Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пурӑна сăмах пирĕн базăра пур.
Пурӑна (тĕпĕ: пурӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑна киле Лавр пӗтӗмпех Поля аллине кӗрсе ӳкрӗ, «арӑмӗн упӑшки» пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пурӑна киле ытти хуйхӑ ҫумне Куҫман тата тепӗр хуйхӑ хушӑнчӗ: ывӑлӗ, пӗр нушасӑр ӳснӗ Лавруш, хуҫалӑхшӑн тӑрӑшнине палӑртмарӗ.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пурӑна киле Таньӑна халиччен палламан-пӗлмен чӑваш каччи тӑван пиччӗшӗ пек туйӑна пуҫларӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пурӑна киле вара вӗсем, чӑтайми пулса, кӗрешме пуҫланӑ.

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Пурӑна киле пишсем пуҫсӑрланса килнӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ улшӑннине Михха ҫийӗнчех сисрӗ те, хӗненӗрен ҫавнашкал пулӗ тесе, пурӑна киле юсанасса шанчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла мӗн тумалли пурӑна киле курӑнӗ!

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑна киле вӑл Кӗтерук ун чухне качча пыма килӗшменнине ытла та хӑранипе ҫухалса кайнӑран ҫеҫ пек ӑнланма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑна киле утрав сарӑлса, пысӑкланса пынӑҫемӗн, Атӑлан йӑлӑм енчи ҫулне йӑлтах питӗрсе хучӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑна киле сывалӗ сурану.

Помоги переводом

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп ун чух Мускавра чухнех шутласа илтӗм: пурӑна киле пире те ҫакнашкал чиркӳсем тутарма пуҫлаҫҫӗ пуль кусем терӗм.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑна киле вӗсем кунта та ҫитӗҫ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑна киле вӑл хӑй те сире хӑнана чӗнме пултарать.

Помоги переводом

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эппин, мана кӑшт йӑпатса яр Хусана, условисем вӗсем пурӑна киле улшӑнма пултараҫҫӗ те.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑна киле ӑнланчӗ: ку вӑл айванла шухӑш.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗ ҫут тӗнчене ҫуралнӑ-ҫуралманах вӑл хӑйне ҫирӗппӗн каласа хунӑ: Утямӑш пурӑна киле хан пулмалла.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑна киле хӑнӑхса ҫитрӗҫ те Палюк мучи аш пама тухнине курсан хӑйсем хирӗҫ вӗҫсе пыра пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

40 ҫултан иртнӗ хырӑн малтанхи тураттисем хӑрса хуҫӑлса ӳкеҫҫӗ те пурӑна киле вӑл туратсен вырӑнӗ те юлмасть.

Помоги переводом

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Пурӑна киле ҫӑл типет, такам тӑшман унта вилӗ йытӑ пуҫӗ пырса чикнӗ, тет.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пурӑна киле Григорьев та ҫавна ӑнланма тытӑнать.

Понимание этого пришло к Григорьеву, конечно, не сразу.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней