Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сур сăмах пирĕн базăра пур.
Сур (тĕпĕ: сур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Малтан ҫӗре сур, вара пӑхма та пултаратӑн, — тет те вӑл, ҫавӑнтах телейлӗ сасӑпа хушса хурать: — ытарма ҫук лайӑх хӗрачана кӗтсе илтӗм, пӗтӗмпех мана пӑхнӑ, ман пекех тӳлек.

— Поплюй на землю, а тогда и смотри, — говорила она и тут же добавляла: — Такую славную внучку дождалась — вся в меня и такая ж тихая.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӗненместӗн пулсан — куҫран сур вара мана ун чух, кинӗм!

Если не веришь, тогда плюнь мне в глаза дочка!

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн эсӗ, сур вӗсем ҫине! — лӑплантарать Володьӑна инструктор, вӑл халь кӑна хӑй инкек тӳснӗ ача пекех туйӑнчӗ.

Что ты?.. — успокаивал его инструктор, сам сейчас похожий на обиженного мальчика.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ну, кӳрентернӗ сана, пӑрах вӗсене, сур!

— Ну, обидели тебя — брось их, плюнь!

XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Сур пурин ҫине те, пирӗшти, сывлӑхна упра.

Плюнь на все, ангел, и береги здоровье.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ӗҫшӗн кӑна сиенлӗ ан пултӑр, ытти-хытти ҫине сур та хур!

Лишь бы ущерба работе не было, а на остальное плевать!

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Куҫӑмран сур мана.

— Плюнь мне в глаза.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

28. Тинӗс хӗрринче, Сидонпа Тир хулисенче пурӑнакансем, Сур тата Окина хулисенче пурӑнакансем, пӗтӗм Иемнаан ҫыннисем пурте сехӗрленсе ӳкнӗ, вӑл Азот тата Аскалон хулисенче пурӑнакан пӗтӗм халӑха та хӑратса пӑрахнӑ.

28. Страх и ужас напал на жителей приморской страны, обитавших в Сидоне и Тире, на жителей Сура и Окины и на всех жителей Иемнаана,-- и все обитатели Азота и Аскалона сильно испугались его.

Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекеннисенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ патша ҫуртне хураллать; 6. тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ — Сур хапхи патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ хапха умӗнчи патша сыхлавҫисен хыҫӗнче пулать: патша ҫуртӗнче те хуралҫӑсем пулччӑр, эсир хатӗр тӑрӑр; 7. сирӗнтен, шӑматкун каяканнисенчен, икӗ пайӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче патшана хураллать; 8. кашнийӗ алла кӑрал тытса патша йӗри-тавра тӑрса тухӑр; кам та кам сирӗн йыша ҫулӑхать — ҫавӑ вилме тивӗҫ.

5. И дал им приказание, сказав: вот что вы сделайте: третья часть из вас, из приходящих в субботу, будет содержать стражу при царском доме; 6. третья часть у ворот Сур, и третья часть у ворот сзади телохранителей, и содержите стражу дома, чтобы не было повреждения; 7. и две части из вас, из всех отходящих в субботу, будут содержать стражу при доме Господнем для царя; 8. и окружите царя со всех сторон, каждый с оружием своим в руке своей; и кто вошел бы в ряды, тот да будет умерщвлен.

4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Давидпа унӑн ҫыннисем тахҫантанпах ҫак ҫӗршывра Сур пушхирӗпе Египет хутлӑхӗнче пурӑнакан Гессур, Гизрий, Амалик халӑхӗсене тапӑннӑ.

8. И выходил Давид с людьми своими и нападал на Гессурян и Гирзеян и Амаликитян, которые издавна населяли эту страну до Сура и даже до земли Египетской.

1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Саул вара Амалика Хавила хулинчен пуҫласа Египет ҫывӑхӗнчи Сур тӑрӑхне ҫитичченех аркатса тӑкнӑ; 8. Агага, Амалик ҫӗрӗн патшине, чӗррӗн ярса тытнӑ, халӑхне пӗтӗмпех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, [Иерима та вӗлернӗ].

7. И поразил Саул Амалика от Хавилы до окрестностей Сура, что пред Египтом; 8. и Агага, царя Амаликова, захватил живого, а народ весь истребил мечом [и Иерима умертвил].

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Моисей Израиль халӑхне Хӗрлӗ тинӗс патӗнчен ертсе кайнӑ та, вӗсем Сур пушхирне ҫитсе кӗнӗ; вӗсем виҫӗ кун пушхир тӑрӑх пынӑ, анчах шыв тупайман; 23. Меррӑна ҫитнӗ, анчах Меррӑри шыва ӗҫеймен, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӳҫӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ку [вырӑна] Мерра ят панӑ та.

22. И повел Моисей Израильтян от Чермного моря, и они вступили в пустыню Сур; и шли они три дня по пустыне и не находили воды. 23. Пришли в Мерру - и не могли пить воды в Мерре, ибо она была горька, почему и наречено тому [месту] имя: Мерра.

Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур хушшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар хулинче пурӑннӑ.

1. Авраам поднялся оттуда к югу и поселился между Кадесом и между Суром; и был на время в Гераре.

Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Агаре пушхирте ҫӑл патӗнче, Сур еннелле каякан ҫул ҫинчи ҫӑл патӗнче, тӗл пулнӑ.

7. И нашел ее Ангел Господень у источника воды в пустыне, у источника на дороге к Суру.

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Итле-ха, эс паян шкула пырсан, тӳрех питне сур.

Слушай, когда ты сегодня придешь в школу, плюнь ему в лицо.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней