Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Саперсен (тĕпĕ: сапер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Генерал, полевой сумка ҫаккине аллипе силле-силле, сапёрсен офицерӗпе ҫилӗллӗн кӑшкӑрашса ятлаҫать:

Генерал, турсуча рукой ремень полевой сумки, гневно выкрикивал, адресуясь к саперному офицеру:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан Травкин малалла сапёрсене янӑ, хӑй вара разведчиксемпе пӗрле сапёрсен хыҫӗнчен утнӑ.

Затем Травкин пустил вперед саперов, а сам с разведчиками пошел следом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл, калама ҫук ҫине тӑрса, разведчиксене сивӗ шывлӑ ҫырма урлӑ ҫуран хӑвала-хӑвала каҫарнӑ, пралук картине кастарнӑ, сапёрсен вӑрӑм хӗскӗчӗсемпе чӑннипе мина лартман «мина хирӗсене» хыпалаттарнӑ тата траншея урлӑ сиктернӗ.

Со свойственным ему упорством он гонял разведчиков через студеный ручей вброд, заставлял их резать проволоку, щупать длинными саперными щупами невсамделишные минные поля и прыгать через траншею.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӗсем вара ҫапла калаҫса татӑлнӑ: саперсен ҫакӑнта кӗтсе тӑмалла.

Условились, что саперы подождут здесь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Бугорков лейтенант хӳшӗрен шӑвӑнса тухнӑ та, сапёрсен взводне ыранхи ӗҫе хатӗрленсе тӑмалли ҫинчен пӗлтерме кайнӑ.

Лейтенант Бугорков выскользнул из шалаша и пошел готовить взвод саперов к предстоящему выступлению.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

— Ӑна сапёрсен уйрӑм батальонӗ йышӑнса юлчӗ, господин капитан, — пӗлтерчӗ Митман, ҫӑкӑрне ҫисе янӑ хыҫҫӑн кӑштах хавхаланнӑ пек пулса.

— Их занял отдельный саперный батальон, господин капитан, — сообщил Митман, покончив с куском хлеба.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«1-мӗш №-лӗ объектра» ӗҫлекен боецсене Лазарев Володя хӑтартнӑ штольнӑна, ҫӳлти саперсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, ишӗлсе аннине шалтан тасатма янӑ мӗн.

Оказалось, что Лазарев, сняв бойцов, работавших на «объекте № 1», уже направил их в штольню, указанную Володей, чтобы разобрать завал и облегчить работу саперов, действовавших с поверхности.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эс ертсе каятӑн-и? — ыйтрӗ саперсен командирӗ Володьӑран.

— Ты поведешь? — спросил командир саперов у Володи.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл ӗнтӗ сапёрсен взвочӗн командирӗ пулнӑ иккен.

Девушка уже командовала саперным взводом.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пулемет расчечӗн командирӗ Красноармейски районӗнчи аслӑ сержант В.В.Васильев тата саперсен взвочӗн командирӗ Муркаш районӗнчи А.И.Воробьев фашистсен йӑвине штурмланӑшӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ...

Командир пулеметного расчета старший сержант из Красноармейского района В.В.Васильев и командир саперного взвода из Моргаушского района А.И.Воробьев за штурм фашистского гнезда удостоились звания Героя Советского Союза...

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней