Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫырса пынисенче тата Неемийӑн асаилӳ кӗнекисенче ҫакӑн пек калани пур: Неемия кӗнеке пуххи йӗркеленӗ майӑн патшасен кӗнекисемпе пророксен кӗнекисене, Давид кӗнекине тата мӗнле парнесем кӳни ҫинчен калакан патшасен ҫырӑвӗсене пуҫтарни ҫинчен каланӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Неемия ҫыннисем ҫак вырӑна Нефтар тесе ят панӑ, ку «тасални» тенине пӗлтерет; чылайӑшӗ вара ӑна Нефтай тет.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Парнине ҫунтарса ярсассӑн, Неемия юлнӑ шывпалан пысӑк чулсене сапма хушнӑ.31. Когда же жертва была сожжена, Неемия приказал оставшеюся водою полить большие камни.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Парне ҫуннӑ вӑхӑтра священниксем кӗлӗ туса тӑнӑ, священниксем те, пурте; Ионафан пуҫласа пынӑ, ыттисем, Неемия хӑй те, хушса юрласа тӑнӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире вут-ҫулӑм тупӑнманни ҫинчен, пусӑра ҫӑра шыв анчах тӑни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 21. Неемия вӗсене ҫав шыва ӑсса килме хушнӑ; кайран, парнесем хатӗрлесе ҫитерсессӗн, Неемия священниксене ҫав шывпа парнесем айӗнчи вутта тата ун ҫине мӗн хунине сирпӗтсе тухма хушнӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Нумай ҫул иртсессӗн, Турра ҫырлахтаракан вӑхӑт ҫитсессӗн, Перси патши янипе килнӗ Неемия ҫав вут-ҫулӑма илмешкӗн ӑна пытарнӑ священниксен тӑхӑмӗсене янӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара, хаслев уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шутларӑмӑр, Неемия Турӑ Ҫурчӗпе парне вырӑнӗ туса лартсассӑн парне кӳнӗ пек, эсир те хӳшӗ тата вут-ҫулӑм уявӗ ирттерччӗр тесе, эпир сире ҫакӑн ҫинчен пӗлтерес терӗмӗр.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Неемия та — халӑх асӗнче, вӑл пире ишӗлнӗ хӳмесене тӑратса панӑ, хапхасемпе сӑлӑпсем лартса панӑ, пирӗн юхӑнса выртакан ҫурт-йӗрсене сипленӗ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухнӑ иудейсем, вӗсене унта Навуходоносор, Вавилон патши, куҫарса кайнӑ пулнӑ, 8. вӗсене хӑйсен пуҫлӑхӗсем Зоровавель, Иисус, Неемия, Зарей, Риссей, Ениней, Мардохей, Веельсар, Асфарас, Реелий, Роим, Ваана ертсе килнӗ, вӗсем ӗнтӗ Иерусалима тата Иудейӑн ытти ҫӗрне, кашнийӗ хӑйӗн хулине, таврӑннӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Зоровавель вӑхӑтӗнче те, Неемия вӑхӑтӗнче те израильсем пурте юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене кашни кунлӑха пай уйӑрса панӑ, левитсене вара Турра кӳрекен парнерен тивӗҫекен таса пая панӑ, левичӗсем ӑна Аарон ывӑлӗсене парса тӑнӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗ Иоаким пурӑннӑ вӑхӑтра, Неемия ҫӗр пуҫлӑхӗ тата Ездра кӗнекеҫӗ, священник, пурӑннӑ вӑхӑтра пулнӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пичет хуракансем ҫаксем пулчӗҫ: Гахалия ывӑлӗ Неемия пуҫлӑх тата Седекия, 2. Сераия, Азария, Иеремия, 3. Пашхур, Амария, Малхия, 4. Хаттуш, Шевания, Маллух, 5. Харим, Меремоф, Овадия, 6. Даниил, Гиннефон, Варух, 7. Мешуллам, Авия, Миямин, 8. Маазия, Билгай, Шемаия — кусем пурте священниксем.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Неемия каларӗ: ӗнтӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, нимӗн те хатӗрлейменнисем патне пай ярса парӑр, ҫакӑ куна эпир Ҫӳлхуҫамӑра халалланӑ!
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Неемия пуҫлӑх, Ездра кӗнекеҫӗ, священник тата халӑха вӗрентекен левитсем пӗтӗм халӑха каларӗҫ: паянхи кун — Ҫӳлхуҫа Туррӑра халалланӑ кун вӑл; ан хуйхӑрӑр, ан йӗрӗр, терӗҫ, — ӗнтӗ пӗтӗм халӑх саккун сӑмахӗсене йӗрсе итлесе тӑратчӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ тыткӑнран чи малтан таврӑннисенӗн йӑх-кӑк ҫырӑвне тупрӑм, унта ҫапла ҫырнӑччӗ: 6. акӑ тыткӑнран таврӑннӑ ҫынсем, вӗсене тыткӑна Вавилон патши Навуходоносор хӑваласа кайнӑччӗ; вӗсем ӗнтӗ Иерусалима, Иудейӑна, — кашнийӗ хӑйӗн хулине таврӑнчӗҫ, 7. вӗсене Зоровавель, Иисус, Неемия, Азария, Раамия, Нахманий, Мардохей, Билшан, Мисфереф, Бигвай, Нехум, Баана ертсе килнӗ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Неемия вара — Азбук ывӑлӗ, Бефцур ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ — хӳмен тепӗр сыпӑкне Давид тупӑклӑхӗ патне ҫитиччен, алтса тунӑ пӗвепе Паттӑрсен ҫурчӗ таран юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ахалия ывӑлӗ Неемия каласа пани.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилон патши Навуходоносор тыткӑна Вавилона куҫарса кайнӑ ҫынсенчен Иерусалима тата Иудейӑна, кашнийӗ хӑйӗн хулине, таврӑннӑ ҫӗршывӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, — 2. вӗсене ӗнтӗ Зоровавель, Иисус, Неемия, Сараий, Реелай, Мардохей, Билшан, Мисфар, Бигвай, Рехум, Ваана ертсе килнӗ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1