Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Ӑслӑ ҫынсенӗн сӑмахне хӑлхуна тайса итле, эпӗ вӗрентнине пӗтӗм чӗрӳпе тӑнла: 18. вӗсене чӗрере тытма питех те савӑклӑ, вӗсем чӗлхӳ вӗҫӗнчех пулччӑр.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа куҫӗ пӗлӗве сыхласа тӑрать, Вӑл саккуна пӑсаканӑн сӑмахне аркатать.12. Очи Господа охраняют знание, а слова законопреступника Он ниспровергает.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй ывӑлӑм! аҫу ӑс панине астусах тӑр, аннӳ вӗрентнине ан сивле; 21. вӗсен сӑмахне яланлӑхах чӗрӳ ҫумне ҫыхса хур, вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Соломонӑн — Давид ывӑлӗн, Израиль патшийӗн — ытарӑшӗсем 2. ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ӑнланма, ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмаха ӑнкарма кирлӗ; 3. ырӑ йӑла-йӗркене, тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗхе, тӳрӗлӗхе хӑнӑхма кирлӗ; 4. айваннисене тавҫӑрулӑх, яш ачана пӗлӳ тата вичкӗн ӑс пама кирлӗ; 5. ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ, тӑнлӑ ҫын та ӑслӑ канаш тупӗ; 6. ытарлӑн каланине, вӑлтса калаҫнине, ӑсчахсен сӑмахне, вӗсен юптарӑвӗсене ӑнланма кирлӗ.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫинче те мухтӑр: мӑн пулӑсем, пур тӗпсӗр шывсем, 8. вут-ҫулӑм та пӑр, юр та тӗтӗре, Унӑн сӑмахне пурӑнӑҫа килтерекен ҫил-тӑвӑл, 9. тусемпе сӑртсем, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсемпе кедр йывӑҫӗсем, 10. тискер кайӑксемпе пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калтапа ҫунатлӑ вӗҫен кайӑксем, 11. ҫӗр ҫинчи патшасемпе мӗнпур халӑхсем, пуҫлӑхсемпе ҫӗр ҫинчи мӗнпур тӳресем, 12. каччӑсемпе хӗрсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем — 13. пурте Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: пӗр Унӑн ячӗ ҫеҫ асла тухнӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ ҫӗртен те, тӳперен те ҫӳлерех.
Пс 148 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл Хӑйӗн сӑмахне Иакова пӗлтерет, Хӑйӗн йӗркисемпе Хӑйӗн сучӗсене Израиле пӗлтерет.8. Он возвестил слово Свое Иакову, уставы Свои и суды Свои Израилю.
Пс 147 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйӗн сӑмахне ярӗ те — пӗтӗмпех ирӗлтерӗ; ҫилне вӗртерӗ те — шывсем юха пуҫлӗҫ.7. Пошлет слово Свое, и все растает; подует ветром Своим, и потекут воды.
Пс 147 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Иерусалим, Ҫӳлхуҫана мухта; эй Сион, хӑвӑн Турруна аслӑла: 2. Вӑл санӑн хапху юписене тӗреклетет, ху патӑнти ывӑлусене пиллӗх парать; 3. санӑн ҫӗрне тӑнӑҫлӑ тӑратать; сана тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрать; 4. ҫӗр ҫине Хӑйӗн сӑмахне ярать; Унӑн сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑлать; 5. шурӑ ҫӑм евӗрлӗ юр ҫутарать; кӗл сапнӑ пек, пас тӑкать; 6. катӑк-катӑк пӑр пӑрахать; Унӑн сиввине кам чӑтайӗ?
Пс 147 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫана шанатӑп, чунӑм шанать; Унӑн сӑмахне шанса тӑратӑп.5. Надеюсь на Господа, надеется душа моя; на слово Его уповаю.
Пс 129 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
123. Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе, Санӑн чӑнлӑхун сӑмахне кӗтсе куҫӑм вӑйран сулӑнать.123. Истаевают очи мои, ожидая спасения Твоего и слова правды Твоей.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп; 44. Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп; 45. эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм; 46. Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп; 47. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп; 48. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ; 20. Хӑй сӑмахне ярса, вӗсене сыватнӑ, вӗсене ҫӗре кӗресрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӗн-хурлӑхпа, тимӗрпе тӑлланнӑскерсем, вӗсем сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлки айӗнче ларнӑ, 11. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне хирӗҫ пынӑ, ҫӳлти Турӑ ирӗкне уяман.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем хӑйсем ӗмӗтленнӗ ҫӗрне тиркенӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне ӗненмен; 25. чатӑрӗсенче ӳпкелешсе калаҫнӑ, Ҫӳлхуҫанӑн сассине итлемен.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара вӗсем Унӑн сӑмахне ӗненнӗ те Ӑна тав туса мухтав юрри юрланӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Чула ҫапса ҫурнӑ та — шыв палкаса тухнӑ, пушхир тӑрӑх ҫырма пек юхса кайнӑ, 42. мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ сӑмахне асне илнӗ, Авраама, Хӑйӗн чурине, асне илнӗ, 43. Хӑйӗн халӑхне савӑнтарса, Хӑй суйланӑ ҫыннисене хаваслантарса кӑларнӑ, 44. вӗсене халӑхсенӗн ҫӗрӗсене панӑ, вӗсем ют ӑрусем ӗҫлесе тунине еткерлӗхе илнӗ: 45. вӗсен вара Вӑл панӑ йӗркесене, Унӑн саккунне уяса пурӑнмалла пулнӑ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл сӗмлӗх янӑ та — сӗм тӗттӗм пулса тӑнӑ, анчах лешӗсем Унӑн сӑмахне итлемен.28. Послал тьму и сделал мрак, и не воспротивились слову Его.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Вӑл Хӑйӗн халалне — Авраампа хывнӑ халалне, пин-пин сыпӑк валли каланӑ сӑмахне — тата Хӑй Исаака тупа тунине ӗмӗрӗпе астӑвать.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫанӑн Ангелӗсем — вӑй-хӑватлисем, Вӑл каланине, Унӑн сӑмахне итлесе, Унӑн сӑмахне туса тӑракансем — [пурсӑр та] Ҫӳлхуҫана мухтӑр; 21. эй Унӑн пӗтӗм ҫарӗ — Ӑна ӗҫлесе тӑракансем, Унӑн ирӗкне туса тӑракансем — пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр; 22. эй Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ, Унӑн патшалӑхӗнче пурсӑр та пур ҫӗрте те Ҫӳлхуҫана мухтӑр.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ; 3. чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана, 4. вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ: 5. айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.