Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫапла тӳрех кайӑр та, — дирекци кантурӗ умӗнчи площадь леш енче пуҫланакан урамалла ручкипе тӗллерӗ вӑл, — кӳлӗ хӗррипе иртӗр, тепӗр ҫирӗм минут пек утсан, пӗчӗк сада кӗрӗр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Надьӑпа Машӑн ҫеҫ портфелӗсем урӑхла – вӗсем сада ҫӳремен.Только у Нади и Маши портфели были другие – они в сад не ходили.
Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567
Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра кашни ҫулах ҫак сада доминолла выляма тата чей ӗҫме Виктор Гаврилчӑн виҫӗ ывӑлӗ, инҫетри хуласенчен таврӑнаканскерсем, тухаҫҫӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
…Ҫуркунне ҫеҫкеллӗ сада тухсан, санӑн чӗрӳнте ху та лайӑх ӑнланайман туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ, сана питӗ хаваслӑ, ҫӑмӑл туйӑнса каять.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Кантӑкран сада пӑхать хӗр Хӗпӗртӳллӗ куҫсемпе, Тутисем ҫавах кулаҫҫӗ Сар пикенӗн хӗвел пек, Ун умне садран тухать пӗр Ҫап-ҫут ҫирӗп яш ача.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Савин мучи, илӗм-тилӗмпе тӑрса, чи малтан сада тухрӗ, шап-шур тӑкӑнса тулнӑ панулмисене пӗр пысӑк кунтӑ пуҫтарчӗ, ҫилпе чӗрӗлнӗ улмуҫҫи турачӗсене, аманнӑ салтака хӗрхеннӗ пек, сар тӑмпа шӑлса хуппа чӗркесе ҫыхрӗ, тӗкӗсемпе тӗкӗлерӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
— Ыран ирех тӑрӑпӑр та сада кайса курӑпӑр.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
— Ак, ыран сада ҫырла ҫиме илсе кайӑп.
Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.
Ачасем сада ҫӳреҫҫӗ, — тет.
Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпӗ те сада ҫӳретӗп те.
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Аппа ачасене ҫитерме ҫӑнӑх, сахӑр, ҫу, тӗрлӗ кӗрпе илсе килчӗ, анчах килӗнче ҫиме ҫук ҫынсем ачисене сада ямаҫҫӗ.
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пазухинпа Кирук сада тухса ларчӗҫ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Аслӑ сада чиркӳ икке уйӑрса ларать: хӗвеланӑҫ енчи пайӗнче хурӑн, ҫӑка, юман кашласа ӳсет; кунта — ҫӑва; хӗвелтухӑҫ енчинче — улма-ҫырла пахчи; унта, чие тӗмӗсем хушшинче, илемлӗ пӗчӗк часовня пур; вӑл аякран шурӑ чултан тунӑ тетте пек курӑнать.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Кукӑр алӑллисем, таса мар алӑллисем вӑл сада кӗреймӗҫ! — хӗрӳленсе каларӗ Макар.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Эсӗ ман сада чӑнах ӑмсанатӑн пулас?
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл килне те кӗрсе тухмарӗ, тӳрех сада кайрӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пырса кур пӗрре сада, вырсарникун кӗтетӗп, — терӗ те Мухаров галерейӑран тухрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Сутмастӑп сада, килӗшет вӑл мана.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сада кӗрсен, вӑл улмуҫҫисем хушшинче урлӑ-пирлӗ йӗрсем, мулкач мӑйрисем курчӗ те хура куҫ харшисене пӗрчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ача садран инҫех те мар пурӑннӑ-мӗн, вӑл, сада вӑрттӑн кӗрсе, тӑкӑннӑ улмасене — пусине пухнӑ, анчах ун алли яланлӑхах сусӑрланса юлнӑ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.