Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ илсе каякан ҫӗре кӗрсессӗн, 19. ҫав ҫӗрти ҫӑкӑра ҫие пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; 20. малтанхи чустӑртан пашалу пӗҫерсе, ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; вӑл анкартинчен кӳнӗ парне пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗре ҫитсессӗн, 3. ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре пуҫлатӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе вӑкӑрсем, сурӑхсем пусса кӳрекен парне, е тимлӗ пулнипе кӳрекен парне, е хӑвӑр уявӑрсенче паракан парнесем кӳре пуҫлатӑр, — 4. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен ҫыннӑн тырӑ-пулӑран [ефан] вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳмелле, ӑна гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштармалла; 5. [ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе,] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ чухне е пусса паракан парне кӳнӗ чухне кашни путек пуҫне юхтарса пама гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ эрех пар.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара Моисей ҫӗр пӑхма янӑ ҫынсем — каялла таврӑнсассӑн ҫав ҫӗр ҫинчен усал чап сарса пӗтӗм халӑха Моисее хирӗҫ тӑма пӑлхатнӑскерсем, 37. ҫӗр ҫинчен усал сас-хура сарнӑскерсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче сасартӑк вилсе выртнӑ; 38. ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсенчен Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев анчах чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫак халӑх Мана хӑҫанччен тарӑхтарса пурӑнӗ?11. И сказал Господь Моисею: доколе будет раздражать Меня народ сей?
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем ҫула тухнӑ та Моисейпе Аарон патне, пӗтӗм Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне Фаран пушхирне, Кадеса, таврӑннӑ, вӗсем валли тата пӗтӗм халӑх валли хурав илсе килнӗ, вӗсене ҫав ҫӗр ҫимӗҫӗсене кӑтартнӑ; 28. вара Моисее кала-кала панӑ: эпир эсӗ янӑ ҫӗре кайса килтӗмӗр; унта чӑнахах пылпа сӗт юхса выртать, акӑ унти ҫимӗҫсем; 29. анчах вӑл ҫӗрте пурӑнакан халӑх вӑйлӑ, хулисем те питӗ пысӑк, вӗсене тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене куртӑмӑр; 30. Амалик ҫав ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнать, хетсем, [евейсем,] иевусейсем тата аморрейсем ту ҫинче пурӑнаҫҫӗ, ханаансем тинӗс хӗррипе тата Иордан хӗррипе пурӑнаҫҫӗ, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 3. ху патӑнтан ҫынсем яр, вӗсем Эпӗ Израиль ывӑлӗсене парас ҫӗре, Ханаан ҫӗрне, пӑхса килччӗр; хӑйсен ашшӗсен йӑхӗнчен пӗрер ҫын — пӗрер пуҫлӑх — ярӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: хӑйӗн ашшӗ унӑн пичӗ ҫине сурсассӑн, вӑл ҫичӗ кунччен вӑтанса ҫӳремӗччӗ-и? апла ӑна тапӑр тулашне ҫичӗ куна хупса хурӑр, кайран каялла таврӑнӗ, тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Аарон Моисее каланӑ: эй хуҫамӑм! эпир ӑссӑр хӑтланнине, ҫылӑха кӗнине ҫылӑх вырӑнне ан хурсам; 12. Мариама вилӗ ҫуралнӑ ача пек пулма ан парсам: вилӗ ҫуралнӑ ачан ӳчӗ амӑшӗ варӗнченех ҫурри ҫӗрсе тухать, тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Манӑн сӑмахсене итлӗр-ха: сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулсассӑн, Эпӗ ӑна палӑрса курӑнатӑп, унпа тӗлӗкӗнче калаҫатӑп; 7. Хамӑн Моисей чурампа апла мар, вӑл Манӑн кил-ҫуртӑмра пур тӗлӗшпе те тӗрӗс тӑрать: 8. Эпӗ унпа куҫа-куҫӑн калаҫатӑп, ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑп, вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑнне курса тӑрать; Манӑн чурама, Моисее, ӳпкелеме мӗнле хӑрамарӑр эсир? тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа сасартӑк Моисее, Аарона тата Мариама: эсир виҫсӗр те пуху чатӑрӗ патне тухӑр, тенӗ.4. И сказал Господь внезапно Моисею и Аарону и Мариами: выйдите вы трое к скинии собрания.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мариампа Аарон ӗнтӗ Моисее арӑмӗшӗн, Эфиопи хӗрӗшӗн, ӳпкеленӗ, мӗншӗн тесессӗн Моисей Эфиопи хӗрне качча илнӗ; 2. вӗсем: Ҫӳлхуҫа пӗр Моисее ҫеҫ каланӑ-им?
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пӗр ача чупса ҫитнӗ те Моисее пӗлтернӗ: Елдадпа Модад тапӑрта пророкла калаҫаҫҫӗ, тенӗ.27. И прибежал отрок и донес Моисею, и сказал: Елдад и Модад пророчествуют в стане.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн алли кӗске-им?
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль пуҫлӑхӗсем хушшинчен эсӗ Ман валли ху пӗлекен, халӑха пӑхса-тӗрӗслесе тӑракан ҫитмӗл ҫын суйласа ил, вӗсене пуху чатӑрӗ патне илсе пыр, вӗсем унта санпа пӗрле тӑччӑр; 17. Эпӗ ҫавӑнта анӑп та санпа калаҫӑп, сан ҫинчи Сывлӑшӑн хӑватне илсе вӗсем ҫине хурӑп: санпа пӗрле вӗсем халӑхӑн йывӑрлӑхне тӳсчӗр, санӑн пӗччен тӳсмелле ан пултӑр.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑх ӗнтӗ Моисее тилмӗрсе йӑлӑннӑ; Моисей Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ та, вут-ҫулӑм чарӑннӑ.2. И возопил народ к Моисею; и помолился Моисей Господу, и утих огонь.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ ҫынсем те пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен ҫав кун Пасха тума юраман; вӗсем вара ҫав кун Моисейпе Аарон патне пынӑ, 7. ҫав ҫынсем Моисее каланӑ: эпир вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗннӗ пирки таса мар; мӗншӗн-ха палӑртса хунӑ вӑхӑтра пире Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑра парне кӳме чармалла? тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем вара пӗрремӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, Синай пушхирӗнче Пасха тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫапла тунӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.