вӑл.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫакна илтсе ӑна ҫул ҫинчен каялла тавӑрнӑ пророк каланӑ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен Турӑ ҫынни; Ҫӳлхуҫа арӑслан янӑ та, арӑсланӗ тапӑннӑ та ҫурса пӑрахнӑ ӑна.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Итленӗ иудейсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ҫӳлхуҫа каланипе каялла кайнӑ.И послушались они слова Господня и пошли назад по слову Господню.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.