Поиск
Шырав ĕçĕ:
Щорс вӗсемпе темиҫе строевой заняти ирттернӗ те унтан отрядӑн пурлӑхне эшелона тиеме приказ панӑ.Щорс провел с ними несколько строевых занятий, а потом приказал погрузить имущество отряда в эшелон.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Щорс отрядра строевой занятисем ирттерме сӗннӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Строевой приемсене машина пек йӗркеллӗ туса кӑтартни актерсем театрта вылянине аса илтерет.В подчеркнуто-четком, почти механическом выполнении ими строевых приемов было что-то театральное.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗри, ҫар хатӗрӗсене улӑм ури ӑшне е сарай ҫунатти айне пытарса, строевой учӗ ҫинчи йӗнере нумайлӑха хывса хурса, хӗрлисене кӗтрӗ; тепри юр хӳсе кайнӑ калинкке алӑкне уҫса утне ҫавӑтса кӗчӗ ҫеҫ — пӗр хушӑ пурӑнмалӑх сухари типӗттерчӗ те, арӑмӗпе пӗр каҫ ҫывӑрса илсе, ирхине ирех ҫул ҫине тухрӗ, сӑрт тӗмески ҫинчен Донӑн ним хускалми шурӑ анлӑшӗ ҫине, тен, хӑй яланлӑхах пӑрахса каякан ҫуралнӑ ҫӗрӗ-шывӗ ҫине, юлашки хут пӑхрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пехотинецӑн подсумкӑсӑр пуҫне япала чикме вырӑн-мӗн ҫук, юланутли ав йӗнер хутаҫҫисене чыша-чыша тултарать, йӗнер пӗкечи хыҫне ҫыхса ҫакать, учӗ те ӗнтӗ унӑн строевой лашаран ытларах ҫӑк выльӑхне аса илтерекен пулать.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Строевой чаҫсен командирӗсене пухса, Корнилов хӑй Кубане кайма йышӑнса хуни ҫинчен пӗлтерет.Созвав командиров строевых частей, Корнилов объявил о принятом решении идти на Кубань.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗҫех Корнилов чӗнсе янӑ темиҫе строевой офицерпа пӗрле Кутепов ҫитсе кӗрет.Вошел Кутепов, с ним несколько строевых офицеров, приглашенных Корниловым на совещание.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унпа пӗр ретре ҫаксем утса пыраҫҫӗ: патвар кӗлеткеллӗ строевой офицер штабс-капитан Старобельский, гренадерсен Суворовски Фанагорийски полкӗн поручикӗ Богачев тата ватӑ тилӗ аҫи пек хӗрлӗ чӑпар ҫӳҫлӗ, шӑлсӑр офицер — подполковник Ловичев.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн строевой занятисене тухаҫҫӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Эсир строевой командир пулма пултарнӑ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Итлӗр-ха, Иван Иванович, — терӗ Озеров кӗнекесене пӑхкаланӑ хушӑра, — эсир, ӑнсӑртран, ӗлӗк строевой командир пулман-и?
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ольховкӑна таврӑннӑ чух вӑл ҫул хӗрринчи пӗр пӗчӗк вӑрманта ҫутӑ кӑвак тӗслӗ пӗр аван строевой лаша тытнӑ иккен, — вӑл кунсенче ун пек лашасем, вӑрҫӑран хӑраса тарнӑскерсем, нумай ҫӳренӗ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Эс строевой мар-и?
XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ӑна строевой казаксен ретне илни нумаях пулмасть пулин те, унӑн хӑюллӑ, ӑслӑ пит-куҫӗнчен, хӑйне хӑй пӗр шиксӗр, лӑпкӑ тыткаланинчен вӑл ӗнтӗ казаксем тата ялан хӗҫпӑшал ҫакса ҫӳрекен ытти пур ҫынсем те хӑйсене паттӑррӑн та мӑнкӑмӑллӑн тыткалас йӑлисене пӗтӗмпех хӑнӑхса ҫитме ӗлкӗрни, вӑл ӗнтӗ казак тата чӑн-чӑн казаксенчен нихӑш енӗпе те кая мар пулнине ӑнланни курӑнать.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Халӗ ҫак шкулта та халӑх туллиех пулнӑ, анчах кунта вӑрҫӑчченхи йӗркесене ҫирӗп тытса пынӑ, форма тирпейлӗхне те хытӑ сӑнаса пыма тӳр килнӗ, мӗншӗн тесен тасатман атӑшӑн, реглан ҫинче тӳме пулманшӑн е вӗҫме кайнӑ чух илсе каймалли планшета тепӗр чух, васкаса, пиҫиххи ҫийӗн ҫакса янӑшӑн, комендант приказӗ тӑрӑх, икшер сехет хушши строевой подготовка вӗренӗвне янӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Биденкона курсан вӑл ытла та вӑтанчӗ, мундирне хӑвӑрт турткаласа тӳрлетрӗ те, якалнӑ чул плитасем тӑрӑх строевой утӑмпа кайса айӑкри алӑкран кӗрсе ҫухалчӗ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня строевой утӑмпа пырса тӑчӗ те атӑ кӗлисемпе шаклаттарса илчӗ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл строевой утӑмпа утса кӗчӗ, атӑ кӗлисене шаклаттарса илчӗ, аллине ҫӗлӗк патне тытрӗ те хӑвӑрттӑн аялалла антарчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1
- 2