Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑн та, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Обломовкӑра пурӑнакансен урӑхла чӑрмавсем те сиксе тухкаланӑ, анчах вӗсем ҫав чӑрмавсене ытлашши пӑшӑрханмасӑрах кӗтсе илнӗ, чӑрмавсем вара, чул хӳме ҫумӗнче хӳтлӗх тупайман кайӑксем аяккалла вӗҫнӗ евӗр, Обломовка ҫыннисенчен аяккалла пӑрӑннӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑра пурӑнакансем ӑш вӑрканине те ӗненмен, ӗмӗрӗпех таҫта, темшӗн туртӑнса, вӗҫӗмсӗр тӑрмашнине те пурнӑҫ вырӑнне шутламан: шухӑш-кӑмӑл туртӑмӗнчен вутран хӑранӑ пекех сехӗрленнӗ; тепӗр вырӑнти ҫынсен шалти туйӑмне, чунӗсен вут-ҫулӑмне пула часах ӳчӗсем ҫунса кайнӑ пулсан, Обломовка ҫыннисен чунӗ лӑпкӑн та пӗр чӑрмавсӑр тачка ӳтре киленнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑри шухӑш-кӑмӑлсем, пурнӑҫ йӑлисем, хӑнӑхусем Верхлӗвӑра та пур; ҫак ял та тахҫан авал Обломовка пулнӑ вӗт-ха; унта, Штольц ҫуртӗнчисӗр пуҫне, пур ҫӗрте те тӗнче пуҫланичченхи юлхавлӑх, ахаль йӑласем, лӑпкӑлӑх, хускалусӑрлӑх палӑрса тӑнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовка ялӗ Верхлёвӑран пилӗкҫӗр ҫухрӑмра ларнӑ пулсан, тен, Илюша ун патӗнче мӗне те пулин лайӑххӑн вӗренме пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сосновкӑна Вавиловка Обломовсен йӑхран йӑха куҫса пыракан ялсем пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене иккӗшне пӗрле Обломовка тенӗ.

- 1
- 2